Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Витьăпа Нина утă уйăхĕнче çемье çавăрчĕç. Çынсен хваттерĕнче нумай пурăнма тӳр килмерĕ вĕсен, хăйсем тăрăшнипе пĕр пӳлĕмлĕ хваттерлĕ пулчĕç. Пĕрлешичченех вĕсем пĕр пысăк фабрикăна ĕçе вырнаçрĕç. Ĕç вăхăчĕсем çур сехет раснарах пулнипе ĕçе те, ĕçрен те пĕрле çӳреймерĕç вĕсем.
Витя ĕçне вĕçлесе киле кайма хатĕ-рленнĕччĕ çеç – иккĕмĕш сменăна килнĕ ĕçтешĕсем пĕр çын çитменнипе ăна доминолла выляма чĕнчĕç. Вăхăчĕ пур, доминолла выляма та кăмăллать Витя. Çавăнпа хаваспах килĕшрĕ вăл. Вăхăт хăвăрт иртсе кайрĕ. Мăшăрĕнчен маларах çитес тесе вăл юлташĕсенчен васкасарах уйрăлчĕ те автобус чарăнакан вырăна чупрĕ. Киле çитсе пынă май умра мăшăрĕ пынине асăрхарĕ. Ун çийĕнче сарă тĕслĕ, çемçе çухаллă пальто. Ăна вĕсем çулла универмагра пĕрле туяннăччĕ. Арăмĕ килелле васкамасăр утать. Эх, çамрăклăх! Витя мăшăрĕшĕн тунсăхланипе ун патне хăвăрт чупса пычĕ те çирĕп аллипе хыçалтан ыталаса илчĕ. Аллисем ырă мара тӳрех туйса илчĕç. Ун енне палламан хĕрарăм çаврăнчĕ.
Витя аванмарланса кайрĕ. «Эпĕ сире хамăн арăм вырăнне йышăнтăм пулас. Каçарăр, тархасшăн.Пуçра пĕр усал шухăш та çукчĕ»,- теме çеç пултарчĕ. Хĕрарăм йăл кулса илчĕ те малалла утрĕ. Витьăн та çав çулпах утмалла. Пĕр подъездрах пурăнаççĕ иккен вĕсем: вăл саккăрмĕш хутра, Витя – тăххăрмĕшĕнче.
Тепĕр кун та çав йĕркепех пуçланчĕ. Ĕç хыççăн ĕнерхи юлташĕсем каллех доминолла выляма сĕнчĕç. Ку хутĕнче те хирĕçлемерĕ вăл. Вăйăра вăхăт сисĕ-нмесĕрех иртет. Пĕр тапхăр вылясан Витя каллех киле васкарĕ. Автобуса чупса тенĕ пек кĕчĕ. Халăх лăк тулли. Вăл билет туянчĕ те пушăрах вырăна кайса тăчĕ. Хăй умĕнче ĕнерхи хĕрарăма курах кайрĕ. «Çук, паян ĕнерхи пек пулмĕ»,- хăйне хăй лăплантарчĕ вăл. Хĕрарăм аллинче икĕ йывăр сумккине асăрхасан хăйне ниепле те курман пек тыткалама пултараймарĕ. Хăйсен чарăнăвне çитсен вĕсем пĕрле анчĕç. Хĕрарăм малта утрĕ, Витя ун сумкисемпе хыçалтан пычĕ. Лифта кĕрсен вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç.
- Эпĕ фабрикăран киле çитиччен йывăр сумкасемпе нушаланса таврăнатăп! Эсĕ хыçалта пырса та мана пулăшмастăн! Арçынла пулать-и ку/ - ӳпкелерĕ ăна арăмĕ хваттере кĕнĕ-кĕмен.
Витя ку хутĕнче арăмĕ умĕнче хăйне айăплă туйрĕ.
 
: 33, Хаçат: 7 (1408), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: