Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çăварни эрнинче Чăрсăр Энтипĕпе унăн мăшăрĕ Санюк тата Энтип шăллĕ Улатимĕр, авланман каччă, Алтатье савнийĕпе хĕллехи çил-тăмана уямасăр виçĕ çухрăмри Тушкил салине тăванĕсем патне хăнана тухса утрĕç.
Энтип питне тăрăнакан юр пĕрчисенчен сыхланса ашшĕнчен юлнă вăрăм кивĕ сăхманпа витĕннĕ. Ыттисем çилрен пытанса, ун хыççăн йăпшăнса талпăнаççĕ.
- Мĕн нушипе тухрăмăр-ши/ - мăкăртатать Улатимĕр. Анчах унăн сассине çил уй-хир тăрăх сапалать.
Тĕттĕм пуличчен хăналанаççĕ çаксем Тушкилте. Энтип эрех ĕçсен чăрсăрланать, çапăçма та ухута. Ахальтен йăхне Чăрсăрсем темен ĕнтĕ. Упăшкин кăмăлĕ улшăнса пынине сиснĕ Санюк хайхине вăрттăн аякĕнчен тĕксе илет, куçĕсемпе "вăрçать". Тепĕртакран Энтип сĕтел хушшинчен тухса сăхманне манса хăварсах тăван ялне тухса утать. Ĕçнĕскер хĕл кунне çуллахипе аташтарнă пулас вăл, хăюллă тухса утать. Анчах каç пулттипе çĕнĕ юр витсе кайнă сукмакран сисмесĕрех пăрăнса каять, темле шăтăка кутăн-пуçăн чăмать. Выртать Энтри шăтăкра, хăй ăçтине ăнкараймасть: çӳлелле пăхать – уçлăхри çăлтăрсем сиккелесе ташлаççĕ, аллипе пĕр енне тĕкĕнет - çыран хысакĕ, тепĕр енне кармашать – тарăн юр.
-У-у-у! Ау-у-у! Хăтарăр! Пĕтрĕм! – урăм-сурăм кăшкăрма тытăнать тыткăна лекнĕ этем.
Шăтăкран тухма çук, ирĕксĕрех пулăшу чĕнме тивет. Юрать-ха, кунта уçă вырăнти пекех сивĕ мар, анчах пĕр вырăнта тăрсан ирччен шăнса кăнма пулать. Сăхманне хăварнăшăн Энтип хăйне пĕр вĕçĕмсĕр ӳпкелет. Пĕр-икĕ сехет читлĕхре сиккелесе тăрсан вăл сасартăк палланă сасăсем илтет.
Улатимĕр купăс каласа пырать, хĕрарăмсем темĕн ĕнĕрлеççĕ.
-Кунта эпĕ! Кунта! Энтип ку! – кăшкăрса ярать Энтип.
Хĕрĕнкĕ хĕрарăмсене унăн çĕр тĕпĕнчен тухакан сасси хăратса ярать.
-Эй, Турă пулăштăр, тем тесен те вилнисем пулăшу ыйтаççĕ, - умри масар еннелле чĕркуçленсе тăрса хĕрес хураççĕ хăйсем çине хайхисем.
Энтип юр кăчăртатнă сасăсене кăна илтсе юлать.
-У-у-у, шуйттансем, мана шăнса вилме пăрахса хăварчĕç, тăвансем тата! - çиллине ниçта хураймасăр йĕрсе ярать тăрук урăлса кайнă арçын.
Çав шăтăкра кăвак çутă кĕтсе илет Энтип. Çутăлма тытăнсан çӳлте каллех çын пынă сасă илтет, каллех кăшкăрма тытăнать. Часах сасă çĕтет.
- Ку çын та мана вилнисен шутне кĕртрĕ пулас, - шутларĕ Энтип.
Анчах лешĕ шикленекен йышши пулман иккен. Вăл вăрттăн пырса аялалла тинкерет.
- Эпĕ ку, Энтип, хамăр ял! - савăнсах кăшкăрать тыткăнри арçын.
-Мĕнле лекнĕ эсĕ кунта/ Мĕн тăван/ - тĕпчет Тушкил пульницине куллен ĕçе çӳрекен Анук йĕлтĕрне аллинчен тыттарса.
- Хăнаран килеттĕм, ăнсăртран персе антăм, - тӳрре тухма тăрăшса суять Энтип.
- Мĕншĕн вара пĕччен эсĕ/ Ыттисем ăçта/ Капла хăнана çӳремеççĕ вĕт, - каллех ыйтать Анук.
-Ыттисем пăрахса тарчĕç, ылхансем! – кӳтсе килнĕ чунне çемçетсе йĕрсе ярать Энтип.
- Э-э-э! Сан сассуна вĕсем вилнĕ çыннăн тесе шутланă ĕнтĕ, - ăнланса илсе ахăлтатса кулса ярать Анук. Унтан Тушкил еннелле йĕлтĕрĕпе малалла шăвать.
Шăнса кӳтнĕ Энтип килне шăлĕсене шăтăртаттарса пырса кĕрет. Санюк тата шăллĕпе юратнă хĕрĕ канлĕн çывăраççĕ. Унччен Энтип кун пекех урнине курман тăванĕ-сем тăрук вăранса кайса хăранипе кутăн кайса ӳкеççĕ. Энтип çилли вара пурне те лекет.
Каç енне тăвансем мирлешеççĕ. Çăварни эрнине паллă туса сĕтел хушшине ларса юрă та юрлаççĕ.
 
: 547, Хаçат: 8 (1409), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: