Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мĕнле кăна çынпа ĕçлеме тӳр килмен-ши вăхăтĕнче/ Пĕринчен хуть хăçан та пулăшу кĕтме пулать, тепринчен – ăшă сăмах, виççĕмĕшĕ вара – улталама хатĕр. Кусем çинчен çырасшăн мар-ха эпĕ, кукăр алăллисем пирки каласа парасшăн.
-Павăл юлташ, юлашки вăхăтра манăн тумбочкăран пĕремĕк-канихвет çухала пуçларĕ. Нумайшар илмест хăй. Анчах мĕншĕн ыйтмасăр тĕкĕнет çын япалине/ Эпĕ хыткукар мар, ыйтсан хамах панă пулăттăм. Аптăранă енне шăшисем ермен-ши тесе те шутлатăп. Санăн нимĕн те çухалман-и/- пăшăрханса калаçрĕ Микулай.
- Микулай, ку шăшисен мар, икĕ ураллă йĕкехӳрен ĕçĕ пек курăнать. Юрĕ, эпĕ вăрра тăрă шыв çине кăларма пĕр меслет пĕлетĕп. Эпĕ каланă пек тусан мĕнле «чĕрчун» килсе ерни паллă пулĕ,- шантарчĕ юлташне Павăл.
Тепĕр кунне кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче ĕçтешсем сĕтел хушшине ларчĕç. Кам чей ĕçет, кам радио итлет, хăшĕ хаçат вулать.
Микула çеç юлташĕ вĕрентнĕ пек тумбочкăра тем шырать.
- Шăшисем тарăхтарнăран çакăнта çур стакана яхăн хĕвелçаврăнăш наркăмăшласа хунăччĕ. Нумаях пулмасть çеç вырăнĕнчеччĕ. Халĕ тĕшши мар, хуппи те курăнмасть -- йăлтах шĕкĕлчесе янă, шельмăсем,- мăкăртатать хăй.
Павăл та тĕлĕннĕ пек туса ыттисене тимлет. Акă пĕри, пĕрле ĕçлекенни, сиксе тăрать те сĕтел çинче ларакан чейнике икĕ аллипе тытса сăмсинченех лĕрккеме тытăнать. Ĕçет те туалета кайса хăсать. Савăтри шыв пĕтмесĕр лăпланмасть вăл. Кăшт уçăлсан Микулая вăрçма пуçлать:
- Виçĕ пуслăх хĕвелçаврăнăша пула çынна вĕлерме хатĕр эсĕ! Санăн пуçна ăçтан çакăн пек хура шухăш пырса кĕнĕ-ши/! Пулаççĕ вĕт çавнашкал путсĕр çынсем! - чарăна пĕлмесĕр кăтăрчĕ çакă кĕтмен çĕртен апат хуранне тасатма тӳр килнĕшĕн тарăхса.
Паллах, хĕвелçаврăнăша никам та наркăмăшламан. Çакă пулнă та вĕсен капкăна лектермелли чее меслечĕ.
Нимĕн те тăваймăн, айăпĕ вăрăра хăйĕнче. Тепĕр кун ирхине ку «юлташпа» алă тытса калаçакан никам та пулмарĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 47, Хаçат: 11 (1412), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: