Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Анат Террасăри Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче Тутарстан чăвашĕсен культура кунĕ иртрĕ. Çакăн пек уяв пирĕн облаçра – иккĕмĕш хут. Хальхинче ăна Ульяновск Хула Думин “Единая Россия” партин депутатсен корпусĕ, “Еткер” телекăларăм, Раççейри “Боевое братство” пĕрлĕхĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ, Тутарстан чăвашĕсен автономийĕ, Шупашкарти Тутарстан чăвашĕсен “Пăлхар” ентешлĕхĕ йĕркелерĕç.
Уява Шупашкартан, Хусантан, Тутарстанри Лениногорскран, Теччĕ, Çĕпрел, Альметьевск, Лаишевка, Спасск районĕсенчен пысăк делегацисем килсе çитрĕç.
 
“Пирĕн чăваш пек, ăш кăмăлпа кĕтекен халăх çук...”
Уяв программине “Еткер” кăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев уçрĕ. Малтанах куракансенчен шупашкарсем кая юлнипе мероприятие палăртнă вăхăтра пуçлайманшăн каçару ыйтрĕ. Культура керменне пухăннă ентешсене чĕререн тав турĕ. Тутарстан чăвашĕсен культура кунне ирттерессине Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр та, хула мэрĕ Александр Пинков та ырланине палăртрĕ.
Заволжски район администраци пуçлăхне Сергей Милушкина сăмах пачĕ.
-Эпĕ Александр Пинков мэр тата Хула Думин депутачĕсен ячĕпе пĕтĕм чăвашсене саламлатăп. Культура кунĕ Заволжски районĕнче иртни питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен районта тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Вĕсенчен 11 проценчĕ - чăвашсем. Эпир пурте туслă пурăнатпăр, çавна пулах аталанатпăр та, - терĕ.
Ульяновск Хула Думин председателĕн çумĕ Игорь Буланов чăвашсен çакăн пек уявĕсене йĕркелемеллех терĕ.
-Анат Терраса - Хула Думинчи Николай Лазарев депутатăн округĕ. Кунта ăслă та ĕçре паттăр çынсем пурăнаççĕ, общество аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Эп чăваш мар, анчах чăваш юррисене хаваспах итлетĕп. Эсир çапла пухăнма пултарнăшăн савăнатăп. Анат Террасăра чăваш уявĕсем татах пулччăр, - терĕ.
Николай Лазарев депутат хăйĕн округĕнче çакăн пек уява чăвашсем пухăннипе савăнчĕ. Тав турĕ.
-Анат Террасăра уявсем сахал пулнă. Малашне вара эпир вĕсене йĕркелесех тăрăпăр. Чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине манас мар тесе чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче çак Культура керменĕнчех Кĕр сăри ирттеретпĕр. Пурне те чăваш сăрине тутанса пăхма Чăваш Енри фольклор ансамблĕн тӳлевсĕр концертне курма йыхравлатпăр, - терĕ.
Çулсерен “Еткер” чăвашлăх ĕçĕпе палăрнă ентешсене премипе кăкăр палли парса хавхалантарать. Наградăна кăçал Тутарстан чăвашĕсен культура кунĕнче пама йышăннă. Савăнăçлă хыпара Николай Лазарев пĕлтерчĕ. Акционерсен "Тус" хупă обществин генеральнăй директорне, “Пăлхар” ентешлĕхĕн ертӳçине Николай Фёдорович Угаслова Иван Яковлевич Яковлевăн Халалне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленĕшĕн, чăваш культурипе наци мăнаçлăхне аталантарас ĕçе иксĕлми нумай чун хавалĕпе ыркăмăллăх хывнăшăн Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен “Еткер” передачăн Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ премийĕпе лауреатăн хисеплĕ ятне пама йышăннине вуласа пачĕ. Николай Угаслов кăкăрĕ çине Яковлев кăкăр паллине çакрĕ.
-Питĕ пысăк наградăна тивĕçрĕм эпĕ паян. Тайма пуç Чĕмпĕр чăвашĕсене, - тав сăмахĕ каларĕ Николай Фёдорович. – Награда манăн кăна мар, манпа тăрăшса ĕçлекен мĕнпур ентешĕн тесе шутлатăп. Паянхи уяв – туслăх уявĕ. Пирĕн пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр çыхăра ĕçлемелле. Кун пек чухне кăна эпир вăйлă та аталанакан халăх пулатпăр, пĕтместпĕр.
“Тăвансем пĕр-пĕрне манар мар, тав тăватпăр сана, Тутарстан...”
Тутарстан делегацин пуçлăхĕ, ЧНКА председателĕ Константин Яковлев, Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев, паллă искусствовед Алексей Трофимов сăмах каларĕç.
-Тутарстанра 130 пин чăваш пурăнать. Кашни çул пирĕн республикăра вĕсем валли Акатуй, Уяв тата Учук пысăк праçниксем йĕркелетпĕр. Эсир те вĕсене пырса курăр,- чĕнчĕ Константин Яковлев.
-Эпĕ анне парнеленĕ чĕлхепе кăна калаçатăп,- терĕ Алексей Трофимов. – Паллă этнопедагог Геннадий Волков мана пĕррехинче Чăваш Енри чăвашсем пĕтсен те Хусан чăвашĕсем пĕтес çук. Вĕсен чăвашлăхĕ хăватлăрах тесе каланăччĕ. Эсир те, Чĕмпĕр чăвашĕсем, вăйлă та хăватлă, мĕншĕн тесен тĕп хулара пурăнатăр.
Порфирий Афанасьев хастар чĕмпĕр чăвашĕсене Олег Мустаевпа Николай Лазарева, “Пăлхар” ентешлĕхне тĕлĕнмелле уяв туса панăшăн тав турĕ, кĕнекесем парнелерĕ. ТР ЧНКА, “Пăлхар” ентешлĕхĕн ĕçĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ.
-Шупашкарти пĕр ентешлĕх те “Пăлхар” чухлĕ ĕç туман-ха. Эпир Тутарстан чăвашĕсен энциклопедине кăлартăмăр. Çак ĕçе малалла тăсасшăн, мĕншĕн тесен нумай пултаруллă ентеш унта кĕреймерĕ. Тепĕр томĕ валли Ульяновскра пурăнакан Тутарстан чăвашĕсене хăйсем пирки материалсем ярса пама ыйтатпăр, - терĕ.
“Йывăç пĕр кăкран, чăваш пĕр йăхран, çавăнпа сире курас килет”
Ульяновск облаçĕнчи пĕтĕм чăвашсен ятĕнчен Пётр Столяров Тутарстан чăвашĕсене, культурине малашне те аталантăрччăр тесе кĕмĕл тӳмеллĕ купăс парнелерĕ. Ульяновск облаçĕпе Тутарстан чăвашĕсем çакăн пек культура кунĕсене малашне те ирттермелли пирки килĕшӳ турĕç. ЧНКА председателĕ Константин Яковлев Тутарстанра та Ульяновск чăвашĕсен культура кунне йĕркелессине çирĕплетрĕ.
Пысăк технологиллĕ оборудованисен завочĕн тĕп директорĕ Вячеслав Смольянинов та чăвашсене уяв ячĕпе саламлама килсе çитрĕ. Концерт курнă май вăл кăмăла кайнă Вера Семёнова юрăçа парне пачĕ.
-Кашни халăх хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрать. Анчах чăваш пек ĕçчен, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлекен урăх халăха пĕлместĕп. Пирĕн заводра та чăвашсем нумай ĕçлеççĕ. Сире пурне те тав тăватăп, - терĕ.
Тутарстан чăвашĕсем чĕмпĕрсене анлă концерт программи кăтартрĕç. Юрăçăсемпе сăмах каласа саламлакансем сцена çине пĕрин хыççăн тепри ылмашăнса тухрĕç. Тăванлăх, пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалли çинчен пулчĕç ытларах юррисем. “Малинасем”(Шупашкар), “Шурă хурăн” (Лениногорск), “Çеçпĕл” (Спасск районĕ, Пăлхар хули), Валерий Клементьев (Саратов облаçĕ), Вера Семёнова (Хусан хули), Людмила Сердцева (Çĕпрел районĕ), Валентина Гаврилова (Лениногорск) темиçешер юрă шăрантарчĕç. Кашни юрăçа уява хатĕрлекенсем асăнмалăх парне пачĕç - ятарлă чăваш эмблемипе илемлетнĕ футболка, кĕнекесем.
Тутарстан делегацийĕпе уява пирĕн ĕçтешсем – “Сувар” хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев тата Ирина Кузьминапа Светлана Садыкова журналистсем те килсе çитрĕç.
Пуçтарăннă халăх уявран килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕ. Вĕсем фойере дисксем тата чăваш хĕрарăмĕсен капăрлăх хатĕрĕсене туянма пултарчĕç.
 
: 1351, Хаçат: 45 (1137), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: