Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕнче шайĕнчи «Хăв çăлтăрна çут!» VI ачасемпе çамрăксен пултарулăх фествальне Барăша тĕрлĕ регионсенчен 120 ытла çамрăк артист килсе çитнĕ.
Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр уçнă. Вăл: «Çак праçникĕн тĕп тĕллевĕ – хăйнеевĕрлĕ халăх пултарулăх ушкăнĕсене тупса палăртасси, вĕсене сыхланса юлма çул уçса парасси», - тенĕ регион пуçлăхĕ.
Тĕрлĕ концерт площадкисенче тата темиçе номинаципе иртнĕ конкурса музыка тĕнчинче палăрма ĕлкĕрнĕ паллă çынсем хакланă.
«Халăх музыки» номинацире, тĕслĕхрен, 21 ушкăнпа юрăç ăмăртнă. Вĕсен хушшинче чăваш юррин халăх ушкăнĕ «Шăпчăксем» те пулнă. Ушкăнра - тĕрлĕ çулхи пикесем. Вĕсем, питĕ илемлĕ чăваш наци тумĕ тăхăннăсерсем, жюрире ларакансене тыткăнланă, чăваш халăхĕн тĕрлĕ жанрпа çыхăннă юрăсен пуххине чăваш халăх хореографин нумай-нумай тĕспе илемлетнĕ вăйă ташшисем кĕртсе хăйнееевĕр пуянлатнă. Кĕвĕ калаканнисемпе инструменчĕсем те хăйсенех: баян, параппан, шăтăрмак…
Ушкăн ертӳçи С.Г.Кочнева куннехинче хăй вĕренекенĕсене куракансем хушшинче сăнаса ларнă. «Эпĕ вĕсене жюри членĕсенчен те çирĕпрех хак патăм. Тĕрĕссине калатăп: сĕре аван юрларĕç тата ташларĕç», - терĕ вăл. – Жюри председателĕ пĕтĕмлетӳсем тăвичченех пирĕн артистсен номерне юлашки концерта кĕртесси çинчен пĕлтерчĕ. Пире пĕреммĕш степеньлĕ лауреат дипломĕпе наградăларĕç».
Вĕсен çитĕневĕпе чунран мухтанатăп. Анчах чунран хурланнине те пытармастăп: çулçӳрев тăкакĕсемпе конкурса хутшăнмалли тӳлевсене мĕншĕн ачасен ашшĕ-амăшĕ тӳлемелле-ха? «Шăпчăксене» укçа-тенкĕпе никам та пулăшман.
 
Димитровград хули.
 
: 1005, Хаçат: 45 (1137), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: