Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ю.Кадеева пурнăç тĕрĕслемеллипех тĕрĕсленĕ: вăл 17 çул милицире ĕçленĕ, Афганистан вăрçинче пулнă, Чечня вут-çулăмне лекме те тӳрĕ килнĕ.
Вăл, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Асанкассинче 1968 çулта çуралнăскер, виçĕ çул ялти пуçламăш шкула çӳренĕ, унтан çичĕ çул Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ. Çакăнтах тракторпа çӳремелли права илсе тухнă. Унтан тăван колхозра ДТ-75 «Казахстан» тракторпа ĕçленĕ.
1987 çулхи май уйăхĕнче вара унăн салтака кайма вăхăт çитет.
-Канаш хулине çитсенех паллă пулчĕ – пире Афганистана яма шутлаççĕ. 50 çынна суйласа илчĕç те Пенза хулине çитерчĕç. Унта тепĕр хут комисси кăларчĕç. Вара пуйăс çине лартса пĕр эрне Ашхабада илсе кайрĕç. Пуйăсран кăлармаççĕ – тамбурта салтаксем автоматпа тăраççĕ. Эпир çакна нуша терĕмĕр. Чăн нуши вара кайран тытăнчĕ. Кунтан кайнă чух çанталăк сулхăнчĕ, лере çитрĕмĕр те – чăтма çук шăрăх. Ачасем хĕвел айĕнче плац çинче тăнă чухнех тăнне çухатса йăванса кайма тытăнчĕç. Кайран сержантсен шкулĕнче хатĕрлентерме тытăнсан та нумайăшĕ тухса ӳкрĕ, йывăра тата шăрăха чăтаймарĕ. Вĕсене вара ăçта-тăр урăх çĕре илсе кайрĕç, куçарчĕç. Пилĕк уйăх хăваларĕç пире кунта – ун пеккине тăшмана та сунмастăп. Эпĕ отделени командирне вĕрентĕм. Октябрь уйăхĕнче пире пĕрремĕш ушкăнпа Афганистана ăсатрĕç. Самолет Шинданд хулине анса ларчĕ, унтан Герат провинцине илсе кайрĕç,- аса илет Юрий Михайлович.
Ман часть номерĕ – 54676. Тĕллев: çулсене сыхласси – унта душмансем мина ан хуччăр. Пурте палаткăра пурăнатчĕç.
-Каçпа аванах сивĕ пулатчĕ, кăççатă тăхăнса çывăраттăмăр, ун çине – ОЗК. Пирĕн взводра 30 çынччĕ, эпĕ отделени командирĕччĕ, кайран сапера вĕрентĕм. Унтан мана снайпера куçарчĕç, СВД-7,62 винтовка пачĕç. Пирĕн вăхăтра хĕрӳ çапăçусем пĕтнĕччĕ ĕнтĕ, анчах тăшмансем вăрттăн перетчĕç, мина хуратчĕç. Çавăнпа та сыхă тăмаллаччĕ. Металран тунă минăсене тупма йывăр марччĕ, анчах вĕсем пластикран тунисене чавса лартатчĕç. Кун пеккисене мина шыракан приборпа тупма çук, вĕсене Пальма ятлă овчарка тупатчĕ, питĕ ăслă йытăччĕ,- тет чăваш арĕ.
Туллă-сăртлă çĕршывра Юрий Михайлович çулталăк ытла хĕсметре тăрать. Юлашкинчен вăл совет çарне Афганистан çĕрĕнчен кăларнă çĕре хутшăнать, вĕсем хамăр çĕршыва каякан çулсене сыхлаççĕ. Çапла икĕ уйăха яхăн иртет. Пĕр каç вара ним кĕтмен çĕртен Юрий Кадеева та ытти салтаксемпе пĕрле самолет çине лартаççĕ те Совет Союзне ăсатаççĕ. Анчах та служба пĕтмен-ха, çавăнпа вĕсене Сахалин утравне яраççĕ. Южно-Сахалинск çывăхĕнче, тинĕс хĕрринчи вăрманта, тата çур çул иртет çапла.
Салтакран килнĕ каччăн кăкăрне «От благодарного афганского народа» тата «Воин-интернационали ст» медальсем илемлетеççĕ. Çаплах ăна СССР Верховнăй Совечĕн Президумĕн Тав хутне те панă.
Юрий килне таврăнсан Шупашкара кайса электрогазосварщик- наладчика вĕренет. Ултă уйăх ĕçлесен вăл 1991 çулта Чĕмпĕре килсе милицие вырнаçать – Заволжски районĕнчи патруль тата пост службине. Çав çулах çемьеллĕ пулать, пĕр ял хĕрĕпе Татьянăпа пĕрлешеççĕ вĕсем. Çемье Чĕмпĕрте пурăнма тытăнать, хваттере кĕрет. Чăваш каччи Ульяновскри экономика тата право техникумĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухса юрист специальноçне илет.
1995 çулхи январьте вара Юрий Михайловича 30 çынран тăракан отряда кĕртсе пĕрремĕш ушкăнпа пĕр уйăха Чечняна ăсатаççĕ. Ульяновск милиционерĕсем Ингушетире вăрçă пыракан вырăнсенчен мирлĕ халăха хăрушсăр вырăна – Осетие куçарма пулăшаççĕ.Çапла вара чăваш каччи Чечня вăрçин тутине те пĕлсе таврăнать.
Ульяновска килсен вăл участокри милиционер ĕçне кӳлĕнет – кунта ĕçлекен çынна саккун тăрăх 6 уйăхран служба хваттерĕпе тивĕçтермелле. Анчах шантарнине виçĕ çул кĕтмелле тенĕ пек, виçĕ çултан та нимĕн те памаççĕ. Саккунĕсем вăл вăхăтра ĕçлесе кайман-тăр пирĕн çĕршывра. Кадеевсен çемйинче ача та пур ĕнтĕ. Ялта пурăнмалли вырăн часрах параççĕ тенипе вăл Ульяновск районĕн милици уйрăмне ĕçлеме куçать. Юрий Михайловичăн участокĕ – Симĕс Раща тата Ивановка ялĕсен таврашĕ. 2007 çулччен вăй хурать вăл кунта, анчах пурăнмалли вырăнпа пурпĕрех тивĕçтереймеççĕ ăна. Çак çул вара 39 çулти милици майорĕ Юрий Кадеев тивĕçлĕ канăва тухать. Милици службинче вăй хунăшăн ăна «За отличие на службе» икĕ кăкăр палли параççĕ – 2-мĕш тата 3-мĕш степеньлисене.
-Тара илнĕ хваттерте пурăнаттăмăрччĕ.Тал ăкĕ-талăкĕпех киле килмесĕр, çемьене курмасăр ĕçлеттĕмччĕ. Криминал мăй таранччĕ! Симĕс Ращари сысна самăртакан комплекс кăна мĕне тăратчĕ, ялан выльăх вăрлатчĕç! Юрать, ырă чăваш тупăнчĕ. Ивановкăри клуба хупса юхăнтарса ячĕç. Сысна самăртакан комплекс пуçлăхĕ Петров вара мана çак çурта пачĕ. Эпир ăна пĕтĕмпех хамăр вăйпа юсарăмăр, майлаштартăмăр, çапла хамăр кĕтеслĕ пултăмăр,- тет Юрий Михайлович.
Халĕ Юрий Михайловичăн тĕп тĕллевĕ – ачисене тивĕçлĕ воспитани парасси. Кадеевсен аслă ачи – 18 çул тултарса пыракан Владик – Ульяновскри «Торпедо» спорт комплексĕ çумĕ-нче Олимп резервĕсен физкультурăпа спорт техникумĕнче вĕренет, каратэ мелĕпе çапăçса пысăк çитĕнӳ-сем тăвать. Владик хăй çулĕнчи çамрăксем хушшинче – Раççей чемпионĕ. Ашшĕ ăна кашни кун хулана илсе çӳрет. Кадеевсен Ксения ятлă хĕрĕ вара 5-мĕш класра вĕренет – отличница.
-Эпĕ пĕтĕм вăя халь ачасене çын тăвасси çине яратăп, вĕсем çак пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тăрăшатăп. Çаплах мăшăрăма – Татьяна Владимировнана пулăшатăп. Вăл ялта павильон тытать, унта апат-çимĕç сутать. Кунпа пуйса каяймастăн ĕнтĕ, анчах пенси çумне хушсан çемьене çăкăрлăх çитет,- тет Юрий Михайлович.
 
: 580, Хаçат: 8 (1409), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: