Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕмĕр-ĕмĕр чăвашăн кун-çулĕ
Юмах-халап çинче пырать ялан.
Сĕм-сĕм аваллăхран килет пехил, ăс-хакăл.
Пире, йăх-йышлă халăха, пархатарлăх халлă.
Кĕлĕрен.
 
Самар хутлăхĕнчи чăвашсем Чӳклеме йăла-йĕркипе пĕрремĕш хут уяв ирттерчĕç. Çак мероприяти Самар кĕпĕрни йĕркеленнĕренпе 160 çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ программăна кĕнĕ.
Мĕн ачаранах асăрханă тăрăх, манăн анне çăкăра хĕрес хывмасăр, хĕвелтухăç енче вырнаçнă Турă кĕтесĕ çине пăхса темĕн пăшăлтатмасăр нихăçан та пуçламан. Сакăрвунă çичче пуснă аннеçĕм çăкăр хакне питĕ лайăх пĕлет, вăрçă çулĕсенчи выçлăх çинчен пăлханмасăр каласа параймасть. Çавăнпах пулĕ паян кунччен çăкăр тĕпренчĕкĕсене сĕтел çинчен тирпейлĕн, асăрхануллăн ал тупанĕ çине шăлса илет те çăварне хыпать. Анне мĕн пăшăлтатать-ши, ыйтман пĕрре те, чăрмантарман çав самантра, анчах ман шутпа вăл хăйнеевĕр чӳклет, çӳлти Турра çăкăр тутанма пӳрнишĕн тав тăвать.
Чӳклени – ĕлĕкрен килнĕ йăла. Çĕр ĕçĕпе çыхăннă мĕнпур чăвашшăн та ятарласах ирттермелли йĕрке пулнă. Ăна хирти тыр-пула пухса кĕртнĕ хыççăн ирттернĕ. Пӳлĕхçе тухăçлă тырпул ӳстерме вăй-хăват панăшăн тав туса, çитес çул та ăна пулăшма чĕнсе чӳк тунă чăваш. Айванрах пурăнакансем, чухăн хресченсем чӳк уйăхĕ çитессе кĕтсе тăман, çăкăр енчен хĕсĕкрех пулнăран, маларах, авăн уйăхĕнчех ял-йыша пухса палăртнă. Пурпĕрех тин çеç пухса кĕртнĕ тыр-пула чăваш чӳклемесĕр тĕкĕнмен.В.А. Сбоев этнограф çырнă тăрăх, енчен те чăваш хресченĕ кĕлĕ тумасăр, чӳклемесĕр çĕнĕ çăкăр пĕçерсе çисен, çĕнĕ сăра туса ĕçсен, хăйне калама çук пысăк çылăхлă çын тенĕ пулĕччĕ.
Паллах, хальхи вăхăтра çĕр хуçи, фермер, çак йĕркене пăхăнса пурăнмасть, унăн пуçĕнче çĕр лаптăкĕнчен нумайрах тупăш илес шухăш. Апла пулсан та, пире хамăр йăх-несĕлсен йăли-йĕркине аса илни кирлех. Çак тивĕçе саплаштарасах тесе юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Тольятти хули таврашне кĕрекен Поволжски посёлокĕнче чăвашсем Чӳклеме праçникне пухăнчĕç.
«Истоки» Культура керменĕнне ура ярса пуссанах унта çĕр ĕçченĕн уявне лекнине туятăн. Пĕр йĕрке катки-каткипе тырă (ыраш, тулă, пăрçа, сĕлĕ, урпа), чĕрессенче килти хăмларан тунă сăра. Сĕтелсем пахча çимĕçĕпе авăнса тăраççĕ. Алă ăстисен, ӳнерçĕсен куравĕ илĕртет. Акă пĕр сĕтел хушшинче, хăйĕн пурлăхĕ умĕнче Тольяттири «Шанчăк» ансамль юрăçи Николай Кудряшов мăнаçланса тăрать, çумĕнчех – арлă-арăмлă Левуковсем. Елховка районĕнчи «Телей» дуэт та, Приволжски районĕнчи Çĕнĕ Спасскран килнĕ хăнасем те, Кинел районĕнчи «Шăпчăксем» ансамблĕн юрăçисем те питĕ илемлĕ сĕтелсем хатĕрленĕ. Ăрсиел ялĕнчи (Похвиçнĕ районĕ) юхан шыв ятлă «Тĕрекел» ансамбль хăйен сăрипе килнĕ. Сĕтел умне: «Чăваш хăмлин чи хăватлă чапĕ салантăр таврана!» - тесе çырса хунă.
Тилечери (Чаллăпуç районĕ) «Тĕлпулу» юрă ушкăнĕ вара хисеплĕ хăнасене хăйсен апат-çимĕçĕ умĕнче юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Çак пултаруллă ушкăн пĕрре мар Самар облаçĕнчи конкурссенче çĕнсе илсе Шупашкарти «Атăлçи çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.
Жигулёвск хулинчен Валентина Дёмина ӳнерçĕ темиçе теçеткене яхăн картина тăратнă.
Шупашкарти паллă ал ăсти Тамара Орлова та хăйĕн ĕçĕсене ярса панă. Вăл тĕрленĕ сĕлкĕсем, çăм тутăрсем, çăмăлкка юпăнчăксем курава илем кӳрсе тăчĕç.
Хăнасем пуян куравпа паллашнă хыççăн керменĕн залне кĕрсе вырнаçрĕç. Чӳклемен тĕп пайĕ пуçланчĕ. Сцена çине мăшăрăн-мăшăрăн концерта хутшăнакан артистсем тухрĕç. Арçынсен аллинче алтăрпа сăра, хĕрарăмсен – тирĕкпе çăнăх. Нимелле, ятарласа хатĕрленĕ йывăçран тунă сарлака каткана çăнăхне, чĕресе – сăрине ячĕç.
Куракансем ура çине тăрса ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Михаил Анисимов шăрантаракан «Алран кайми аки-сухи» гимна итлерĕç. Ун хыççăн Чĕмпĕр хăни Александр Пешне Чӳклеме кĕллине вуларĕ. Шурă кĕпе-йĕмлĕ, çĕлĕкне хул хушшине хĕстернĕ мăчаварăн сăмахĕсене пурте тимлĕн итлерĕç, зал шăна вĕçни илтĕнмелле шăп тăчĕ.
Чăваш уявĕ нихăçан та юрласа, ташласа савăнмасăр иртмен. Çак уявра та чăвашсен 12 юрă ушкăнĕ тата уйрăм юрлакан виçĕ артист сцена çине тухрĕ. «Тĕлпулу» ушкăн чӳклеме выляса кăтартрĕ. Чĕмпĕртен килнĕ «Эревет» ушкăн (ертӳçи Н. Ф. Косырев) сюита евĕрлĕ вăйă-куллипе паллаштарчĕ. Шунтал районĕнчи Чулçырмаран килнĕ «Чĕкеç» халăх ансамблĕ (ертӳçи А.Ф. Толстов) куракансене хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Кинел, Похвиçнĕ Елховка районĕнчен килнĕ артистсене те питĕ хапăл йышăнчĕç.
Паллах, Тольяттири юрă ушкăнĕсем концертра ытларахчĕ. Вырăнти «Шурăмпуç» ушкăн (ертӳçи Л.В. Сибулатова) Кĕр сăри йăла-йĕркине хăна юррисемпе çыхăнтарса кăтартса пачĕ.
«Шанчăк» халăх ансамблĕ (ертӳçи А.Н. Максимов), чăваш эстрада ансамблĕсем «Хĕлхем» (ертӳçи В.Л. Левуков), «Çăлкуç» (ертӳçи Е.И. Биктимиркина) тата Нина Измайлова ертсе пыракан «Алтăр çăлтăр» дуэт номерĕсем те куракансене питĕ килĕшрĕç. Пĕччен юрлакансем: Мария Петровапа Светлана Родионова эстрада юррисене шăрантарчĕç.
Вĕçĕнче артистсем пурте сцена çине тухрĕç. Мăчавăр кĕлллипе, Николай Карлин çырнă Самар облаçĕн гимнĕпе уяв вĕçленчĕ.
Чӳклемене курма килнисем питĕ кăмăллă юлчĕç, праçнике йĕркелесе ирттерекенсене В.П. Иванова, Л.Н. Павлова, А.П. Глухова тав турĕç.
 
Самар облаçĕ,
Тольятти хули.
 
: 1182, Хаçат: 45 (1137), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: