Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мартăн 4-мĕшĕнче Ульяновскри «Содружество» ятлă 17-мĕш вулавăшра И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пĕтĕмлетӳпе суйлав пухăвĕ иртрĕ. Вăл отчет вăхăчĕ çитиччен маларах пулчĕ. Сăлтавĕ – общество председателĕ А.А.Мордовкин чирлесе тăнипе шаннă ĕçрен хăйне маларах хăтарма ыйтни.
Паян И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществинче 54 çын тăрать. Пухăва 26 çын килсе çитнĕ. Устав тăрăх пухури общество пайташĕсен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ йышăну тума çителĕклĕ. Пухăннисем пухăва уçмалли пирки пурте сасăларĕç. Ĕç президиумне 5 çынран суйларĕç: Н.А.Казаков, С.Г.Ярославская, А.П.Власов, А.А.Мордовкин, О.Н.Мустаев.
Пĕрремĕш ыйтупа общество председателĕ А.А. Мордовкин калаçрĕ, 2015-2016 çулсемшĕн отчет туса пачĕ. УОЧНКАпа пĕрле мĕнле ĕçсене хутшăнни, облаçри чăвашлăх ĕçĕнчи пулăмсем докладăн тĕп вырăнне йышăнчĕç. Унта чăваш çыравçисемпе, таврапĕлӳçисемпе, юрăçисемпе тĕлпулусем ирттерни, чăваш çамрăкĕсен тата чăваш хĕрарăмĕсен канашĕсене йĕркелени, таврапĕлӳçĕсемпе тата академиксемпе тачă çыхăнура ĕçлени, кĕнекесем кăларни, Н. Кондрашкинăн мастерскойне çамрăксене явăçтарни. Юлашкинчен вăл хăйне обществăна ертсе пырас ĕçрен хăтарма ыйтрĕ. Председатель вырăнне хăйĕн пĕрремĕш çумĕн П.И.Петровăн кандидатурине сĕнчĕ.
Ревизи комиссийĕн председателĕ З.М.Рейтер отчет вăхăтĕнче обществăна пĕр пус та кĕменнине, укçа çуккипе счетне хупнине пĕлтерчĕ. «Взнос та пуçтарман, патшалăх органĕсем умĕнче парăм та пур. Налук органне отчет пама та укçа кирлĕ. Çавăнпа малашне мĕн те пулин шутламалла», - терĕ.
Обществăн ĕçне «юрăхлă» тесе йышăнчĕç.
Тухса калаçакансем – З.Рейтер, С.Толстов, В.Сваев, Н.Казаков – председатель ĕçне А.Мордовкин тăрăшса та лайăх илсе пынине палăртрĕç, малашне те хăйнех ертсе пыма ыйтрĕç. «Обществăн мĕнпур парăмне хам çине илетĕп, хам тӳлетĕп, пулăшатăп», - шантарчĕ С.Толстов.
В.Сваев И.Я.Яковлев обществине ертсе пыракан çын А.Мордовкин пек лăпкă, сăпайлă, йăваш, халăха юратакан, ĕçчен çын пулмаллине, облаçра мĕн чухлĕ чăваш обществи нумайрах, çавăн чухлĕ нумайрах ĕçсем пулнине, вĕсене пурне те УОЧНКА предсеателĕ пулăшса пымаллине палăртрĕ.
А.А.Мордовкин шаннăшăн пурне те тав турĕ, анчах малашне ĕçлеймессине татăклăн каларĕ.
П.И.Петров И.Я.Яковлев обществин ĕçĕсем УОЧНКАннипе тачă çыхăнса тăнине, икĕ общество пĕр ĕç илсе пынине, вĕсен тĕллевĕпе задачи, Уставĕ пĕр пек пулнине каларĕ. «Çыннисем те çавсемех çӳреççĕ. 2001 çулта эпир УОЧНКАпа И.Я.Яковлев обществине пĕрлештермелли сĕнӳпе тухнăччĕ. Ун чухне вăл пурнăçланаймарĕ. Анчах халĕ вăхăт çитнĕ пулĕ тесе шутлатăп», - терĕ. Унăн сăмахне В.К.Пушкин, В.П.Власов, В.П.Топтыгин, В.П.Бабайкин, Н.Г.Кондрашкин ырларĕç.
- Сапаланса каяс мар тесен чăвашсен пĕр çар тата пĕр тĕп командующийĕ пулмалла. Тĕрĕссипе, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсене пĕрлештерекен тĕп орган пур - автономи. Унта вĕрентӳ, таврапĕлӳ, культура штабĕсем ĕçлемелле. Обществăпа автономи пĕрлешмелле, пĕр счет пулмалла, - терĕ В.Пушкин.
А.Власов 2001 çултах икĕ обществăна пĕрлештермелли пирки «Канаш» хаçатра пичетленĕ çырăва вуласа пачĕ. «Чăвашсем икĕ обществăна пайланни чăвашсене аталанма, малалла кайма чарать, хирĕçтерет, вăйне чакарать. А.Мордовкина лайăх ĕçленĕшĕн «Хисеплĕ председатель» ят памалла», - терĕ.
УОЧНКА председателĕ О.Мустаев хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:
-1988 çулта И.Я.Яковлев обществине Шупашкарта йĕркелеме палăртнăччĕ, унăн Уставне тунăччĕ. Анчах Чăваш Республикин влаçĕ çак ĕçе чарчĕ. Устава В.Станьял И.Кирюшкина парса ячĕ. Ульяновск облаçĕнче общество йĕркеленчĕ. 1991 çулта «Еткер» фонд йĕркелерĕмĕр. 1997 çулта фондпа И.Я.Яковлев обществи автономин учредителĕсем пулса тăчĕç. Вăхăт улшăнчĕ. Кăçал «Еткер» фонд хăй автономи йышне кĕчĕ. Халĕ пайланмалли мар, пĕрлешмелли вăхăт. Ав облаçри еврейсем тата ытти халăхсен обществăлла пĕрлĕхĕсем пĕр обществăна пухăнчĕç. Кашни хăйне майлă унта-кунта уйрăлса ĕçлени, сапаланни пысăк ĕçе кансĕрлет. Тĕслĕхрен, кашни çулах кĕпĕрнаттăр грантне илме май пур. Ăна пурне те памаççĕ. Кам илет/ Чăвашсем илеймесен тата 16 общество пур облаçра. Ыттисем илеççĕ. Пĕрле кар ĕçлесен эпир пысăк вăй. Лайăх ĕçлетпĕр тесе суйса пурăнма пăрахмалла. Кама суятпăр/ Хамăра хамăр суйса пĕтетпĕр. Ак ĕнер учительсен форумĕ иртрĕ, 60 яхăн çын пухăннă. Вĕсенчен çурри чăвашлăхпа ним енчен те çыхăнман, чăвашла пĕлмест те, шучĕшĕн çеç янă. Чăнлă районĕнче совет саманинче 8 шкулта чăвашла вĕрентнĕ пулсан халĕ – 3 шкулта. Эпир чăваш чĕлхине пĕтерсе пыратпăр пулсан вăл И.Я.Яковлев халалне пурнăçлани пулать-и/ Сапаланса ĕçлени çакăн патне çитерет. Пирĕн вăйсене пĕрлештерсе ĕçлемелле, пĕр çулпа пымалла, кам ăçталла туртма пултарать унталла туртмалла мар. Хăш партире тăрсан та чăвашлăх ĕçĕ малта пулмалла. Лайăх ĕçлекенсене хисеплĕ ятсем памалла, паллă çынсене палăксем лартмалла. Эпир вĕсене манмасан пире те манмĕç. А.А.Мордовкина та нумай çул И.Я.Яковлев обществине ертсе пынишĕн «ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ят пама сĕнетĕп. Общество шăпи пирки манăн икĕ сĕнӳ: е П.И.Петрова председателе суйламалла, е И.Я.Яковлев обществине УОЧНКА йышне кĕртмелле. Вăл хăйĕн уставри тĕллевĕ-сене пурнăçланă, саккунпа килĕшӳллĕн пĕр организацире ĕçленинчен лайăхраххи нимĕн те çук, - терĕ.
И.Я.Яковлев çутĕç обществин пайташĕсем обществăпа УОЧНКАна пĕрлештерессишĕн пĕр саслăн пулса алă çĕклерĕç. УОЧНКАна «И.Я.Яковлев ячĕллĕ» тесе ят пама ыйтрĕç.
Икĕ организацие пĕрлештерессипе çыхăннă хут ĕçĕсене илсе пыма Петр Петрова тата Александр Сидоров юриста шанчĕç.
 
: 64, Хаçат: 11 (1412), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: