Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çакăн пек девизпа иртрĕ Димитровградри «Восход» Культура керменĕнче Чăваш культурин кунĕ. Халăха йыхравласа чĕнекен афишăра çаплах паллă чăваш çыравçипе Валентина Тараватпа тĕлпулу, вăл ертсе пыракан «Шанăç» ушкăнăн концерчĕ пулассине те пĕлтернĕ.
Культура керменĕнче чăваш уявĕ тытăнни пур енчен те палăрса тăчĕ. Килекен халăха фойере «Савăнăçпа» «Шанăç» ушкăнсем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç, сăрапа сăйларĕç, çынсем пальтовĕсене хывса çакичченех ташша çаптарчĕç. Ташă ушкăнĕ Мелекесс район администрацийĕн пуçлăхне И.Н.Мухутдинова та, УОЧНКА председательне О.Н.Мустаева та, Димитровград мэрĕн çумне М.Р.Сенетана та, вырăнти автономин хастарне В.И.Чигакова та çавăрса илчĕ.
Фойерех вулавăш ĕçченĕсем чăваш кĕнекисен, краеведени музейĕ чăвашсен авалхи тумĕпе савăт-сапин куравĕ-сене йĕркеленĕ. Н.Г.Дворянинова, Л.Л.Вуколова, В.А.Исаева алĕç ăстисем вĕтĕ шăрçаран, çăмран йăваласа тунă капăрлăхĕсене кăтартма, сутма илсе тухнă. Чăваш аудио тата видеодискĕсене те туянма пултарчĕç уява пухăннисем.
Сцена çинчен Чăваш культура кунне Мелекесс районĕнчи УОЧНКА уйрăмĕн председателĕ Валентина Киргизова уçрĕ.
- Эпир «Восход» Культура керменĕнче кăçал пиллĕкмĕш хут уява пуçтарăнатпăр. Районти мĕнпур чăваш умĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ-сем хăйнеевĕрлĕ отчет параççĕ. Çакăн пек мероприятисем пире пĕрле пуçтараççĕ, эпир пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашатпăр, - терĕ.
Сцена çине И.Н. Иванюкова ертсе пыракан илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă «Савăнăç» ушкăн тухсан пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç. Халăх юррисемпе такмаксем шăрантарчĕç савăнăçсем.
Паллах, Мелекесс районĕнчи мероприятисем Ульяновск облаçĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Г. Кочнева ертсе пыракан ачасен «Шăпчăксем» ушкăнĕсĕр иртмеççĕ. Ку уявра та вĕсем тĕлĕнтерчĕç. Ушкăнра 23 ача. Вĕсем тухсан сцена тулса ларчĕ. Ашшĕ-амăшĕ сцена çине тухса Светлана Кочневана тав тумасăр чăтса тăраймарĕ. Вĕсем тĕпренчĕкĕсем чăваш чĕлхине, культурине хăйсенчен те аванрах пĕлнипе савăннине, кунсăр пуçне ачасем культура енĕпе ыттисенчен пĕр пуç çӳлерех тăнине палăртрĕç.
Салам сăмахне Димитровград хулин пуçлăхĕн çумĕ, пĕр вăхăтрах вырăнти украинсен наципе культура автономийĕн председателĕ М.Р. Сенета каларĕ. Украин çынни чăвашла ырă суннипе пуçларĕ.
- Хулара 32 наци çынни пурăнать. Чăвашсем вара кунта уйрăм вырăн йышăнаççĕ, йышĕпе кăна мар – пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе. Манăн пурнăçра чăваш çемйи чи çывăххи пулса тăчĕ. Эпĕ вĕсемпе паллашса чăваш хĕрарăмне хамăн хреснанне пулма ыйтрăм. Туслă пурăнар! Çакна пире правительство та хушать, - терĕ.
Чăвашлăх ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн А.В. Алексеевана, Л.М. Химича, Т.Н. Родионована Димитровград хулин пуçлăхĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Мелекесс район администрацийĕн пуçлăхĕн И. Н.Мухутдиновăн пурнăçĕнче те чăвашсем уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Унăн ăрăвĕнчен чăваша куçнисем те пур. Ывăлĕ пиллĕкре чухне ашшĕне хăй тутар мар, чăваш пулнине çирĕплетсе пама пултарнă, ӳссен чăваш хĕрне качча илнĕ. Çакна вăл сцена çинчен уççăнах каларĕ. Хăй ертсе пыракан районти чăвашсене мухтарĕ:
- Чăн-чăн чăваш ялĕсем пирĕн нумай, унти чăвашсем паттăр та тивĕçлĕ çынсем. Районти тăрăхсен пуçлăхĕсенчен 50 проценчĕ – чăваш. Нумай çĕрте ял старости тивĕçне чăвашсем пурнăçласа пыраççĕ. Пирĕн район мухтавĕсем – Совет Союзĕн Геройĕсем В.И.Ерменеев, М.С.Чернов – чăвашсем! Чăвашсем пĕрремĕш хĕрарăм поэтесси Ваççа Аниççи Мелекесс çĕрĕ çинче ĕмĕрĕпех ĕçлесе пурăннă, Г.П. Улюкин – пирĕн паянхи легенда, - терĕ.
Вырăнти чăвашсен автономине пысăк ĕçсем илсе пынăшăн чун-чĕререн тав турĕ, район администрацийĕнчен Г.М. Качкасова, А.Т. Иванюкована Тав çырăвĕсемпе палăртрĕ.
Сцена çине облаçри «Путене» конкурсăн çĕнтерӳçисем, 48-мĕш «Дельфиненок» ача сачĕн воспитанникĕсем тухса илемлĕ ташă ташларĕç.
УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев Мелекесс районĕн чăвашĕсем иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчех уйрăм патшалăх пек пулса ним çук çĕртен хăйсен организацине туса хума пултарнине палăртрĕ.
- Паян та эсир çӳллĕ шайра ĕçлесе пыратăр. Çамрăк ăру чăвашлăх ĕçне явăçсан, паян курнă пек ташши-юррипе савăнтарсан пирĕн халăх вилмест, малашлăх пур-ха. Раççейре 200 яхăн тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем хушшинчи туслăх – Раççейĕн чи пысăк вăйĕ! Тавтапуç вырăнти автономи ертӳçине Валентина Киргизована çак çăмăл мар лава туртса пынишĕн, - терĕ.
Вырăнти хастарсене – Г.Н. Пырченковапа Г.Д. Танищевана УОЧНКА Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Уйрăм сăмах Чăнлă районĕнчен килнĕ паллă çыравçă Валентина Тарават пирки пулчĕ. «Тĕлĕнмелле пултаруллă çын», - тесе хак пачĕ ăна О. Мустаев Чăваш наци конгресĕн Тав çырăвне панă май.
Димитровградри 56-мĕш «Сказка» ача сачĕн хĕрачисем – Катя Сидорова тата Арина Германова чăваш кĕписен модипе паллаштарчĕç, облаçри «Путене» конкурсра çĕнтернĕ хулари 2-мĕш шкулти хĕрачасен ушкăнĕ «Илемпи» юрăпа тухрĕ.
Программăна малалла Аслă Нагаткинтан килсе çитнĕ РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Тарават тата вăл ертсе пыракан «Шанăç» ушкăн тăсрĕç.
«Тăван чĕлхене арчара упраймастăн, анчах упрама пулать ачара», - вуласа пачĕ вăл хăйĕн сăввине Чăваш культурин кунĕн тĕллевне уçăмлатса. «Шанăç» ансамбльпе паллаштарчĕ, В.И.Чигакова Мелекесс районĕн пуçлăхĕ пулнă вăхăтра хăйĕн кĕнекисене вулавăшсем валли туяннăшăн тав турĕ, кĕнекисене парнелерĕ.
«Шанăç» шăрантаракан «Эп чăваш» юрă гимн пек янăрарĕ: чăвашлăха мухтатпăр, чĕлхемĕре упратпăр!
Пысăк программа кăтартса пачĕ «Шанăç» ушкăн. Юрă хыççăн сăвă, сăвă хыççăн юрă янăрарĕ. «Ăнланмалларах пултăр тесе, тен, вырăсла сăвăсем вуламалла», - ыйтрĕ Валентина Тарават куракансенчен. Зал хирĕç пулчĕ. Чăваш уявĕнче кашнин хăйĕн чĕлхин илемне, унăн шăнкăрав пек юххине итлес килчĕ.
В.Н.Тарават Мелекесс районне хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.
Тĕлпулу пурин кăмăлне те кайнине палăртса куракансем шанăçсене нумай вăхăт сцена çинчен ямарĕç. Уяв «Савăнăç» ушкăн юррисемпе вĕçленчĕ.
Димитровградри Чăваш культурин кунне ытти халăх çыннисем те курма пынăччĕ. Тутар, азербайджан, мордва, украин автономийĕсен председателĕ-сем çакăн пек уяв ирттерме хавхаланчĕç.
 
: 39, Хаçат: 10 (1411), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: