Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Алена Белова Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕ-нче 8-мĕш класра вĕренет. Пултаруллă хĕрача иккĕмĕш класран «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Кашни вĕренӳ çул вĕçĕнче шкул дирекцийĕ ăна Мухтав хучĕ парса чыслать.
Алена шкулти, районти, облаçри, Раççейри тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнать. 2015, 2016 çулсенче районти чăваш чĕлхи олимпиадисенче 1-мĕш вырăн йышăннă, иртнĕ çул литературăпа, таврапĕлӳпе призлă вырăн илнĕ. Районти «Йăх историйĕ - çĕршыв историйĕ» фестивале хутшăнса Тав çырăвне тивĕçнĕ. Пиллĕкмĕш класран Раççейри «Русский Медвежонок» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнать, тĕнчери «Кенгуру» математика конкурсĕнче – иккĕмĕш пусăмлă диплом илет.
- Эпĕ шкула питĕ юрататăп, мĕнпур общество ĕçне хутшăнма тăрăшатăп. Дружина председателĕ пулнă май шкулти нумай мероприятие хам хатĕрлесе ирттеретĕп, дружинăн канашлăвне пухатăп. Пирĕн шкулта пултарулăх ушкăнĕ пур – «Соловушки». Çавăнта çӳретĕп. Пĕрре кăна мар концерт программипе шкул, район, область сцени çине тухма тӳр килнĕ.
Вăрмана сыхлассипе общество ĕçне хастар хутшăнатăп. Таврапĕлӳпе çыхăннă конференцисенче, шкул музейĕсен районти тата облаçри пухăвĕсенче тухса калаçатăп, тĕпчев ĕçĕпе ĕçлетĕп. Çакăншăн мана пĕрре кăна мар Диплом, Тав çырăвĕ парса палăртнă, - сăпайлăн паллаштарать Алена хăйĕнпе.
Хастар та вĕренӳре пултаруллă хĕрачан ытти ĕçпе аппаланма вăхăчĕ те çук пек. Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тесе хальтен каламан çав. Алена юратсах шкулти спорт секцине тата «Чăваш халăх культури» кружока çӳрет. Киле панă ĕçсене хатĕрлесе пĕтерсен каçпа Алена аллине йĕппе çип тытса тĕрлеме ларать е йĕпсе тытса çыхма пуçлать. Ытти алĕç тума та пултарать вăл.
Çав вăхăтрах Алена питĕ кĕнеке вулама юратать. Программăри пур çыравçăн произведенине те вулама тăрăшать вăл. Мĕншĕн тесен малашне вĕренӳре çак питĕ кирлине лайăх ăнланать.
 
: 92, Хаçат: 11 (1412), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: