Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче – пĕтĕм тĕнче Тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Çак уява халалласа облаçри Кĕнеке керменĕнче чăвашсен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ-сем тата вырăнти паллă çыравçăсем шкул ачисемпе тĕлпулу ирттерчĕç.
 
Тăван чĕлхе кунне пухăннисене Кĕнеке керменĕнчи «Культурăсем хушшинчи çыхăну центрĕн» заведующийĕ Мария Месяцева тĕнчери чĕлхесем пирки тата çак уява хăçан тата мĕншĕн палăртма пуçланин историне каласа пачĕ:
- Ĕç-пуç Бангладешра 1952 çулта пулса иртнĕ. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче студентсем тăван бенгали чĕлхине патшалăх чĕлхи тума ыйтса демонстрацие тухнă. Вĕсене хирĕç полици тăнă, 5-шне персе пăрахнă. 1999 çулта вара ЮНЕСКО сĕннипе çак куна Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ тесе палăртнă. Ăна 2000 çултанпа палăртаççĕ.
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр çинче паян 6 пин те 700 чĕлхе. Анчах вĕсенчен 2 пин те 500-шĕ малашнехи вунă çул хушшинче çухалма, пĕтсе ларма пултарать. 2001 çулта вилсе пыраканнисен шутне 900 чĕлхе кĕнĕ.
Раççейре 174 чĕлхепе калаçаççĕ. Анчах вĕсенчен 131-шĕ вилсе пыракан чĕлхесен йышĕнче. Чĕлхе ан вилтĕр тесен унпа 100 пин çынран сахалтарах калаçмалла мар. Мария Месяцева чăваш чĕлхин историйĕпе те паллаштарчĕ. Унпа паян 1 миллион ытла çын калаçать.
Николай Ларионов «Канаш» хаçат, унта ĕçлекенсем, чăваш çыравçисемпе мĕнле çыхăну йĕркелени çинчен каласа пачĕ.
-Хаçатра эпир хаваспах калавсемпе повеçсем, сăвăсем пичетлетпĕр. Вулакансем те вĕсене ыйтаççĕ. Чăваш çыравçисем регионти литература аталанăвĕнче хăйсен йĕрĕпе пыраççĕ. Вĕсен хайлавĕсене Ульяновск облаçĕнчи тата Чăваш Республикинчи çыравçăсен антологине кĕртнĕ. «Шевле» литература пĕрлешĕвĕ «Шевле çути» ятлă тĕрлĕ авторсен кĕнекине, «Атăл юрри» журналăн икĕ номерне (3 тата 4-мĕш) кăларма пултарчĕ. Кăçал август уйăхĕнче литература пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ тĕле альманах е журнал кăларма палăртатпăр, - терĕ.
Анатолий Юман 85 çулпа пырать пулин те унăн перовĕ çивĕч-ха, çулталăкра темиçе кĕнеке кăларать. Пурĕ 60 ытла кĕнеке авторĕ. Вăл А.С. Чебанов çыравçа халалланă сăввине вуласа пачĕ, кĕнекисене вулавăша парнелерĕ.
РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В. Н. Тарават та хăйĕн сăввине чăвашла, унтан вырăсла вуларĕ. Вăл 26 кĕнеке авторĕ, вĕсене ытларах Чăваш кĕнеке издательствисенче кун çути кăтартать, 60 ытла юрă çырнă, произведенийĕсем шкул хрестоматийĕнче пур. Валентина Николаевна хăйне пăшăрхантаракан ыйтусене те çĕклерĕ. "Çыравçăсене пичетленме йывăр, ытларах кĕнекисене хăйсен укçипе кăлараççĕ, писатель статусĕ çук, шкулсем валли кĕнекесем туянмаççĕ", - терĕ.
Анатоли Ырьят сăввисене вуласа пачĕ: тĕлĕнмелле, киленмелле! Вăл чăвашла çыракан автор. Сăввисене хăй вăхăтĕнче П. Ишутов вырăсла куçарнă, ĕçĕсем чăваш тĕнчин нумай изданийĕнче пичетленнĕ. Темиçе кĕнеке авторĕ А. Ырьят вулавăша тата шкулсене хăйĕн юлашки кĕнекине – «Вутра çунман уртăш» – парнелерĕ.
Серте Мишши хăйĕнпе паллаштарнă май И.Я. Яковлевпа пĕр ялта çуралнине палăртрĕ. Чăваш чĕлхипе культурин кружокĕ-сенче вăтанмасăр: «Эп чăваш!» – тесе кăкăр çапма пултаракан ачасем çитĕнтермеллине каларĕ. М. Лермонтовăн «Парус» сăввине чăвашла çулăмлăн вуларĕ.
Нина Еграшкина, Алена Алексеева, Елена Мустаева чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ пирки сăмах пуçарчĕç, хăйсем литература лавне епле кӳлĕннине аса илсе вĕренекенсене те çырма, сочиненийĕсене редакцисене ярса пама сĕнчĕç.
Çыравçăсене итлесе ларнă май тĕлпулăва килсе çитнĕ Виталий Калдин та сăвăлла çырнă поэмипе паллаштарчĕ.
Ульяновскри 21, 64-мĕш шкулсенче чăваш чĕлхипе культурин кружокне ертсе пыракансем Юлия Серебрякова, Мария Карпова тата кружоксене çӳрекен ачасем пурин калавне те тимлĕн итлесе ларчĕç. «Пурте чăвашла ăнланмасан та çакăн пек тĕлпулу вĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлать», - терĕ Ю.А. Серебрякова.
Пĕрремĕш тĕлпулура вĕренекенсем ыйтусем пама пĕлмерĕç-ха, тен, çыравçăсен ĕçĕсемпе те паллашса ĕлкĕреймен. Малашне хастартарах пуласса, тĕлпулусем калаçу евĕр иртессе шанас килет.
 
: 531, Хаçат: 9 (1410), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: