Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă районĕнчи Петровски шкулĕнче Чăваш чĕлхипе культура кунĕ иртрĕ. Мероприятие районти Андреевка, Чăваш Калмаюр, Уçăркка, Пухтел, Петровски, Колхознăй ял чăвашĕсем, чартаклăсем пухăннăччĕ.
Чăваш гимнĕ янăрарĕ. Хăнасене чăваш йăлипеле пурне те çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. УОЧНКАн районти уйрăмĕн ертӳçи Ирина Мишина уява уçса пурне те чăвашлăх аталанăвĕ-нче ырă ĕçсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ, Чартаклă район пуçлăхне Виктор Самойлова сăмах пачĕ. Виктор Викторович саламĕнче хăй ертсе пыракан хутлăхран еплерех пултаруллă чăвашсем, ытти наци çыннисем тĕслĕх илме тивĕçлĕ, мухтавлă Соколовсем, Константиновсем тухнине каласа хăварчĕ. Çакăн евĕр тĕлпулусем çынсене сапăртарах, хăватлăрах тунине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ уяв вĕçлениччен ларни кăна та мар, мĕнпур командипе килсе çитни ырă туйăм çуратрĕ.
Ульяновскран килнĕ хăна – облаçри Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш пайĕн ертӳçи Ираида Гаврилова йăхташĕсем патне пушă алăпа килмен: Петровски шкулне, уява хутшăнакан ачасене парнесем парса савăнтарчĕ. УОЧНКА ячĕпе ăшă сăмахсем каласа хăварчĕ.
Концерт программине чи пĕчĕк хăнасем – Андреевкăри ача сачĕн пултаруллă шăпăрланĕсем – чăвашла сăвă-калав каласа, ташласа-юрласа пуçларĕç. Ахальтен мар ку, учреждени кĕçĕн ăрăва тăван чĕлхене вĕрентес, халăх культурипе пултарулăхне ăса хывтарас, патриотла ăс парас ĕçсене пысăк тимлĕх уйăрать.
Районти ЗАГС тытăмĕн пуçлăхĕ Светлана Наумова Петровскинчи Татьянăпа Сергей Судаковсене мăшăрланнăранпа 15 çул çитнĕ ятпа саламласа чысларĕ. Ялти çамрăк та çирĕп Конновсен, Михайловсен, Ийбетовсен, Соколовсен, Ишуковсен çемйисене палăртса хăварчĕ.
Чартаклă районĕнчи Пухтел вăтам шкулĕн филиалне – Петровски шкулне çӳрекен чăваш ачисем тăван еткерлĕхе «Чăваш фольклорĕ» кружокра вĕренеççĕ. Ăна Т.Судакова ертсе пырать. Тĕрлĕ халăх ачисем пĕлӳ илекен çуртра 44 вĕренекенрен 15-шĕ çине тăрсах чăваш чĕлхине ăса хывни паха пулăм. Татьяна Николаевна тăрăшнипе вырăнта шкул ачисен тата ял çыннисен юрă ушкăнĕсем чăмăртаннă. «Чăваш сăмахлăхĕ» тата «Юрату» коллективсем – уявăн илемĕ пулчĕç. 3-мĕш класс хĕрачи Анна Нестерюк хĕрарăмсене «Ах, аннеçĕм, анне» ятлă чăваш юррипе саламларĕ.
Андреевка ялĕнчен килнĕ пур енĕпе те пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ Валентина Медведева уява хуплу пĕçерсе килнĕ, алĕç куравне йĕркеленĕ. Тĕрĕллĕ чăваш тумне тăхăннăскер куракансене илемлĕ чăваш юррине парнелерĕ. Чартаклăри ӳнер шкулĕн вĕренекенĕсен «Шанс» ансамблĕ (ертӳçи – Валентина Юденичева), Хусанта иртнĕ «Движение – 2017» пултарулăх конкурсĕнче виççĕмĕш пусăмлă лауреат ятне тивĕçнĕ ушкăн, чăваш ташшипе тĕлĕнтерчĕ. «Чăваш çуркунни» ят панă ăна вĕсем, çак ташăпах Тутар Республикин тĕп хулинче иртнĕ ăмăртура чи малтисен йышне лекнĕ.
Петровскинчи чăваш арĕ Николай Малеев купăспа кĕвĕсем каларĕ, Уçăрккаран килнĕ Ирина Чучакина «Шăнкăрав курăкĕ» юрра шăрантарчĕ. «Эх, тăвансем, тăвансем» юрра вара мĕнпур халăх ура çине тăрса юрларĕ.
Уява районти алăстисен куравĕсем илемлетрĕç. Чартаклăра пурăнакан Елена Поддубская пуканесем тума вĕрентессипе маçтăр-класс ирттерчĕ. Районти тĕп вулавăш тăван тăрăха пĕлнине тĕрĕслесе хăйнеевĕр ăс-хакăл ăмăртăвне йĕркеленĕ. Çĕнтерӳçĕсене «Знаток своего края» медальсемпе чыслама май тупнă. «Уяври пултарулăх лапамне йĕркелеме пулăшнăшăн» Тав хутне Чăваш чĕлхипе культура кунне ирттерме укçа-тенкĕ панă хастар та ăш-пиллĕ чăваш хĕрарăмĕсем тивĕçрĕç. Акă вĕсем чунпа та, ĕçпе те пуян чăвашсем: Елена Иванюкова, Елена Поддубская, Наталья Уресметова, Елена Забалдова, Лариса Белова.
Чартаклă районĕн ачисем çулсерен иртекен «Путене», «Чăваш ачи, сассуна пар» ăмăртусене, Акатуя, Халăхсен туслăхĕн фестивалĕсене хутшăнаççĕ. Чăваш культурине çӳллĕ шайра кăтартакан шăпăрлансем Уçăрккапа Мирнăйĕнчи «Одуванчик» тата «Петушок» ача сачĕсенче, Андреевкăри аталану центрĕнче пĕлӳ илеççĕ. Районта тăван халăх культурине чĕртсе тăратассипе тата чĕлхине вĕрентессипе шкулсенче çак кружоксем ĕçлеççĕ: «Чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культури» – Ирина Миллякова тата Зинаида Барабанова, «Чăваш тĕрри» – Надежда Ильина, «Чăваш халăхĕн йăлисемпе йĕркисем» – Татьяна Шмаранова, «Чăваш фольклорĕ» – Татьяна Судакова. «Шăпчăк» – Зульфия Ахметвалиева. Çапла майпа чăваш чĕлхипе культурине Чартаклă районĕнче 6 вĕренӳ учрежденийĕнче 93 ача вĕренет.
 
: 154, Хаçат: 10 (1411), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: