Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерстви, «Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ центрĕ тата инновацисен тытăмĕ» патшалăх учрежденийĕ облаçри наципе культура автономийĕсен сĕнĕвĕпе кăçал иккĕмĕш хут шкулсенче наци чĕлхисене вĕрентекенсен конференцине ирттерчĕç. Тутарла, чăвашла тата мордвалла вĕрентекенсем малтан уйрăмшарăн пухăнса хăйсен тĕп ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара облаçра тăван чĕлхене вĕрентекенсен аслă пухăвĕ иртĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине предмет, кружок тата факультатив майĕпе вĕрентекен учительсем УОЧНКА сĕннипе «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра пухăнчĕç. Вĕсем «Тĕрлĕ культурăсене вĕрентни Раççей пĕрлĕхне йĕркелеме пулăшакан мел» темăпа калаçрĕç.
- Паян кунта чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн чун-чĕрипе çунакансем пуçтарăннă. Пĕрремĕш конференци С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр сĕннипе 2016 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче иртнĕччĕ. Халĕ иккĕмĕш хут пухăнтăмăр. Мероприятие И.Я. Яковлев музейне пухăнни пушшех пĕлтерĕшлĕ, - терĕ В.А.Архипова конференцие уçса.
Салам сăмахĕсен ярăмне УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев пуçларĕ.
- Çакăн пек мероприятисем ирттерме май туса панăшăн пирĕн область ертӳçине С.И.Морозова тав тумалла. Эпир плана чăваш учителĕсен съездне ирттерме кĕртнĕччĕ. Хальлĕхе конференци кăна йĕркелеме пулать терĕç. Паян çак залра ларакансем çине пăхатăп та – нумайăшĕ çур ĕмĕрне И.Я.Яковлев Халалне пурнăçлассипе ĕçленĕ. Вĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Çапах, хисеплĕ вĕрентекенсем, Халала вĕçне çитиччен, тĕплĕн вуламалла. Шкулта чăваш предметне вĕрентетпĕр, анчах шкулти, облаçри мероприятисене вырăсла ирттеретпĕр. Пысăк ĕçсем туса пытăмăр эпир хăй вăхăтĕнче: вĕренӳ министерствине И.Я.Яковлев должноçне тавăртăмăр (Ф.Т.Улендеева ĕçлерĕ), музей çуртĕнче ЧПУ вĕренӳпе консультаци пунктне уçса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕ-рлерĕмĕр, культура училищинче, Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнче чăваш ушкăнĕсем пурччĕ. Веçех пĕтертĕмĕр, пĕр чăмăрта ĕçлеме пĕлмерĕмĕр. Халĕ нимĕн те çук. Чăвашла вĕрентекен шкулсен шучĕ те чакса пырать. Облаçри миçе шкулта чăвашла вĕрентеççĕ тесе çулталăк ыйтрăм. Аран хурав пачĕç, унта та хушса çырнă пек курăнать. Паян конференцире ларакансенчен те çуррине яхăн чăвашла ăнланмасть пек туйăнать. Пурин те çакна ăнланмалла: енчен те эпир халь ачасене чăвашла вĕрентместпĕр е ячĕшĕн кăна ĕçлетпĕр пулсан – историре чăваш чĕлхине пĕтерекен ăру пулса юлатпăр. Куншăн пире нихăçан та каçармĕç, - терĕ.
УОЧНКА ĕçтăвкомĕ ятĕнчен палăрнă вĕрентекенсене – Л.К. Благороднована (Ульяновск, 65-мĕш шкул), Ю.А.Серебрякована (21-мĕш шкул), М.М. Карпована (Ульяновск, 64-мĕш шкул), Н.Ф. Прахинана (Мелекесс районĕ), Ю.В.Юркинана (Луговой, ача сачĕ) тăван чĕлхене вĕрентекенсен облаçри 4-мĕш конкурсăн çĕнтерӳçине И.В.Краснована (Чăнлă районĕ) Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Конференцире ЧР вĕренӳ министерствин Хисеп хутне С.В.Телеева (Анат Тимĕрçен), Т.В.Рупасова (Барăш районĕ, Ĕшке), С.Ф.Кудряшова (Çĕнĕ Улхаш), И.В. Антонова (Ульяновск, 20-мĕш садик) тивĕçрĕç, ЧНКАн – В.В.Прохорова (Ишевке), Е.К.Сулагаева (Кивĕ Улхаш), А.В.Катерисова (Луговой), В.А.Архипова («ОСИ» центрăн тĕп специалисчĕ).
«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей директорĕ Н.В.Литвинова Яковлев музейĕн историйĕпе паллаштарчĕ, учительсене килсе курма, Патриархăмăрăн сывлăшĕпе сывлама чĕнчĕ. «Кашни чăваш ачи çак музейра пулса курмалла. Шел, пирĕн хăш-пĕр вĕрентекен музей ăçта вырнаçнине те пĕлмест», - терĕ. «Канаш» хаçатпа туслă пулмаллине, çĕнĕ экспозицисем пирки ун урлă пĕлме май пуррине палăртрĕ.
Ульяновскри 55-мĕш шкул учителĕ С.А.Марышева тăван чĕлхе урокĕсенче пуплеве аталантармалли майсемпе мелсем пирки каласа пачĕ, Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенти И.В.Краснова «Чи хаклă, чи çывăх çын – анне» темăпа уçă урок кăтартрĕ, Луговойри ача сачĕпе шкул ĕçченĕсем – Ю.В.Юркинапа А.В.Катерисова ачасене чăваш культурине явăçтарас çĕрте пĕр-пĕрин опычĕ çине таянса ĕçленине кăтартса пачĕç.
Паллах, Шупашкартан килнĕ хăнасен сăмахĕ вĕрентӳçĕсемшĕн питĕ кирлĕччĕ те усăллăччĕ тесе шутлатăп. Каламалли нумайччĕ вĕсен, вĕрентмеллине тĕплĕн хатĕрленсе килнĕ.
Г.В.Абрамова – Шупашкарти 59-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет кăна мар, вăл 1-9-мĕш классенче тăван чĕлхене ăса хывмалли учебниксен авторĕ те. Вырăс шкулĕсенче чăвашла вĕрентмелли методики унăн тĕлĕнмелле, ятарлă хушма материалсем пур: видеодисксем, аудиокассетăсем, ĕç тетрачĕсем, фильмсем. Г.Абрамова облаçри вĕрентекенсене вĕсемпе нумайăшĕпе паллаштарчĕ, мĕнле ĕçлемеллине ăнлантарчĕ, видеодисксем парнелерĕ. Вăл хатĕ-рленĕ учебниксемпе вĕрентме те, вĕренме те çăмăл.
- Ӳркенмелле мар кăна! Кашни урокра тĕрлĕ хушма материалпа ĕçлемелле, ачасем ан йăлăхчăр. Эпир ку дискпа ĕçленĕ ĕнтĕ тесе ан калаччăр, - терĕ.
Вăл учебниксем кирлĕ пулсан нимсĕр юлас мар тесен саккасне маларах ярса пама ыйтрĕ. Çаплах В.Г.Абрамова методика хатĕрĕсенчен нумайăшне тата тĕрĕслев ĕçĕсене ирттермелли хатĕрсене Интернет урлă Ульяновск облаçĕнчи шкулсем валли те ярса панине пĕлтерчĕ. Анчах учительсенчен пĕри те вĕсене илмен, кун пирки илтмен те.
ЧР чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертӳçи З.П.Лукина хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикинче ассоциаци вунă çул каялла йĕркеленнĕ. Унта пурĕ 400 вĕрентекен тăрать. Вĕсем 3 ушкăнпа ĕçлеççĕ: лаборатори, мастерской тата шкул. Методика фестивалĕсем ирттереççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, çĕнĕлĕхсем пирки каласа параççĕ, чăваш чĕлхине сыхласа хăварассишĕн чун-чĕререн тăрăшаççĕ, ятарлă сайт пур. Зоя Лукина Ульяновск облаçĕнче те чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ятарлă ассоциацине йĕркелемелли, çакăн пек чухне кăна сыхланса юлма пултарассине каларĕ.
В.А.Архипова пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературисене вĕрентекенсен – пĕр ассоциаци. Чăвашсенчен унта В.В.Прохорова, С.А.Марышева тата Н.М.Сайгушева кĕреççĕ.
ЧР вĕренӳ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова хăйĕн сăмахне: «Эсĕ – аçу-аннӳ чĕлхипе, сан чĕлхӳпе – ачу, ачу чĕлхипе мăнукусем калаçсан чĕлхӳ йĕрĕ çухалмĕ», - текен чуна витмелле каларăшран пуçларĕ.
-Чăваш чĕлхине тăван республикăра та вĕрентме йывăр, 455 шкултан 274-шĕнче кăна чăвашла вĕрентеççĕ, 162 хула шкулĕнче ăна ют чĕлхе пек кăна ăса хываççĕ. Çавăнпа сире ăнланатпăр. Анчах тăрăшмалла, вĕрентмелле. Ташланипе, юрланипе, алĕç тунипе çеç чĕлхене сыхласа хăвараймастăн! Çĕнĕ мелсемпе майсем шырамалла. Чăнтан вĕрентес тесен сирĕн пĕлĕвĕре пирĕн институтра ӳстермелле. Хăвăрăн кăмăлăр пулсан, 25 çынран тăракан ушкăн пухăнсан, куçăмсăр майпа Интернет çыхăнăвĕпе пĕлӳ пама пултаратпăр. Чăвашла вĕрентекенсем валли пирĕн курссем тӳлевсĕр, - пĕлтерчĕ вăл.
Малалла А.С.Егорова конкурссемпе, олимпиадăсем çине куçрĕ.
Ульяновск облаçĕнчен иртнĕ çул чăваш чĕлхипе иртнĕ Раççей олимпиадине 6 вĕренекен кайнă, вĕсенчен 3-шĕ малти вырăнсенчен пĕрне илнĕ. Çакна шута илсе А.С.Егорова вĕрентекенсене олимпиадăсенче тĕл пулакан чи кăткăс ыйтусем, вĕсенчи йăнăшсем пирки каласа ăнлантарма пуçларĕ.
Шел, учительсем килĕсене васкарĕç, итлесе пĕтересшĕн пулмарĕç.
 
: 36, Хаçат: 11 (1412), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: