Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Фердинанд Август Бебель 1840 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Германири Дейц (халĕ Кельн районĕ) хулинче çуралнă.
Германири тата пĕтĕм тĕнчери рабочисен юхăмĕн хастарĕ, Германире социал-демократсен партине никĕ-слекенсенчен пĕри, Çурçĕр Германи союзĕн рейхстаг депутачĕ. «Женщина и социализм» кĕнеке авторĕ.
Август Бебель прусс унтер-офицерĕн чухăн çемйинче çуралнă. Ашшĕ туберкулез чирĕпе 35-рех çĕре кĕнĕ. Амăшĕ тепре качча качча кайнă, часах вăл та вилнĕ. Амăшĕ выçăпа вилес мар тесе тăван çĕршывне -- Вецлар хулине -- таврăнать. Август шкула каять. 1854-1857 çулсенче токаре вĕренет.
1860 çулта – темиçе çул Кăнтăр Германи тата Австри тăрăх çапкаланса çӳренĕ хыççăн ăста токарь Лейпцигра тĕпленет. Вильгельм Либкнехтпа (Карл Либкнехтăн ашшĕ) паллашсан марксизм вĕрентĕвĕпе кăсăкланма пуçлать. Унпа пĕрле вĕсем халăх партине йĕркелеççĕ, Бебеле рабочисен союзĕн председательне суйлаççĕ. Вăл 1-мĕш Интернационалпа çыхăнать. Çавăн хыççăн демократсем либерала тата буржуана пайланаççĕ. Юлнисем социал демократсен партине туса хураççĕ. Бебель ертӳçи пулса тăрать. Карл Маркс унăн ĕçне пысăк хак парать.
1867 çулта Бебеле Çурçĕр Германин союзĕн пĕрремĕш рейхстагĕн депутатне суйлаççĕ. Франципе Прусси вăрçи тытăнсан вăл çар кредичĕсемшĕн сасăламасть, Франципе килĕшӳ тума сĕнет. Çаплах Париж коммунипе пĕр шухăшлă пулнине те пĕлтерет.
Лейпциг процессĕнче çавăншăн Август Бебельпе Вильгельм Либкнехта патшалăх сутăнчăкĕсем тесе айăплаççĕ. 102 кун тĕпченĕ хыççăн ăна икĕ çул та тăхăр уйăха ирĕкрен хăтармалла тăваççĕ. Тĕрмере те Бебель вĕренме пăрахмасть. Çак тапхăра вăл «тĕрме университечĕ» тет.
Ирĕке тухсан Бебель Борсдорфра тĕпленет. 1889 çулччен токарь мастерскойĕнчи япаласене сутма çӳрет, унпа пĕрлех парти ĕçне пурнăçлать, çавăншăн ăна тăватă уйăха, тепĕр виçĕ çултан тата тăхăр уйăха хупса хураççĕ. Пĕтĕмĕшле Бебель ултă çул тĕрмере ларать.
Унта вăл арабсен историне тĕпчет. «Магометанско-арабск ий культурный период» ятпа ĕç çырать. Нацисен культурисене вĕренекенсем ку ĕçе халĕ те тĕпе хураççĕ.
Бебель -- марксизм теорине парăннă çын. Сывлăхĕ начарлансан та вăл мĕнпур обществăлла тата политика пурнăçне хутшăннă.
1913 çулхи августăн 13-мĕшĕнче Швейцарири санаторире сипленекен Бебелĕн чĕри тапма чарăнать. Ăна Цюрихри Зильфельд масарне пытараççĕ.
Ульяновскри Ленин районĕнчи пĕр урама унăн ятне панă.
 
: 436, Хаçат: 7 (1408), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: