Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2017 çулхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче эпĕ Çĕпрел районĕнчи Чăнлă-Шăхаль ялĕнчен йыхрав хучĕ илтĕм. Ку вăл чăвашсен паллă драматургĕ, поэчĕ тата прозаикĕ Анатолий Чебановăн тăван ялĕ. Пурăннă пулсан кăçалхи нарăсăн 3-мĕшĕнче çыравçă 80 çул тултармаллаччĕ.
 
Йыхрава Хурăнвар-Шăхалĕ-нчи Совет Союзĕн Геройĕ П.С.Юхвитов ячĕллĕ вăтам шкул, ял хутлăхĕн администрацийĕ ярса панă. Унта А.С.Чебанова халалланă регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртессе палăртнă. Çакнашкал йыхрав хутне паллă çыравçă В.Н.Тарават тата Чебановăн кил-йышĕ илнĕччĕ.
Палăртнă кун эпир çула тухрăмăр. Пире вырăна çитме ятарласа машина янăччĕ. Клубра халăх лăк тулли пухăннăччĕ.
Асăну каçне йĕркелекенсем чи малтан пире юбилей тĕлне ятарласа хатĕрленĕ библиографиллĕ альбом парнелерĕç. Унта çыравçăн биографийĕпе пултарулăх çулне чăвашла та, вырăсла та туллин çырса кăтартнă, ачалăхĕпе çитĕннĕ çулĕсенчи сăнӳкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ, пичетленнĕ кĕнекисен тулли списокне панă – 40 ытла. Текстсен авторĕ – çыравçăн шăллĕ, Кубаньре пурăнакан ялхуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Чебанов доцент.
Çыравçа асăнма Çĕпрел район ялĕсенчи шкул ачисем, пултарулăх çыннисем, «Сувар» хаçат редакцийĕн журналисчĕсем, Шупашкартан Арсений Тарасов, Вячеслав Николаев, Альбина Юрату çыравçăсем тата пĕр журналист килсе çитнĕччĕ. Сцена умне çыравçăн хайлавĕсем тăрăх ӳкернĕ çамрăк ӳнерçĕсен ĕçĕсене конкурса тăратнă.
Чаршав уçăлчĕ те, сцена çине вырăнти пултарулăх ушкăнĕ тухса халăх юррине шăрантарчĕ. Кун хыççăн ертсе пыракансем хăйсен паллă ентешне асăнма килнисене пĕрин хыççăн теприне сцена çине чĕнчĕç. Ачасем Анатолий Чебановăн сăввисене вуларĕç, унăн сăввипе кĕвĕленĕ юрăсене юрларĕç, ушкăнпа пьесăсенчи сценкăсене кăтартрĕç.
Экран çинчен К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕ Валерий Яковлев сăнĕ курăнса кайрĕ. Вăл А.С. Чебанов драматург пултарулăхĕпе хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен каласа пачĕ.
Анатолий Сафронович драматург кăна мар, литературăн ытти жанрĕсемпе те ăнăçлă ĕçленĕ. Вăл халăх хушшинче анлă сарăлнă юрă-сăвă авторĕ, пултаруллă прозаик, юптаруçă, поэт-сатирик. Валентина Тарават унăн сăвви тăрăх çырнă темиçе юррисенчен пĕрне юрласа пачĕ. Писатель ентешĕ-сене, шкул вулавăшне тата асăну кунĕнче конкурса хутшăннисене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Эпĕ А.Чебановăн çутă сăнарне халалланă сăвă вуларăм, ял вулавăшне юлашкинчен тухнă хамăн кĕнекесене парнелерĕм.
Писателĕн мăшăрĕ Авдотья Ивановна, Светлана хĕрĕ, кинĕпе мăнукĕ – асăну кунне йĕркелесе ирттерекенсемпе хăнасене Анатолий Сафроновича ырă ятпа асăннăшăн чун-чĕ-ререн тав сăмахĕсем каларĕç.
 
: 570, Хаçат: 8 (1409), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: