Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсем Аслă Çăварние Ульяновскри Винновка ращинче ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.
Ращара кăçал çын нихçанхинчен нумай пухăнчĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисем урамра хĕвел ялкăшса çиçнипе килте чăтса лараймасăр хĕле ăсатма уява васкарĕç. Винновка ращинче тĕрлĕ лапамра конкурссемпе вăйăсем иртрĕç, аттракционсем ĕçлерĕç, пĕлĕм-икерчĕпе сăйларĕç.
Чăвашсене уяв ирттерме парк администрацийĕ тĕп сценăна уйăрса панă.
Ентешĕмĕрсене Çăварни ячĕпе УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев саламларĕ, пĕр-пĕрне каçармалли вырсарникун пулнипе пуринчен те каçару ыйтрĕ:
- Çитес Çăварниччен пурне те сывлăхпа, телейпе, пĕр-пĕрне мухтаса та çĕклесе пурăнма сунатăп. Пирĕн çитес пысăк уяв Акатуй пулать. Ăна Çĕнтерӳ паркĕнче май уйăхĕн 27-мĕшĕнче ирттеретпĕр. Çакăн пек пысăк уявсем йĕркелеме, пĕрле пухăнса савăнма пире никам та кансĕрлемест, правительство чармасть. Веçех хамăртан килет. Çавăнпа малашне те пĕрле пулар, пĕрле ĕçлер, пĕрле савăнар.
Çаплах пуш уйăхĕнчен пуçласа «Триколорпа» тĕнчери ентешсем Чăваш наци телевиденине курма пултарасса пĕлтерчĕ. Унтах «Еткер» телекăларăм та тухса пырĕ.
Олег Мустаев Ульяновск хулин Думин депутатне, Чукун çул районĕнчи тутарсен автономи пуçлăхне Рамиль Абитова сăмах пачĕ.
Р.Абитов Ульяновск хула мэрĕ Сергей Панчин тата Чукун çул районĕнчи мĕнпур тутарсен ячĕсемпе саламларĕ.
Хăй те чăвашсемпе пĕрле ӳснипе христиан тĕнĕпе пурăнакансен уявĕсем уншăн çывăх пулнине палăртрĕ, чăвашла та калаçкаласа илчĕ.
Концерт программине кăçал Ульяновскри «Киндяковка» Культура керменĕ çумĕнчи «Илем» ушкăнпа Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчи «Укăлча» ушкăнсем кăтартрĕç. Вĕсем хăйсен программине Çăварни юррипе пуçларĕç.
Çамрăк ушкăнсем уява пухăннă çынсен кăмăлне тивĕçтерчĕç. Хĕлĕн юлашки кунĕнчи сивве пăхмасăр артистсем сцена çинче кĕпе вĕççĕн ташларĕç, юрларĕç, пухăннă халăха савăнтарчĕç. Халăх юррисемпе пĕрлех илемсемпе укăлчасем эстрада номерĕсемпе те пĕрерĕн е икшерĕн тухса юрларĕç. Артистсен кашни номерне халăх ырă кăмăлпа, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.
Çакăн пек уявсен илемĕ чăвашсен авалтанпа купăс пулнă. Чăвашсем хушшинче те купăсçăсем, такмак çаптаракансем чылай. Вĕсем ятарлă лапамра пуçтарăнса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Кайран Ульяновск купăсçисем - Петр Яковлев, Александр Ишкереев, Чăнлă поселокĕн ăсти – Петр Афиногентов сцена çине тухса тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕсем шăрантарчĕç, мĕнпур халăха ташлаттарчĕç.
Винновка ращинче авалхи вырăс тумне тăхăннă, хĕç-пăшал йăтнă «Дружина «Витязь» клуб хастарĕсем çапăçу самантне кăтартрĕç. Çамрăксем кире пуканне йăтса вăй виçрĕç, арçынсем çиелти тумне хывсах юпа тăррине хăпарчĕç, хĕрсемпе хĕрарăмсем хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчессипе ăмăртрĕç, вĕтĕ-шакăр лаша çинче ярăнса савăнчĕ.
 
: 67, Хаçат: 9 (1410), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: