Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн редакци «Канаш» хаçат çырăнакансем хушшинче кашни çур çултах лотерея ирттерет. Парнесем те пĕчĕккисем мар.
2017 çулхи 1-мĕш çурçуллăха облаçри чăваш хаçатне çырăннисем хушшинче лотерея ирттересси пирки те маларах пĕлтернĕччĕ, унта хутшăнма кăмăл тăвакансене абонемент хучĕ-сене е вĕсен ксерокопине ярса пама ыйтнăччĕ. Вылява хутшăнса парне илме ĕмĕтленекенсем çулсерен ӳссе пыраççĕ. Хальхинче выляв тĕлне редакцие 114 абонемент килчĕ.
Лотерея нарăсăн 21-мĕшĕнче кăнтăрла 12 сехетре редакцире пулчĕ. Ăна тӳрĕ кăмăлпа ирттерме пирĕн пата «Канаш» хаçатăн тусĕсем, Ульяновскра пурăнакан В.В. Нестеров, Л.В. Кузнецова, А.П. Мусаткина, В. В. Игнатьева килсе çитрĕç. Пире пулăшнăшăн вĕсене чĕререн тав тăватпăр.
«Ульяновская правда» издательство çурчĕ чăваш хаçатне çырăнакансем хушшинче выляттарма хальхинче 7 парне пачĕ. Тата 13 парнине «Канаш» хаçат редакцийĕ хăй тупрĕ.
Ку çурçуллăхри лотерейăна хутшăннисенчен выляса илекенсем çаксем пулчĕç:
1. Н.П.Ильина (Ульяновск хули, индексĕ 432032, «до востребования» çырăннă) – çула тухмалли пысăк сумка*
2. Г.Г. Яковлева (Чартаклă районĕ, Еремкино) – чей курки*
3. Н.П.Ярускина (Ульяновск, Пархоменкăн 2-мĕш тăкăрлăкĕ) – питшăлли*
4. В.К.Ванюшкин (Ульяновск, Кузоватовская урамĕ) – алла çыхмалли арçын сехечĕ*
5. П.Н.Якушев (Ишевке) – ывăс*
6. В.И.Эльмуков (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш) – çивитти (покрывало)*
7. С. А.Чернов (Ульяновск, Отрадная урамĕ) – вырăн çине саракан çивитти (постельное белье).
Кунсăр пуçне редакцире ĕçлекенсем хăйсен парнисене те пачĕç.
Николай Ларионов редактор ачасем валли кăларнă «Вутхӳре» тата «Чĕлхе пулсан пĕтместпĕр ĕмĕрте» кĕнекесен виçĕ пуххине вылянтарчĕ. Вĕсене В.Ф.Купцов (Аслă Нагаткин), Н.П.Салюкова (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен), З.П.Козлова (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен) выляса илчĕç*
А.Я. Репина (Ульяновск, Омский тăкăрлăкĕ), П.И. Кашеев (Ульяновск, Фруктовая урамĕ) – Елена Алексееван «Каснă чĕлĕ» кĕнекине*
С.И.Пушкин (Ульяновск, Енисейская урамĕ), А.Р. Алексеев (Ульяновск, Ленин Комсомолĕн проспекчĕ), Т.Г.Иванова (Ульяновск, Степная урамĕ) – Анатолий Ырьятăн «Вутра çунман уртăш»*
О.В.Игнатьева (Ульяновск, Суров врач урамĕ), З.М.Тимиркина (Ульяновск, Киров урамĕ), Л.М.Миронова (Ульяновск, Ульяновск проспекчĕ) – Анатолий Ырьятăн «Тавах, çунатлă урхамахăм» икĕ томлă кĕнекисене*
Б.А.Барышев (Карсун районĕ, Языково), В.А.Лапаева (Ульяновск, Оренбургская урамĕ) – Александр Богатовăн «Восхождение» кĕнекине.
Парне выляса илнисене саламлатпăр!
Парне илме килекенсене редакцире 9.00 – 16.00 сехетсенче (шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне) куллен кĕтетпĕр. Хăвăрпа пĕрле паспорт илме ан манăр.
 
: 167, Хаçат: 9 (1410), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: