Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чунĕпе, вăй-халĕпе, тавракурăмĕпе, пултарулăхĕпе – чăн-чăн ЧАРЛАН. Çырав тĕнчин вĕçенкайăкĕ, поэзи океанĕн çӳллĕ хумĕсене касакан Анатолий Юман тахçанах «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята тивĕçлĕ.
А.Ф.Ермилов-Юман – 60 ытла кĕнеке авторĕ. Журналистсен тата Писательсен пĕрлĕхĕсен членĕ, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх ăсчахĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни, Чăваш Республикин Профессиллĕ Писательсен союзĕн Петĕр Хусанкай ячĕллĕ, Раççей Журналистсен союзĕн Ульяновск облаçĕнчи организацийĕн М.Ульянова ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Вăл çын чунĕн тĕпчевçи, çамрăксен вĕрентӳçи. Вăл совет саманин чи йывăр тапхăрĕнче çырнă тата паян калăплакан хайлавсем кашни ăрури вулакансене тыткăнлаççĕ. Ун пултарулăхĕн вăрттăнлăхĕ – вулакансен умĕнче хăй тӳрĕ кăмăллă пулни тата чăнлăха лиризмпа шайлаштарса пыма пĕлни.
Анатолий Федоровичăн хайлавĕсем чăваш халăхĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе хĕресленсе калăпланаççĕ. Вăл хăй çуралса ӳснĕ тăрăха, ентешĕсене чунтан юратни, вĕсене парăнни палăрса тăрать. Поэт облаçра, чăваш тĕнчинче пулса иртекен пулăмсен талккăшĕпе пурăнать. Вăл 1958 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ «Телей сăпки» поэмăна паянччен ытти хайлавсенче урăх ятсемпе тăсса калăпласа пынăн туйăнать.
Анатолий Юман вырăс çыравçисемпе (Л.Бурдин, В.Дворянсков, Е.Дунской, Л.Алексеева, П.Маштаков, Г.Медведовский) ăнăçлăн ĕçлесе хăйĕн хайлавĕсене тĕрлĕ наци çыннисем патне илсе çитерет. Ун сăввисене çаплах вырăсла çыракан чăваш çынни те – А.Мердеев куçарнă. А.Юман сăввисем ансат, çав вăхăтрах вĕсенче пурнăç тути-масине тӳссе курнă çын шухăшĕ тапса тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен ун хайлавĕсем – шухăша яракан тарăн поэзи. Сăввисенче интернационал туйăмĕ палăрать, хальхи саманара, халăхсем пĕр-пĕринпе вăрçăшса пурăннă вăхăтра, ку уйрăмах пĕлтерĕ-шлĕ. Поэт пултарулăхĕнчи этемлĕхĕн ыранхи кунĕшĕн чĕререн пăшăрханнине асăрхама пулать. Вăл ĕмĕрсен авăрне чăмса хамăр халăхăн иртнĕ пурнăçне туртса кăларать.
А.Ф.Юман кун-çулĕ пысăк тумхахлă, унта синкерĕ те пулман мар, анчах вăл ăнăçлă ĕçлет. Чăтма çук пысăк хуйхăсен тыткăнĕнчен вăл çырав ĕçĕн авăрне пуçĕпех путса çеç хăтăлса юлать.
«Çапах эп – оптимист. Пĕлетĕп уççăн: телей утравĕ пур! Унта ишсем!»- тет вăл пĕр хайлавĕнче йывăрлăхсене парăнманнине çирĕплетсе.
Юман чăн-чăн поэзи ăсти! Чăн-чăн халăх поэчĕ! Уйрăмах уншăн 2003-2012 çулсем – çĕнĕрен чĕрĕлсе пурне те тĕлĕнтернĕ, çырав ĕçĕнче пысăк çитĕнӳсем тунă тапхăр.
Вăл хăйĕн сонетсен ярăмĕнче çитмĕл çула яхăн сăпайлăх читлĕхĕнче упранă туйăмĕсене ирĕке ярать. Ку вăл çамрăк ăрушăн, унăн малашлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн. Ан тив, хальхи саманари яш-кĕрĕм асамлă юрату лирикипе киленсе чĕререн юратма, таса та çылăхсăр юратупа пурăнма вĕрентĕр.
Сумлă поэт нумай чăваш композиторĕпе, юрăçипе тачă çыхăнура ĕçлет (Ю.Кудаков, Т.Гурьева, З.Лисицына, В.Смирнова, В.Двойнова, А.Орлов, С.Толстов). Вăл паян та чăвашлăх аталанса, хастарланса, çамрăкланса пынине ĕненсе вăй хурать. Облаçри паллă поэтсем, çыравçăсем, журналистсем – А.Чебанов, В.Тарават, Н.Ларионов, А.Ырьят, Серте Мишши, Л.Данилов, А.Алексеева, Е.Мустаева, В.Ефимова, Н.Еграшкина – пурте А.Юман вĕренекенĕсем.
Анатолий Юман – ку чухнехи чăваш литературинчи чи ятлă-сумлă поэтсенчен пĕри. Халиччен ăна чăваш халăх поэчĕ ятне паманни – чăваш халăхĕн шухăш-кăмăлне вырăна хуманни. Çуралнăранпа 85 çул çитнĕ тĕле Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе правительстви А.Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» сумлă ят пани – пĕтĕм чăвашлăх тĕнчишĕн, уйрăмах Чĕмпĕр тăрăхĕшĕн, пысăк парне пулнă пулĕччĕ.
 
: 445, Хаçат: 8 (1409), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: