Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Луговойри шкул музейĕнче «Вăрман хуралçисен тусĕсем хушшинче» экологи тĕлпулăвĕ иртрĕ.
Унăн пуçаруçисем: биологипе хими вĕрентекенĕ, директорăн ăспару енĕпе ĕçлекен çумĕ Назира Камалова тата вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ, «Чăваш халăхĕн чĕлхипе культури» кружок ертӳçи Алена Катерисова.
Патриотла ĕçсен уйăхлăхĕн картинче чăвашсем епле мероприятисем ирттернипе халиччен регионти И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш çутĕç обществине ертсе пынă, Раççей атом флочĕн ветеранĕ, Ульяновскри шыв айĕнчи моряксен союзĕн членĕ Алексей Мордовкин тата çар морякĕ, пирĕн ялăн хисеплĕ çынни Валерий Топтыгин паллаштарчĕç.
Хăнасенчен пĕри те тĕлпулăва пушă алăпа килмен – кашниех пурнăçĕнче тунă çитĕнӳсем пирки хатĕрленĕ калавсемпе пĕрле пуян материалсем кӳнĕ. Вĕсем уйрăмах ачасене кăсăклантарчĕç.
А.А.Мордовкин сăмахне уйрăмах арçын ачасем, пулас салтаксем, тимлерĕç. Алексей Алексеевич мероприятие уçнă май пухăннисене тинĕс çар флотĕнчи хĕсмет пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, офицерсене хатĕ-рлекен çар училищисенчи условисем пирки чарăнса тăчĕ, фотоӳкерчĕксен архивĕпе паллаштарчĕ. Ачасене пуринчен ытла тинĕс çар офицерĕн пăшалĕ – кортик – кăсăклантарчĕ. А. Мордовкин ăна парад вăхăтĕнче тата уяв мероприятийĕсенче çумра тытмаллине пĕлтерчĕ.
Валерий Топтыгин ентеш те хăй хутшăннă çапăçусен темине хускатрĕ, картта çинче хăйĕн ăçта-ăçта пулма тӳр килнине кăтартрĕ. Çав карттăна Луговой шкулне парнелерĕ.
Ульяновск облаçĕнчи вăрман хӳтĕлевĕн центрĕн ĕçченĕ, чăваш халăх академикĕ, темиçе кĕнеке авторĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлӳçисен союзĕн председателĕ, чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Казаков пирĕн шкулта тăтăш пулать. Хальхинче Николай Александрович Раççейри экологи çулталăкĕ еплерех пыни çинче чарăнса тăчĕ, çутçанталăк пуянлăхне сыхласа хăварнă çĕрте çамрăк ăрăвăн шухăшĕ-сĕнĕвĕ, ырă ĕçсем пĕлтерĕ-шлĕ терĕ. Вĕренекенсене пирĕн вăрмансенче ӳсекен йывăç-курăк тата пурăнакан чĕрчунсен ячĕсем кăсăклантарчĕç, калавçа ыйтусем нумай пачĕç.
Аслă Нагаткинран (Чăнлă районĕ) килнĕ çамрăк хăна Любовь Сультеева «На лесной тропе» кĕнекерен илнĕ сыпăка хавхаланса вуласа пачĕ, ачасене хĕллехи вăрман илемĕпе паллаштарчĕ.
- Архитектор – çĕр çинчи чи авалхи профессисенчен пĕри. Грек чĕлхинчен вăл «тĕп строитель» тесе куçать, - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне В. Пушкин, нумаях пулмасть Ульяновск хулин тĕп архитекорĕн тивĕçне пурнăçласа нумай ырă ĕç тунă йăхташ.
Владимир Константинович çурта проектланă чухне çутçанталăк хăйнеевĕрлĕхĕсене, тĕрлĕ технологисене шута илмеллине палăртрĕ. Экологипе архитектура пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăнине пĕлтерчĕ.
Николай Кирюшин таврапĕлӳçĕ çулçӳревсенче ӳкернĕ сăнсен тата пăхăр укçасен куравне хатĕрлерĕ. Ачасем ăна нумай ыйту пачĕç, Николай Николаевичран инçе çула тухса çӳреме юратакан çыннăн еплерех пахалăхсем пулмаллине ыйтса пĕлчĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 39, Хаçат: 11 (1412), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: