Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нинуксем патне эпĕ вăрах вăхăт кайманччĕ. Почтăран килнĕ май журналсем, «Канаш» хаçат çырăнмасăр ан юлăр тесе калама кĕтĕм. Нинукăн паян ăшĕнче çумăр çăвать иккен.
- Урамра хĕвел пăхать пулсан та - трагеди манăн, - терĕ Нинук.
Тыркас мар вĕт-ха эпĕ - кĕнĕ-кĕмен, каланă-каламан çынсем патĕнчен сирпĕнсе тухма.
Нинук чейпе сахăр лартрĕ. Кăмăлĕ начар чух вăл кукли тавраш, варени кăлармасть. Кукамайсемпе асаннесем пек сахăра кат! катса Нинукпа чей ĕçме пуçларăмăр.
Ку хутĕнче тата Петюк Нинука мĕнле хур тунă-ши тесе шутлатăп ăшăмра. Ун пек чухне эпĕ Нинука çав тери кирлĕ. Хуйхи, кулянăвĕ шăши хӳрин вĕçĕ тăршшĕ пулсан та.
Нинук аякран, 38 çул каялла пулнă япаларан, пуçларĕ. Кĕтерне патша вăхăтĕнчен кăшт каярах пулать ĕнтĕ.
- Çапла Çеруша çуратрăм та выртатăп роддомра. Пĕр-ик сехетрен Петюк санитарка урлă ман пата пилĕк кило сгущенка, пилĕк кило панулми çитерчĕ. Вăл банкăна йăтса уçма мар, пĕр стакан шыв йăтма та хал юлман. Çур мишук панулми çиме ĕне-им эпĕ/ Шухăшла-ха, мĕнле чăтнă-ши/
Ку историе эпĕ Нинукпа Петюкран пĕрре кăна илтмен. Иккĕш те кула-кула çав банкăна (вăл вăхăтра!) çын-çын урлă тупнине, пульницана илсе пырса Нинука савăнтарнине каласа паратчĕç. Халĕ çавна аса илсе Нинук калавне итлесе «вара çав» тесе хутăм. Нинука ман «вара çав» пĕрре те килĕшмерĕ. Манăн ахлатмаллаччĕ, çапла вĕсем арçынсем чунсăр тесе вăрçмаллаччĕ пулмалла.
Нинук Петюка хурламалли тепĕр ярăм калав пуçларĕ. Ку япала та вĕсен пĕр 28 çул каялла пулнăччĕ. Петюкпа Нинукăн хиртен выльăх валли утă илсе анмалла. Шоферĕ, калаçса татăлнăскер, машинине пӳрт умне пырса чарнă. Çав вăхăтра Петюка часрах ĕçне пымалла тесе телефонпа шăнкăравланă. Нинук тепĕр арçын тупса уттине тиесе килнĕ. Аслăк тăррине утă хăпартма Петюк та çитнĕ.
-Çак пулмасть-и мана хур туни/ - калаçрĕ Нинук. – Ик арçынпа утăра ураран ӳкиччен ĕçлерĕм.
Манса кайнă пулмалла Нинук унччен мана каласа панине. Машина умĕнче йĕр кăна кăтартса пытăм тенине. Манăн хальхинче чĕрене ярса илмеллеччĕ пуль. Эпĕ шыв кăна ыйтрăм. Нинук ман çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ.
-Паян тата, Санькка, паян мĕнле йышши трагеди куртăм-ха тата! Мĕнле чăтатăп-ши/ - тăсрĕ вăл сăмахне.
Нинук мана паян калавĕпе кĕрешӳри пек месерле çавăрса çапма хатĕрленнĕ пулмалла. Мĕнле калас, сăмах вĕçĕпе эпĕ уласа йĕме хатĕр пулам.
- Хур пусмаллаччĕ паян. Ирпе Петюка калатăп, атя-ха пусар, атя-ха пусар тесе. Пуснă чух та тăрать кăна вĕт-ха хăй. Пурттине тупса аллине тыттаратăп та пукан çумне тăрататăп. Хамах хурне хăваласа тытатăп. Ик урипе çунатне пĕр алăпа, пуçне тепĕр алăпа хĕстерсе тытатăп. Урасем гимнастикăри пек. Хура пукан çине пусма хуратăп. Петюк ман пуç çумĕнчех, сăмсаран пĕр сантиметрта, пуртта çĕклесе сулать. Хур пуçĕ уйрăлсан пулчĕ тесе пӳртелле кĕрсе каять. Эпĕ юн юхтаракан, çапкаланакан хурпа тăрса юлатăп.
Ку тĕлте Нинукпа иксĕмĕр те нăшăклатса илтĕмĕр. Хура шеллесе мар, Нинук хурпа пĕччен тăрса юлнишĕн.
- Паян та çаплах пулĕ терĕм. Пулмарĕ! Пурттине пукан çумне хунăччĕ. Эпĕ хур тытма пăрăнтăм. Çаврăннă çĕре пукан çумĕнче çын тăрать. Хура плащпа, пуçне хура пакет тăхăннă. Пакетне куçĕсем тĕлĕнче шăтарса курмалли шăтăк тунă. Петюк-ши, Петюк та мар-ши тетĕп. «Пар хулна!» - тесе кăшкăрать мана. Сасси Петюкăн. Хура пăрахрăм та пӳрте тарса кĕрсе кайрăм. Питĕрĕнтĕм. Хăвалани пулмарĕ. Хур кăна кăшкăрса юлчĕ. Çур кун иртрĕ ĕнтĕ паян. Сана çех уçса кĕртрĕм-ха. Диван çинче телевизор курма выртнă самантра хăйне тăратса тухнăшăн хăратасшăн пулчĕ-ши мана/ Те чăнах та хула касасшăнччĕ. Ман хула!
Хальхинче вара эпĕ Нинука шеллесе ахлатрăм та чĕрене те ярса тытрăм. Нинук та ман çине ăшă куçпа пăхса илчĕ. Иксĕмĕрĕн те куçсем шывланчĕç. Петюк Нинук çине пуртă йăтасшăн пулнă! Çакна çын мĕнле чăттăр! Вăт çын те Петюка, этем те...
Çав вăхăтра пӳрт алăкĕ уçăлчĕ те, алăк урати çине юнланнă хур ӳкрĕ.
- Пар хурна терĕм сана. Хулна темен эп. Саньккан ав кĕпи те йĕп-йĕпе сан куççульне типĕтсе. Çитет, тат тĕкне. Хур яшки çиес килет, - терĕ Петюк. – Санькка, эс темĕн ан шутла-ха. Нинук вĕт вăл вĕçĕмсĕр кино курать. Полицисемпе вăрă-хурах çинчен. «Çĕмрĕк хунарсен урамĕ-сем» сериала вунпиллĕкмĕш хут курчĕ ĕнтĕ. Халĕ «Хура кушак» çине куçрĕ. Эпĕ хур юнĕпе сирпĕ-нсе пите вараласран пуç çине пакет тăхăнтăм. Куç валли шăтăк шăтартăм. Спорт костюмне вараласран (футбол кураттăмччĕ) кивĕ хура плащ тупса тăхăнтăм. Нинук мана палач терĕ пулмалла. «Следстви вăрттăнлăхĕсем» сериалти хурах терĕ пуль. Сăмаха итлесе пĕтермерĕ – вĕлтлетрĕ кăна. Пӳрте те кĕрейместĕп паян. Те Мария Швецова патне шăнкăравламалла/ Футбол мĕнле вĕçленнине те пĕлместĕп, - ăнлантарчĕ васкаса Петюк.
«Вăкăр пусакансем пуçне мĕн тăхăнаççĕ-ши, çийĕсене мĕн çакаççĕ-ши/ Тепĕр енчен – çынсен урăхла нимĕнле хуйхă та пулмасан ку пулăмсем пысăк терт пек туйăнаççĕ ĕнтĕ», - шухăшларăм Нинук патĕнчен тухнă май. Ерипен килелле уттартăм.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 71, Хаçат: 11 (1412), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: