Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Анатолий Федорович Ермилов-Юман – РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни.
Вăл самай çулланнă пулин те кĕнеке çине кĕнеке пичетлесе кăларать. Вĕсен шучĕ 60-тан та иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче автор пурнăçри кăткăс енсене, этем чунĕн тарăн шухăшĕсене уçса парать. Эпĕ унăн нумай кĕнекине вуланă. Çав шутра «Марине» (вăрçă ачисен йывăр шăпи çинчен), «Чĕмпĕр Юманĕсем», «Улăп кун-çулĕ» (И.Я.Яковлев шкулĕ çинчен), «Виçĕ вăрçă паттăрĕ» (Совет Союзĕн Геройĕ Егор Терентьевич Воробьев çинчен), сонетсен трилогийĕ (тĕп теми – юратупа тĕлпулу савăнăçĕ, уйрăлупа çухату куççулĕ)...
Юман кĕнекисем халăхра анлă сарăлнă, çынсем вĕсене юратса вулаççĕ. Сумлă поэт композиторсемпе те туслă, вĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Вăл чăннипех халăхран тухнă поэт.
Анатолий Юман кăçалхи юпа (октябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Çак тĕле ăна «Чăваш халăх поэчĕ» сумлă ят парсан пĕтĕм Чĕмпĕр тăрăхĕшĕн пысăк парне пулĕччĕ. Юман чăвашсемшĕн – яланах халăх поэчĕ!
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 48, Хаçат: 11 (1412), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: