Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Манăн умра хама вĕрентекенĕн, паллă чăваш поэчĕн Анатолий Юманăн сăвă кĕнеки.
Чăваш писателĕ, публицист, куçаруçă Анатолий Федорович Юман (Ермилов) – Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР тата РФ Писательсен союзĕн членĕ, Петĕр Хусанкай тата Николай Абрамов ячĕллĕ литература премийĕсен тата Ульяновск облаçĕнчи журналистсен Мария Ульянова ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Анатолий Юман Чăвашкасси ялĕнче (Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ) 1932 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче учитель çемйинче çуралнă. 1952 çултанпа район хаçатĕнче ĕçленĕ. 1962 çулта Хусанти ВПШ çумĕнчи журналистсен ултă уйăхлăх курсĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл Ульяновскра тăван чĕлхепе тухса тăракан «Канаш» хаçата йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри. 1990-1994 çулсенче «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕнче вăй хунă. Халĕ те хаçатсенче Анатолий Юманăн хайлавĕсем тухсах тăраççĕ.
Вăл Петĕр Хусанкайăн, Ухсай Яккăвĕн, Ваççа Аниççин, Владимир Сатайăн ĕçĕсене малалла тăсаканĕ.
А.Ф. Юман – поэзире тата публицистикăра палăрчĕ. Литературăна вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕ-сенчех килнĕ. Унăн пĕрремĕш сăвви 1947 çулта Пухтелĕнче тухса тăракан «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçатра кун çути курать. Ун хыççăн вăл сăвă хыççăн сăвă шăрçалать. «Ильич сăнарĕ», «Салам, Шупашкар», «Чи хитре хĕрсем авал пулман-и/», «Сĕреке», «Йăмра», «Пирĕн сăмах» тата ытти те.
1958 çулта «Ялав» журналăн 1-3-мĕш номерĕсенче «Телей сăпки» ятпа поэма пичетленет. Çавăнтан тытăнса А. Юманăн хайлавĕсем нумай хаçат-журналта пичетленме пуçлаççĕ. Аслă вăрçăра пуçĕсене хунă çамрăк поэтсен сăввисене пуçтарса Анатолий Юман хаçат-журнал урлă вулакансене паллаштарассипе пысăк ĕç турĕ. «Вĕçленмен юрă» кĕнекене çак пархатарлă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ теме пулать. Вăл 1973 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă.
СССР Писательсен союзĕн членĕ ку тĕле 60 ытла кĕнеке кăларнă. «Чĕмпĕр чулĕ калаçать» (1975 ç.), «Ăш хыптармăшсем»(1986 ç.), «Çунатсем»(1988 ç.), «Чĕре сăввисем» 1992 ç.), «Кăвак йĕр» 1992 ç.), «Суйласа илнисем» (1994 ç.) произведенийĕсене халăх юратсах вулать. «Агроном çăлтăрĕ» (2002 ç.), «Паттăрлăх вăрттăнлăхĕ» (2003 ç.), «Надюш» (2003 ç.), «Марине» (2005 ç.) произведенисем уйрăмах халăх хушшинче анлă сарăлнă.
Юлашки çулсенче А.Юман сонет çырас ăсталăхпа палăрчĕ. «Сонетсем» (2003 ç.), «Сонетсем. Иккĕмĕш çаврăм» (2005 ç.), «Сонетсем. Виççĕмĕш çаврăм» (2007 ç.) кĕнекесене сонет вулакансем юратса йышăнчĕç. Сонетсен тĕп теми – чĕре ăшши, юрату, шанчăклăх, чун тасалăхĕ, тĕлпулу савăнăçĕ, уйрăлу ыратăвĕ, çухату куççулĕ. Çак йĕркесенче поэт этемĕн чунне витĕр куракан пулни палăрать.
Юман сăвăç çеç мар – пысăк саспаллиллĕ ПОЭТ.
Анатолий Юман паллă поэт çеç мар, 20-мĕш ĕмĕрти Чĕмпĕр çĕрĕ çинчи культурăна çĕклекеннисенчен, И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществине йĕркелесе яраканнисенчен пĕри. Вăл панă усăллă сĕнӳсем авалхи культурăна сыхласа хăварас ĕçре пысăк пулăшу параççĕ.
Астăватăп-ха, вунă çул каялла Юман Чĕмпĕрте И.Я.Яковлевăн вĕренекенне Алексей Рекеева палăк лартас ĕçе хастар хутшăнчĕ. Эпир унпа иксĕмĕр Елчĕке кайса район администраци пуçлăхĕпе пулас палăкăн вырăнĕ пирки калаçнăччĕ.
Юманпа ĕçлеме, хутшăнма çăмăл. Халĕ иксĕмĕр чăваш халăх академийĕн президиумĕ ыйтнипе чăвашсен паллă ăсчахĕсен – Николай Ашмарин, Никита Бичурин тата Геннадий Айхи – сăнарĕсемпе ĕçлетпĕр. Чăваш ăсчахĕ тата писателĕ пулнă май вăл мана çӳлте асăннă ăсчахсен сăнарĕсене калăплама пулăшать. Пĕр сăмахпа – манăн консультант тата учитель.
Анатолий Юман çаплах çамрăк журналистсен тата «Шевле» литпĕрлешӳ членĕсен аслă вĕрентӳçи. Çырулăх тата ӳнер ĕçĕнче пысăк ӳсĕмсем тунă вĕренекенĕсем унăн сахал мар. Вăл тăрăшнипе И.Я.Яковлев обществи çĕнĕрен вăй илчĕ. Юман – пĕтĕм тĕнчери Болгарознани академийĕн Хисеплĕ членĕ. Вăл Болгарипе пĕрле Ульяновскра ирттернĕ «Волжская Болгариада-2015» проекта хутшăнчĕ, Болгари ăсчахĕсемпе, поэчĕсемпе паллашрĕ, кĕнеке куçарас ĕçре ют çĕршыв поэчĕсене хаклă сĕнӳсем пачĕ.
УОЧНКА ларăвĕнче ĕçтăвком председателĕ Олег Мустаев Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕ Анатолий Юмана халăх поэчĕ пама хирĕç пулни çинчен çырнă йышăнăва вуласа пачĕ. Çакă пире питĕ пăшăрхантарчĕ. Ара, Чĕмпĕр çĕрĕ çинче поэзире Анатолий Юман пек çӳллĕ шая çитекен тата кам пур/ Чăваш культурине аталантарас ĕçшĕн вăл пурнăçне пама хатĕр.
Вăл пирĕншĕн чăн-чăн тĕслĕх, Хусанкайпа хальхи литература обществине çыхăнтарса тăракан çын. Чăвашсемшĕн вăл яланах халăх поэчĕ.
 
: 302, Хаçат: 7 (1408), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: