Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн, «Шевле» литпĕрлешĕвĕн ертӳçин, Раççей Писательсен союзĕн, Раççей Журналистсен союзĕн членĕн, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕн, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Николай Ларионовăн «Чĕлхе пулсан пĕтместпĕр ĕмĕрте!» ятпа черетлĕ кĕнеки кун çути курчĕ.
Николай Ларионов – ултă кĕнеке авторĕ: «Чĕре тапнă чух», «Чĕмпĕр тăрăхĕнчи «Канаш» хаçатăн малтанхи тата хальхи утăмĕсем», «Чун хушнипе пурăнсан», «Чăваш тĕнчи аслă», «Чĕмпĕрти «Канаш» хаçат – 25 çулта», «Вутхӳре».
Çĕнĕ кĕнекине авторăн çул çинче çырса пынă тĕрлĕ статйисем кĕнĕ. Вĕсем урлă вулакан юлашки çирĕм çулта Чĕмпĕр чăвашĕсем ăçта çитсе мĕнле мероприятие хутшăннине, ентешсен культура пурнăçĕ еплеререх аталанса пынине йĕрлеме пултарать.
-Журналист профессийĕ час-часах çула тухма хистет: çĕнĕ материал шырамалла, çĕнĕ çынсемпе паллашмалла, халиччен пулман вырăнсене çитмелле. Алăра ручка тата блокнот, хулпуççирен фотоаппарат çакнă. Паян пулса иртекен саманта вулакана каласа памалла, çитес ăрусем валли çырса-ӳкерсе хăвармалла,- тенĕ кĕнеке аннотацийĕнче.
 
: 466, Хаçат: 7 (1408), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: