Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ Анатолий Юманăн нумай кĕнекине вуланă. Мĕн çуралнăранпа Чăнлă районĕнче пурăннăран район хаçатне тата «Канаша» çырăнмасăр юлман.
Унта та çыравçăн хайлавĕсене, сăввисемпе очеркĕсене, калавĕсемпе поэмисене кашни номерте тенĕ пекех вуласах пынă. Кăмăла кайнăран хăш-пĕр сăввине пăхмасăр вĕреннĕ.
Нумаях пулмасть Анатолий Юман хăйĕн «Улăп кун-çулĕ» сăвăсен кĕнекине парнелерĕ. Ăна И.Я. Яковлева халалланă. Патриархăмăрăн кун-çулĕпе пурнăçĕ çинчен пит çăмăл та интереслĕ çырса кăтартнă поэт.
Эпĕ çаплах çыравçăн «Пире, чăвашсене, мĕн çитмест/», «Чĕмпĕр Юманĕсем», «Йĕплĕ çăмах» кĕнекисене те интересленсе вуларăм. Чĕре патне çитмелле, чуна ăнланмалла çырнă сăввисене питĕ кăмăлларăм.
Унăн йĕплĕ калавĕсем те журналсемпе хаçатсенче нумай пичетленнĕ.
«Канаш» хаçатăн кăçалхи 3-мĕш номерĕнче Василий Селендеев Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» ят парасчĕ тесе хускатнă. Питĕ тĕрĕс!!! Анатолий Юман çак хисеплĕ ята чăннипех тивĕçлĕ, ăна 85 çул тултарнă тĕле «Чăваш халăх поэчĕ» ят парасса шанатпăр.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 186, Хаçат: 8 (1409), Категори: Cырусем

Комментарисем:

Здравствуйте! Вас интересуют клиентские базы данных. Ответ на Email, prodawez@mailĕde (2017-09-30 06:27:49):
Здравствуйте! Вас интересуют клиентские базы данных. Ответ на Email, prodawez@mailĕde

Здравствуйте! Вас интересуют клиентские базы данных. Ответ на Email, prodawez@mailĕde (2017-10-01 07:59:25):
Здравствуйте! Вас интересуют клиентские базы данных. Ответ на Email, prodawez@mailĕde

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: