Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пин-пин çул чăваш тĕнне сыхласа хăварнă ентешĕмĕрсем - чăвашкассисем – иртнĕ вырсарникун хĕле ăсатрĕç. Эппин, çуркунне çитетех!
Çăварни уявне пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн ирттересси Чăвашкассинче танхаçантанпах пырать. Пĕр вăхăт вăл чарăнса та ларнă, çапах ял хастарĕсем пурĕпĕр ку куна концерт лартса та пулин палăртнă. Юлашки çулсенче вара Çăварние пит анлă та илемлĕ йĕркелеме тытăнчĕç. Пуçараканĕсенчен пĕри – Ульяновскра пурăнакан А.В. Сайдяшев. Уява йĕркеленĕ çĕре мĕнпур ял хастарĕ хутшăнать: староста та, ялти культура ĕçченĕсем те, шкул ачисем те. Спонсорĕсем те хăйсемех. Уявăн пĕрремĕш пайĕ клубра иртрĕ. Сцена çинчен вырăнти ачасен «Хамăрьял» ташă тата «Шуçăм» халăх, Ульяновскран килсе çитнĕ «Илем» ушкăнĕсем, юрăçсемпе ташă ăстисем савăнтарчĕç.
Çăварние пухăннисене УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тата УОЧНКА Чăнлă районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Анатолий Узиков саламларĕç.
- Чăвашкассине килсен чун савăнать – хĕрĕсем илемлĕ, каччисемпе арĕсем паттăр, чаплă, мухтавлă. Эсир тĕне кĕмен чăвашсем мар, эсир – авалхи чăн чăваш тĕнĕпе пурăнакан, ют тĕне йышăнман чăвашсем. Эсир хисепе тивĕçлĕ. Манăн сирĕн яла кĕрес умĕн «Средние Алгаши» кăна мар, «Чăвашкасси» тесе çырнине те курас килет. Çакна сирĕн, ял администрацийĕн татса памалла. Çаплах уявсене чăвашла ертсе пымалла. Чăваш ялĕнчи чăваш уявне вырăсла ертсе пыни илемсĕр. УОЧНКА ĕç программине кĕртсе кăçалтан пуçласа чӳк уйăхĕнче сирĕн ялта Родион Кириллова халалланă регионсем хушшинчи «Играй, гармонь» фестиваль ирттерме пуçлатпăр. Кун пирки кĕпĕрнаттăра пĕлтернĕ, министерство ĕç планне кĕртнĕ. Пирĕн хамăр чăвашсен пĕр паттăрне те, пĕр мухтавлă çыннине те манмалла мар, пĕр-пĕрне çĕклесе, çӳлелле тĕртсе пурăнмалла, – терĕ.
УОЧНКА Хисеп хучĕпе ялшăн нумай тăрăшнă В.П.Енилова, Тав çырăвĕ-пе А.В.Сайдяшева, А.В.Садюхина, В.Д.Ендиярова чысларĕ. Çаплах ял халăхне Улхаш тăрăхĕнчи депутатсен канашĕн председателĕ Н.М.Утриванова саламларĕ, Н.А.Юманована, С.П.Петрова, Л.К.Сайдяшевана, Г.Н.Сайдяшевана, К.П.Ендиярована, Р.В. Денисована, М.М.Бикмендеевана, Т.М.Аюгована, В.А.Селендеева, В.А.Сандркинана Мухтав хучĕсем парса хавхалантарчĕ.
Уяв малалла урамра тăсăлчĕ. Çар тумне тăхăннă, аллине çар хатĕрĕ тытса ут çине утланнă виçĕ паттăр ар – А.Семенов, Л.Ерофеев, П.Узалуков – ял урамĕсем тăрăх кайрĕç. Вĕсем хыçĕнчен – çуна кӳлнĕ лашасем, çуна çинче Çăварни юррине юрлакан хĕрсемпе каччăсем çуркунне çитнине палăртса яла янраттарчĕç. Савăнчĕ ял халăхĕ хĕле ăсатса: юрларĕ, ташларĕ, спорт тата халăх вăййисене хутшăнчĕ. Спортăн 14 тĕсĕпе ăмăртрĕç. Пулă тытассипе, пăшал перессипе, кире пуканне çĕклессипе, кашăкпа çăмарта, кĕвентепе шыв йăтса чупассипе, шашкăлла, нардăлла выляссипе, ал вăйне виçессипе, пĕр-пĕрне михĕпе çапса антарассипе, вĕрен туртассипе, шалчапа утассипе каччăсемпе пĕр танах хĕрсем те тупăшрĕç. Тĕслĕ-хрен, кире пукан йăтассипе Александр Етриванова çитекенни пулмарĕ, 24 килоллă кире пуканне вăл 100 хутчен йăтрĕ. Хĕрарăмсенчен ку енĕпе Елена Кадебинана çитеймерĕç.
Çакăнтах суту-илӳ кĕрлерĕ, клуб умне тунă сцена çинчен артистсем юрă шăрантарчĕç, ачасене лашапа ярăнтарчĕç.
Чăвашкассинче паян 240 çын пурăнать, вĕсенчен 170-шĕ – пенси çынни. Çăварние вара çын нумайрах пухăннăччĕ. Сăмах май, чăваш тĕнĕпе Мункун уявĕ пур, ăна православи тĕнне пăхăнакансенчен виç кун маларах палăртаççĕ. Анчах та вĕсен типĕ тытас йăли çук.
Кӳршĕ ялсем те хаваспах лаши-ашакне çавăтса килеççĕ Çăварние. Тĕслĕхрен, Кивĕ Улхашри Елена Кадебина ашакне кӳлсе килет, кӳлмелли хатĕр-хĕтĕрне илемлетет, хаваспах ватти-вĕттине ярăнтарать.
 
: 94, Хаçат: 10 (1411), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: