Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 20-мĕш номерлĕ «Искринка» садик 1999 çултанпа пĕчĕк ачасене этнокультура пĕлĕвне парассипе ĕçлет. Кунта Ульяновск облаçĕнчи тĕп халăхсен культурипе чĕлхине вĕренме май пур, ятарлă кружоксем ĕçлеççĕ.
«Искринка» садикри ачасене тĕрлĕ наци уявĕнче курма пулать, илемлĕ тумĕнчен, тăрăшулăхĕнчен тӳрех палласа илетĕн вĕсене.
Çак кунсенче ача садĕнче «Духовно-нравственно е развитие дошкольников на основе традиций народов Поволжья» темăпа семинар иртрĕ. Унта Ульяновскри мĕнпур ача сачĕн методисчĕсемпе заведующийĕсем, тутар тата чăваш наципе культура автономийĕсен председателĕсем, Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центрăн директорĕ, унти чăваш, тутар, мордва уйрăмĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Чи малтан пухăннисене ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартса пачĕç: вырăс, чăваш, тутар ачисем наци тумĕ-пе, халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕç. «Пирĕн тăван килте яланах тăнăçлăх пултăр!» - терĕç вĕсем кар! тăрса.
-Ача сачĕн тĕп тĕллевĕ – ачасенче пĕчĕклен тĕрлĕ халăх культури урлă патриот туйăмне çуратасси. Ачасем Тăван çĕршыва, хамăр облаçа, хулана, кил-çуртпа атте-аннене чун-чĕререн юратчăр. Ку ĕçе Атăлçи тăрăхĕнчи тĕп халăхсен культури урлă туни паян, ЮНЕСКО чăваш, тутар чĕлхисем 50-100 çултан пĕтме пултарнине палăртнă вăхăтра, пушшех пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Шел, ачасемпе килте тăван чĕлхепе калаçакан сахал. Ашшĕ-амăшĕ çак ĕçре пире сайра пулăшаять, анчах та чи пахи – нихăçан та чармасть. Тĕп ĕç воспитательсем çине тиенет. Чĕлхене вара пĕчĕкрен ăса хывмаллине, кун пек чухне тин вăл ăс-тăна, чуна кĕрсе юлнине пурте пĕлетпĕр. Пирĕн ача садĕнче ĕçлекен наци кружокĕсенче пĕчĕкскерсем, тен, пĕрремĕш хут тăван сăмах илтеççĕ. Тăван чĕлхене, кӳршĕ халăхăн культурине юратма, хисеплеме вĕрентессипе ĕçленĕ май ашшĕ-амăшне те çаксемпе интереслентерме пултартăмăр. Халĕ вĕсем хаваспах çав мероприятисене хутшăнаççĕ, наци апат-çимĕçне пĕçерсе килеççĕ, мероприяти хыççăн пĕрле ларса чей ĕçетпĕр. Çак çăмăл мар ĕçре пире наци автономийĕсем нумай пулăшрĕç, литературăпа тивĕçтерчĕç. Çапла пирĕн хамăрăн наци вулавăшĕ йĕркеленчĕ, - каласа пачĕ садик заведующийĕ Ирина Ренатовна Сайфутдинова автономисен председателĕсене сăмах панă май.
Рамис Сафин ача садне Хусанта тухнă вĕрентӳ пособисене парнелерĕ.
- Тутар Республики тулайри тутарсене пур енлĕн пулăшать, кашни региона 300 пин тенкĕлĕх литература парать. Пĕчĕк ачасене вĕрентмелли кĕнекесене икĕ чĕлхепе кăларнă – вырăсла тата тутарла, паллă произведенисен аудио тата видео версийĕсем те пĕрлех пур. Эпир кашни шкула, кашни ача садне кирлĕ литературăпа тивĕçтерме хатĕр, - терĕ вăл.
Олег Мустаев пирĕн область çĕршыври ытти регионсем хушшинче наци ыйтăвне тĕрĕс илсе пынипе уйрăлса тăнине палăртрĕ.
- Ю.Ф. Горячев вăхăтĕнчех Ульяновск облаçĕнче наци телевиденийĕсемпе наци хаçачĕсене уçрĕç, Туслăх çурчĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Унтанпа регионта халăхсен туслăхне çирĕплетессишĕн, халăхсене аталантарассишĕн нумай ĕç тунă. Пире ĕçлеме никам та чармасть, веçех хамăртан килет. Ача сачĕсемпе шкулсене илес пулсан та çаплах. Шкул директорĕ, садик заведующийĕ наци ыйтăвĕпе кăсăкланать пулсан – çак компонента хăйсен ĕçне кĕртет. Кăсăкланмасан – малашлăх çук. 20-мĕш садикра çак ĕçе иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсем вĕçĕнчех тытăннине питĕ лайăх астăватăп, Р.Г. Зиганшина заведующий çакăншăн хытă тăрăшрĕ. Унăн ĕçне эсир тивĕçлипе илсе пыратăр. Шел, эпĕ сире паян кĕнеке парнелейместĕп, анчах ыранах наци музейĕн чăваш кĕтесĕ валли экспонатсем илсе килсе паратăп, - терĕ.
Облаçри наципе культура автономийĕсем пĕрле кар тăрса вĕренӳ министерствине сĕнӳпе тухнă: наци компонентне кашни ача садне кĕртмелле. Паянхи пек Ульяновскри 9 ача садĕнче кăна мар, кашнинче тутар, чăваш, мордва культурисене вĕрентмелле. Малтан ку ыйтăва Ульяновскри пур ача садĕнче уйрăм çĕкленĕ, анчах вĕсем хăйсен ирĕкĕпе наци компоненчĕпе ĕçлесшĕн пулман. Çавăнпа ыйтăва министерствăна çитерсе татса панă. Малашне вара министерствăн ятарлă хушăвĕпе кашни шкулчченхи вĕренӳ учрежденин программине Ульяновск облаçĕнчи тĕп халăхсен культурине кĕртме хистĕç. Çакă кашни халăхăн тĕп тĕллевне – чĕлхене сыхласа хăварассине – пурнăçлама май парĕ. Çапла хушу мелĕпе облаçри пур шкулта та тăван чĕлхепе культурăна вĕрентсен ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвне те пăрахăçлама май пулĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла, иртнĕ çул «Искринка» сад тутар автономийĕ урлă ятарлă грант илнĕ, çав укçапа тутар ачисем валли çĕнĕ костюмсем çĕлетнĕ, наци программипе ĕçлемелли брошюра пичетлесе кăларнă. Кăçал çакăн пек гранта чăваш автономийĕ урлă илме палăртаççĕ.
 
: 143, Хаçат: 7 (1408), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: