Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Малтан Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕ-нчи Упи вулăсне кĕнĕ (халĕ Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕ). Вăл Ульяновскран 70 çухрăмра вырнаçнă. Вĕренме май пур çынсем хăйсен ачисене Чĕмпĕр чăваш шкулне И.Я.Яковлев патне яма тăрăшнă. Эпир хальлĕхе унта пĕлӳ илнĕ ку ял çыннисене çаксене пĕлетпĕр.
(1868 -1919 çулсем)
Павел Миронович Миронов. Математик. Ĕпхӳ кĕпĕрнинче халăх училищисен инспекторĕ пулнă. Çуралнă – 1861 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче. Вĕреннĕ – 1871-1879 çулсем.
Филипп Ефремович Кустов. Çуралнă – 1867 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче. Вĕреннĕ – 1877-1882.
Александр Семенович Михайлов. Çуралнă – 1871 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче. Вĕреннĕ – 1884-1889. Священник пулнă, Самар кĕпĕрнинчи Пăкăраслан уесĕнче ĕçленĕ.
Константин Прокопьевич Прокопьев. Çуралнă – 1872 çулхи майăн 14-мĕшĕнче. Вĕреннĕ – 1886-1890. Священник. Курган архиепископĕ пулнă.
Михаил Сидорович Сидоров. Çуралнă – 1872 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче. Вĕреннĕ – 1886-1890.
 
Хĕрарăмсен педагогика курсĕнчен вĕренсе
тухнисем
(1900-1918 çулсем)
 
Зинаида Климентовна Макарова.
Çуралнă – 1884 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче. 1900 çулта вĕренсе тухнă.
Елена Ивановна Николаева.
Купса хĕрĕ. Çуралнă – 1888 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче. 1900 çулта хĕрарăмсен икĕ класлă шкулĕнчен вĕреннĕ, хĕрарăмсен курсĕнче 1905-1907 çулсенче вĕреннĕ. Нумай çул Украинăра шкулта ĕçленĕ. Хăçан вилни паллă мар.
Александра Васильевна Васильева.
Çуралнă – 1896 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче. 1913 çулта вĕренсе тухнă.
1901-1902 çулсенче курс ĕçлемен.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕ 4 вĕренӳ заведенийĕнчен тăнă: учительсен шкулĕ* хĕрарăмсен педагогика курсĕ-сем* хĕрарăмсен икĕ класлă шкулĕ* арçынсен икĕ класлă шкулĕ.
Çакна эпĕ «Хыпар» хаçатăн (Шупашкар) 1996 çулхи подшивкине вуласан пĕлнĕччĕ, çак даннăйсене çырса илнĕччĕ.
1998 çулта вара «Воспитанники Яковлевской школы» ятлă 1-мĕш кĕнеке (редакци коллегийĕ, редакторĕ А.М.Богатов) тухрĕ. Унта пирĕн ялтан тухнă пĕр хĕр çинчен çырнă – Александра Васильевна Николаева (качча кайсан Александрова). Вăл 1896 çулта çуралнă, 1909-1916 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ. Чăваш тĕнчинчи паллă çыннăн – Виталий Петрович Станьялăн пĕрремĕш вĕрентӳçи.
2006 çулта çак кĕнекен виççĕмĕш пайĕ тухрĕ. Çакăнта эпĕ тата темиçе хушамат тупма пултартăм. Вĕсем çинчен те кĕскен каласа хăварар.
Дмитрий Семенович Архипов.
Çĕнĕ Йĕлмелĕнче 1889 çулта çуралнă. Хăр тăлăх. 9 çултах Çурçĕр Кавказа лекет. Осетин генерал патĕ-нче сăрăпа ӳкерме, фотографи тума вĕренет. Чĕмпĕр чăваш шкулне 1916 çулта пĕтерет. Унта Н.Ф.Некрасов преподаватель патĕнче живопиçе вĕренет. Граждан вăрçи вăхăтĕнче декорациисем тунисĕр пуçне совет тата парти пуçлăхĕсен портречĕсене ӳкерет. Шупашкарта тухса тăракан «Ана» журналта иллюстрацисем тăвать. 1920-мĕш çулсенче Мускавра художник-портретист пулса çăкăрлăх ĕçлесе илнĕ.1921 çулта выçлăх çитсен Украинăна тухса каять. 1942 çулта вилнĕ. Шупашкарта пытарнă.
Пелагея Кирилловна Амосова.
Çĕнĕ Йĕлмелĕнче 1895 çулта çуралнă. Яковлев шкулĕнче 1912-1915 çулсенче вĕреннĕ. Николай Николаевич Раевские качча кайнă. 1915 çулта хальхи Комсомольски районĕнчи Тимĕрчкасси шкулĕнче вĕрентнĕ. 1918 çулта хальхи Патăрьел районне кĕрекен Анат Тăрмăш ялĕнчи сакăр çуллă шкулта ĕçленĕ. 1964 çулта вилнĕ.
Валентина Васильевна Иванова.
Çĕнĕ Йĕлмелĕнче 1911 çулта çуралнă. Василий Иванович Иванов священникăн (вăл Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ çын) хĕрĕ. Чĕмпĕр чăваш училищине 1937 çулта экстерн майĕпе пĕтернĕ. 1928 çултанпа Тутарстанра вĕрентӳçĕре ĕçленĕ: малтан Буденновка районĕнчи Çĕнĕ Мертлĕ ялĕнче, кайран Апас районĕнчи Табар-Чирково тата Тюбяк-Чирково ялĕсенче. 1940 çултанпа Пăва районĕнчи Элшелĕнчи вăтам шкулта вĕрентнĕ.
Акă хăй 1950 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче çырнă автобиографинчен илнĕ йĕркесем: «Аттепе анне Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ. 1927 çулта атте тĕн культĕнчен пăрăнчĕ те Вăрмар районĕнчи «Радио» колхозра (ЧАССР) пахчаçăра ĕçлеме пуçларĕ. Эпĕ педагогика ĕçне пуçланăранпа обществăлла ĕçсене хастар хутшăнатăп, ВКП (б) историне вĕренетĕп, «Ворошилов» колхозра агитаторта вăй хуратăп. 1931 çултанпа шкул ĕçченĕ-сен пĕрлĕхĕнче тăратăп».
 
: 88, Хаçат: 11 (1412), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: