Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен «Канаш» хаçачĕ 2017 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Василий Селендеев таврапĕлӳçĕн статйинче – «Чăваш халăх поэчĕ» ят парасчĕ» – çак ыйтăва хускатни питĕ савăнтарчĕ. Чăвашсен сумлă çыннисем – Ухсай Яккăвĕ, Стихван Шавли, Алексей Воробьев, Георгий Ефимов, Юрий Сементер, Аристарх Дмитриев, Анатолий Смолин поэтсем Анатолий Юманăн поэзири ӳсĕмĕсене тĕрлĕ çулсенче ырласа калаçнисемпе паллашнă хыççăн татах та хăпартлантăм.
 
Юрă-кĕвĕ хывасси пĕр-пĕр поэтпа тĕл пулсассăн, сăввисемпе паллашсассăн вăйланать. Манăн та А.Ф.Юманăн сăввисемпе юрăсем çырас туртăм поэтпа пĕрремĕш тĕлпулу хыççăн –1984 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче И.Я.Яковлев кунне халалланă литературăпа музыка уявĕ хыççăн – пуçланса кайрĕ. Иккĕмĕш туртăмĕ те Ульяновск облаçĕнчех пулса иртрĕ. Пире, чăваш халăх артисчĕпе Иван Христофоровпа иксĕмĕре, Чăнлă районĕнчи «Пĕлӳ» общество лекци-концерт ирттерме 1989 çулхи утă уйăхĕнче чĕнсе илчĕ. «Юрă – чун уççи» ятлăччĕ вăл. Çак тĕлпулусем аса илмелĕх, калаçмалăх тарăн йĕр хăварчĕç. «Вперед к коммунизму», «Память Куйбышева», Э. Тельман ячĕллĕ, партин 21-мĕш съезчĕ ячĕллĕ, «Победа», «Слава», «Маяк Ильича» колхозсенчи ĕçченсемпе тата районти ытти предприятисемпе учрежденисенче тĕл пулнă самантсем халĕ те асăмрах.
Пире хуçалăхсене кайма кам ертсе çӳренĕ тетĕр-и/ Шăпах Анатолий Юман поэт. Ăна, чăваш хаçатĕнче ĕçлекенскере, ялсенче тăван вырăнне хурса йышăнаççĕ. Пире унпа çӳреме килĕшӳллĕ, хуçалăх ертӳçисемпе çийĕнчех паллашма, калаçу пуçарма вырăнлă пулчĕ.
Анатолий Юманпа Чăвашкассинче паллашсанах пирĕн пулас юрăсен кăшăлĕн шанчăклăхĕ тĕвĕленчĕ. Çине-çинех юрăсем кĕвĕленчĕç. Пĕрремĕш юрă хыççăн – «Тимĕ-рçенсен юрри» – сăвă авторĕпе туслăх кĕперĕ хыврăмăр. Кĕçех Чăваш радио фонотеки валли хĕрарăмсен хорĕ тăватă сасăпа юрланă «Чăвашкасси юррине» çырса илчĕç.
2007 çулта А.Юманпа «Ах, мĕн-ма-ши/..» ятпа юрăсен пуххине пичетлесе халăх патне çитертĕмĕр. Кĕнекере пурĕ 14 юрă. Кунта пичетленнĕ юрăсем Чăваш радио фонотекинче упранаççĕ: «Тимĕрçенсен юрри», «Тăван ен» тата «Менелник юрри» (чăваш халăх юрăçи Александр Орлов юрлать), «Ах, мĕн-ма-ши/..» тата «Юрату» (чăваш халăх артисчĕсем Тамара Гурьева тата Зоя Лисицына юрлаççĕ), «Сăпка юрри» тата «Арăм» (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Никифоров юрлать)...
А.Юман сăввисемпе çырнă юрăсемпе чăваш театрĕсем валли музыкăпа илемлетнĕ чухне те усă куратăп. «Ах, мĕн-ма-ши/..» юрра Чăваш оперăпа балет театрĕнче 1992 çулта «Кăвак сирень айĕнче» музыкăллă камитре (либретти Н.Сидоровăн) тата Н.Сидоровăн «Шупашкарти савни çирĕм çул иртсен» юрăллă-ташăллă камитре янраттараççĕ. Вĕсем халĕ те пыраççĕ сцена çинче. Артистсем вĕсене килĕштереççĕ, мĕншĕн тесен кĕввисемпе сăввисем çыпăçуллă, юрлама ансат.
Юлашки çулсенче А.Юманпа çырнă юрăсен шучĕ тепĕр кĕнекелĕх те пулчĕ. Вĕсем Чĕмпĕрти «Канаш» хаçатра тата Анатолий Федорович кĕнекисенче пичетленсе пычĕç. Юрăсен жанрĕсемпе сюжечĕсем тĕрлĕ енлĕ, туслăхпа юрату, çĕнтерӳ. Романс жанрне те хапăллатпăр эпир унпа.
Анатолий Юман – нумай кĕнеке авторĕ. Вăл поэт кăна мар, прозаик та, публицист та, общество ĕçĕсене те хастар хутшăнать. Чун-чĕри вĕри унăн. Унăн кашни сăввинче, поэминче, сонетĕнче – халăх чунĕ. Çавăншăн, туссемĕр, Анатолий Федорович Юман «Чăваш халăх поэчĕ» ята илме тивĕçлĕ. Эпир унпа мухтанатпăр!
 
 
Шупашкар хули.
 
: 101, Хаçат: 10 (1411), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: