Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатăн юлашки номерĕсенче Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» ят парас пирки сăмах хускатрĕç. Эпĕ ку шухăша пĕтĕмпех ырлатăп. Анатолий Юман поэзи тӳпине çӳллĕ хăпарнă сăвăç, çак сумлă ята вăл тивĕçлех тесе шутлатăп.
 
Темиçе çул каялла чăваш общественноçĕ ăна çак ята илме тăратнăччĕ ĕнтĕ, докуменчĕсене хатĕрлесе Шупашкара янăччĕ. Тем сăлтава пула ĕç вĕçне çитмерĕ. Халĕ çак ĕçе тепĕр хут çĕклемелле, пирĕн шухăшсене Шупашкара çитермелле.
Анатолий Федорович – Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чи сумлă поэт, литература шурсухалĕ, унăн 60 ытла кĕнеке. Ун чухлĕ нумай çыракан автор сахал чăваш литературинче. Хайлавĕсенче вăл тăван çĕршыва, тăван халăха, тăван тавралăха чунтан юратни палăрса тăрать. Ун сăввисемпе сонечĕ-сем, поэмисем пурнăçа юратма вĕрентеççĕ, çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ.
Чăваш тĕнчи, Чăваш Республикин правительстви, çыравçăсен пĕрлĕхĕ Анатолий Юман литературăра 70 çул ытла пĕр канмасăр тăрăшнине шута илессе, унăн ĕçне тивĕçлипе хакласса, хăй 85 çул тултарнă тĕле ăна «Чăваш халăх поэчĕ» ят парасса шанатăп.
 
Чăнлă районĕ,
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 499, Хаçат: 10 (1411), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: