Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян аннесене пур-çук япалашăнах айăплама вĕренсе пыратпăр: пилĕк уйăхра – алă çине тăтăш илмесĕр тĕнчене шанма пăрахтарнăшăн, пилĕк çулта – алĕç тунăшăн пилĕк хутчен мухтамасăр хамăра хакламан пек туйтарнăшăн, вунпиллĕкре – дискотекăна ямасăр пурнăçа «пăсса» хунăшăн, çирĕм пиллĕкре – кинĕ е кĕрĕвĕ майлă пулса мирлешме хистенĕшĕн, вăтăр пиллĕкре – мăнуксемпе секци-кружока çителĕклĕ таран çӳрейменшĕн, хĕрĕх пиллĕкре – хамăра упрама вĕрентнĕшĕн... Аннене тав тумаллине кăна манса каятпăр. Аннере шав айăп шыратпăр, ача чухнехи çилĕсене аса илсе те пулин сăмахпа тавăрас килет тепĕр чух. Ачашламан иккен пире, çепĕçлĕх парнелемен, ĕçлеттернĕ, итлеттернĕ...
ТимлĔхпе тăрăшулăхшăн
Мухтаса-чуптуса тăмалли йăласем вĕсем паян çуралса пыраççĕ, пирĕн аннесен пире мухтама, çителĕклĕ таран калаçма вăхăчĕ те пулман. Психологсен ăслă статйисене те вулайман вĕсем. Хăйсен те кăра 90-мĕш çулсем евĕр çирĕп кăмăллă пулма тивнĕ: вырсарникунсенче ачине колготки-шăлавар туянас тесе çуршар кун лавккара ирттернĕ, ĕç хыççăн çу е какай туянма виçĕ сехет черетре тăнă, кайран пĕçерме, мăшăрне юрама, ачине юмах вулама е ахаль калаçма вăй тупнă - çакă пач та çăмăл пулман паллах. Ялтисем ачисене тумлантарас тесе хулана тавар туянма кайнă, пуйăспа е автобуспа таврăннă. Килнĕ-килмен ĕçе васканă, тĕпренчĕкне алĕç урлă ăс панă, хура çăкăр тутине туйма пĕчĕкрен вĕрентнĕ.
Вырăн çинчен тăрса тĕпеле иртетĕн те – сĕтел çинче ирхи апат пăсланса ларать, икерчĕ те пур, ăшă сĕт те. Тумне якатнă. Хĕл кунĕнче ăшăрах тумланмаллине, урана кăçатă, алла алса тăханмаллине аса илтерсех тăрать анне. Шкултан «иккĕ» е «виççĕ» паллăсем илсе таврăнсан çывăх вăхăтрах тӳрлетме ыйтать. Хăвнах сиен кӳрĕ тет. Эпир мăкăртатнине, тарăхнине илтмĕш пулать. Мĕншĕн тесен ялан юнашар вăл, юратать, ăнланать.
Шаннăшăн
Анне юратăвĕ нихăçан та йывăр тиев пулман маншăн – эсĕ начар ача, эсĕ шанăçа тӳрре кăлараймарăн тесе ӳпкелемен вăл нихăçан та. Унăн виçесĕр тимлĕхĕ ал-урана та çыхман. Халĕ хамăн ачасем ӳснĕ чухне эпĕ ăна питĕ лайăх ăнланатăп – çăмăл пулман аннене хĕр-тантăш патне каç выртма яма, кайран уйăхлăха – лагере, ют хулана – вĕренме кĕме, ӳссе çитĕнсен – пысăк ишеве ăсатма.
Анне мана хирĕç йăл кулса ют çĕрте кирлĕ пулма пултаракан телефон номерĕсене паратчĕ, хама еплерех тытмаллине вĕрентетчĕ. Йăвашшăн: «Эсĕ халь пысăк ĕнтĕ, эпĕ сана шанатăп», - тетчĕ. Ман вара çав самантра пуринчен ытла анне шанăçне упраса хăварас килетчĕ. Ку сана ӳссен те алăран тытса çӳрессипе хăратнинчен, куллен йĕрлесе-тĕрĕслесе тăнинчен аванрах-çке.
НикĔсе хывса хăварнă
хаклăхсемшĔн
Çивĕч ыйтусене татса парасси тата кил-йыш бюджетне палăртасси, юлташсемпе е лавккара сутуçăсемпе хăвна еплерех тытасси, аслăрах çул-ӳсĕмрисемпе е хăвăнтан çамрăкраххисемпе еплерех калаçасси, пуçри çирĕпленнĕ шухăшсемпе йăласем - йышăнас тетпĕр-и эпир вĕсене е çук-и/ - веçех çемьерен пыраççĕ. Хăшне эсĕ яланлăхах хăвăн валли картса хуратăн, хăшĕнпе килĕшмесĕр хирĕç тăратăн.
Ку пĕлтерĕшлĕ хаклăхсене эсĕ çемьерен çеç илме пултаратăн. Шута илмеллисемпе усă курмаллисем хирĕçлемеллисенчен нумайрах пулнăшăн аннепе аттене тав тăватăп.
Аттепе иккĔшĔн
хутшăнăвĔсемшĔн
Аттепе аннен ырă тĕслĕхĕ мана час-часах çемьери хирĕçӳсене татса пама пулăшать.
Манăн вĕсем 45 çул пĕрле. Пĕр-пĕринпе вĕсене халĕ те аван. Пĕлетĕп: кăмăл-туйăмĕ иккĕшĕн те ансат мар. Пурнăçра тĕрли пулнă. Анчах та хĕрарăм пурнăçĕнче ачасем çеç мар, хăйĕн телейĕ, юратăвĕ те пулмаллине эпĕ аннене пула çеç ăнланнă. Юратуллă çемьере ачисем те сывă ӳсеççĕ-çке.
Шăллăмпа йăмăксемшĔн
Çемьере эпĕ асли. Икĕ çултан йăмăк, кайран шăллăм, унтан тепĕр йăмăк çурални мана çĕр çинчи чи телейлĕ çын тунă. Пĕртăвансемпе пирĕн ачалăх вăхăчĕсем пĕр килнĕ çеç мар, пире пуянлатнă.
Хама ача пек туйма
май панăшăн
Вовочка çинчен каланă шӳт аса килчĕ. Астăватăр-и/ Ирхине вăл вăранать те нăйăлтатма пуçлать: «Анне, шкула пач каяс килмест, Иванов çапăçма пуçлать, Петров – хутсемпе перкелешме, Сидоров – кăшкăрма!» Амăшĕ ăна: «Вовочка, тăр ĕнтĕ, çапла кирлĕ. Эсĕ шкул директорĕ-çке».
Хăш-пĕр чухне куллен «шкул директорĕ» пулса йăлăхтарса çитерет, питĕ йывăр самантсем çитсе тăраççĕ – вăхăтра ĕçе çитекен хĕрарăм, ăслă-тăнлă тата лăпкă амăшĕ, ăнланакан арăм, аван кил хуçи, тимлĕ юлташ, пĕр сăмахпа – аслă çул-ӳсĕмри ялан яваплă пулма тăрăшакан çын. Хăш чухне утиял айне кĕрсе выртса кăнтăрччен пуçа кăлармасăр вырăн çинче пулас, пуçа çĕклемесĕр кĕнеке вулас килет.
Çав самантсенче анне патне шăнкăравлани (иртĕхме юрамасть!) хăвна пĕчĕк хĕрача пек туйма май парать. Вăл çеç сана çепĕç те ăшă сăмахсем калĕ, ача чухнехи пек пылак икерчĕ пĕçерсе çитерĕ – вара каллех пысăкланма та юрать. Тата ...10-20 çултан хамăн ачасене калама çак лăплантаракан сăмахсене астуса юлма тăрăшатăн.
 
: 608, Хаçат: 9 (1410), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: