Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паллă математика Павел Миронович Миронова истори тивĕçсĕр маннă. Истори тĕрĕсмарлăхне тӳрлетме облаçри чăваш таврапĕлӳçи, чăваш халăх академикĕ Николай Казаков пулăшрĕ. Вăл çине тăнипе облаçри тĕрлĕ учрежденисенче, шкулсенче чăвашсен паллă çынни – математикĕ, естество наукăсен тĕпчевçи, музыкант Павел Миронов 150 çул тултарнине халалланă каçсем иртрĕç.
Ульяновскри 17-мĕш номерлĕ ятарлă “Содружество” вулавăшĕнче юбилей каçне йĕркелекен Ольга Петровна Алькина та: “Хальччен кун пек математик пуррине пĕлмен. Ун çинчен вуласан вара пултарулăхĕнчен питĕ тĕлĕнтĕм”,- терĕ.
Уява пухăннисенчен пĕрремĕш сăмах Николай Казаков илчĕ. Хăйсен ялĕнче çуралнă паллă çын пурнăçне вăл нумай тĕпченĕ. Миронов пурнăçĕпе, ĕçĕпе çыхăннă кĕнекесене кăтартрĕ.
-Миронов пек çынсемпе пирĕн мухтанмалла, вĕсем пирки нумайрах халăх пĕлтĕр тесе ĕçлемелле. Эпир, таврапĕлӳçĕсем, Çĕнĕ Йĕлмелĕнче Иван Яковлев уçнă, Миронов вĕреннĕ шкул çуртне пăсасран сыхласа хăвартăмăр. Ял шкулĕнче музей пур,- каласа пачĕ вăл.
Вулавăша чăваш кĕнекисем, Миронов пирки “Канаш” хаçатра 20 çул каялла тухнă статьяна, журналсем парнелерĕ.
Ульяновск хулине 1648 çулта мар, самай маларах никĕсленине çирĕплетекен истори факчĕсем пирки, хăйсем пăлхарсем пурăннă авалхи вырăнсене тĕпчени çинче чарăнчĕ.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев: “Пирĕн таврапĕлӳçĕсем пек тăван халăха парăннă энтузиастсем пурри савăнтарать. Политика темле пулсан та истори чăн пулмалла. Аслă Пăлхар çĕршывĕ çинчен те, Ульяновск историне те тĕрĕс каламалла, паллă çынсене те тĕрĕс хакламалла. И.Я.Яковлев хăй тавра пултаруллă чăвашсене пухнă, ун шкулĕнчен нумай чаплă художник, музыкант, ăсчах вĕренсе тухнă. Миронов пирки каласан унăн юбилейне кун пек кăна мар, анлăрах ирттермелле, облаçри кашни шкулта. Ун пурнăçне ытларах тĕпчемелле. Ытти халăхсем умĕнче пирĕн мухтанмалли нумай чаплă çын пуррине çирĕплетмелле, - терĕ.
Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи шкулта чаплă музей тăвасси пирки Тутарстан чăвашĕсен автономи пуçлăхĕпе калаçса татăлмаллине, таврапĕлӳçĕсен çак ĕçе хастартарах хутшăнмаллине палăртрĕ.
“Еткер” телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев: “Ытти тĕрĕк халăхĕсем чăвашсене чи таса та пултаруллă халăх тесе хаклаççĕ. Талант енĕпе чăвашсем чăннипех пуян. Анчах истори вĕсене шеллемен. Патша вăхăтĕнчи мĕнле чаплă çынсене революцишĕн ĕçлемен пулсан та мантарнă. Пирĕн таврапĕлӳçĕсем Миронов ятне истори арчи тĕпĕнчен туртса кăларса халăх хушшине кăларни – пысăк пулăм, - терĕ таврапĕлӳçĕсене тав туса.
Вулавăша Тутарстан чăвашĕсем парнелесе хăварнă кĕнекесем парнелерĕ.
Облаçри паллă скульптор Николай Кондрашкин Павел Миронов юбилейне чăннипех хатĕрленнĕ, унăн бюстне туса вулавăша илсе килсе вырнаçтарнă. Кунсăр пуçне вăл вулавăша хăй кăларнă юлашки икĕ кĕнекине парнелерĕ.
-Юлашки пилĕк çулта эпĕ чăвашсен паллă çыннисене пилĕк палăк лартрăм. Миронов пирки пĕлсен çавăн пек чаплă çын шăпине тĕкĕнме май пурришĕн савăнтăм, бюст турăм. Тĕрĕссипе, вăл Пушкăрт Республикинче лартмалли пысăк палăкăн моделĕ,- терĕ.
И.Я.Яковлев обществин правлени председателĕ Алексей Мордовкин Миронов пирки ытларах пĕлме архиври документсене шырама сĕнчĕ.
-Халăх историне сахал пĕлетпĕр. Нумайрах вĕренмелле. Шел, паянхи мероприятие те студентсем виççĕн кăна килме пултарчĕç,- терĕ.
Çапла, историпе, çын, халăх шăпипе пурин те интересленмелле. Нимĕнпе те интересленмен çынсене пулах культура, чĕлхе, кайран халăх пĕтет. Никама та, ниме те манмалла мар.
 
: 761, Хаçат: 45 (1137), Категори: Паллa cынсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: