Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри чăваш ачисен «Пĕчĕк çăлтăр» конкурсĕ 2017 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче 11.00 сехетре Нариманов проспектĕнчи 25-мĕш çуртра (Тутар культура центрĕн çурчĕ) иртет. Унта 5-10 çулхи хĕрачасем хутшăнаççĕ.
Ăна Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр йĕркелет. Учредителĕсем – облаçри искусствăпа культура политикин министерстви, наци политикин департаменчĕ, Халăхсен культурин центрĕ. Конкурсăн пайташĕсем – облаçри вĕренӳпе ăслăлăх министерстви тата чăвашсен наципе культура автономийĕ.
ЙĔрки
Конкурсăн юлашки тапхăрĕ икĕ пайран тăрĕ: пĕрремĕшĕнче хĕрачасем хăйсен пултарулăхне кăтартса тупăшĕç, иккĕмĕшĕнче облаçри чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем концерт кăтартĕç.
Конкурсăн ĕçĕсем:
Чи малтан хĕрачасем сцена çине халăх тумĕпе тухаççĕ, хăйсемпе паллаштараççĕ (хак памаççĕ).
1. «Паллашар-ха» визит карточки (хăйпе илемлĕ паллаштарма пĕлнине хаклаççĕ). Хăй çинчен сăвăласа е прозăпа чăвашла каласа памалла.
2. Ыйтăва хуравлани. Чăваш халăх сăмахлăхĕ-пе (юмах, тупмалли юмах) çыхăннă ыйтусене тĕрĕс хурав памалла.
3. «Пĕчĕк хуçа аллисем». Куçне хупса аллине мĕн япали лекнине пĕлмелле, çав япалапа хуçалăхра мĕнле усă курнине каласа памалла.
4. «Ман ташлас килет». Ташă пултарулăхне кăтартни.
5. Пултарулăх конкурсĕ. Юрлама пĕлнине хак параççĕ.
6. «Пылак торт» апат-çимĕç конкурсĕ. Торт пĕçерес ăсталăха хаклаççĕ.
Хĕрачасем мĕнле номерпе сцена çине тухассине шăпа ярса пĕлеççĕ.
Хаклав
Жюри хĕрачасем чăвашла лайăх та илемлĕ калаçма, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культурине пĕлнине, пултарулăхне, ыттисенчен уйрăлса тăнине, сцена çинче хăйне тытма пĕлнине хаклать.
Чи пысăк хаклав – 10 балл.
Çĕнтерӳçе балсене хушса палăртаççĕ.
Пĕрремĕш вырăна тухнă конкурсанткăна «Пĕчĕк çăлтăр» ят параççĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те диплом, кубок тата парне парса хавхалантараççĕ.
Ыйтса пĕлмелли
Ыйтусене: domdn73@yandex.ru е ira270269@mail.ru – электрон почтисемпе тата: 8 (8422) 42-09-32 – телефон номерĕпе шăнкăравласа пама пулать.
Вырăнти суйлав тапхăрĕнче çĕнтерсе облаçри конкурса хутшăнакансен заявкăсене тата фонограммăсене пуш уйăхĕн 20-мĕшĕччен Ульяновск хулинчи Ленин урамĕнчи 95-мĕш çуртра вырнаçнă Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центра пырса пама е çӳлерех асăннă электрон адресĕсемпе яма юрать.
Конкурспа çыхăннă мĕнпур ыйтăва йĕркелӳ комитечĕ татса парать.
 
: 81, Хаçат: 11 (1412), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: