Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕçлекен амăшне хушма кану кунĕ парасси пирки Сергей Морозов каланă.
- Çынсене пулăшу парассине пирĕн çĕнетмелле. Власть тата вĕсене пăхăнса тăракан органсенче ĕçлекен хĕрарăмсене çулталăкра пилĕк кун хушма кану памалла: кăрлачăн 19-мĕшĕнче (Ульяновск облаçĕн кунĕ), çĕртмен 1-мĕшĕ (Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун), утă уйăхĕн 8-мĕшĕ (Раççейри çемье кунĕ), авăнăн 1-мĕшĕ (Пĕлӳ кунĕ), авăнăн 12-мĕшĕ – (Çемье хутшăнăвĕн кунĕ).
Çак сĕнӳ çумне ытти ĕçпе тивĕçтерекенсем те хутшăнма пултараççĕ, - тенĕ Сергей Морозов.
Паян облаçра ача ӳстерекен 150 пин çемье пурăнать.
 
Фронтран килнĕ çырусен кĕнекине хатĕрлеççĕ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ветерансен канашĕн председателĕпе Сергей Ермаковпа тĕл пулнă. Калаçу Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен çывăх çыннисене янă çырусене пухса кĕнеке кăларасси, В.И.Ленин çуралнăранпа 150 çул çитнине хатĕрленесси пирки пынă.
- Эпир Ветерансен канашĕн сĕнĕвне ырласа хаваспах «Салтак виçкĕтеслĕхĕ» тăвăм пирки пĕлтеретпĕр. Унăн тĕллевĕ – фронтран янă тата вĕсене тăванĕсем хуравланă çырусене тупасси. Пĕтĕм çырăва пĕр кĕнекене пухатпăр. Çынсене çак ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Ветерансен канашĕ çаплах Раççейри паллă датăсемпе çар историне, паттăрсене халалланă «Урок мужества и чести» проекта хутшăнĕ. Ульяновск облаçĕ паттăр ентешĕсемпе мухтанма пултарать: икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ И.С. Полбин, 167 Совет Союзĕн Геройĕ, Мухтав орденĕн 32 тулли кавалерĕ.
 
Амăш мулне хăвăртрах парĕç
РФ Правительствин йышăнăвĕпе Амăш мулĕн укçине çынсем патне çитермелли вăхăта чакарнă.
Унччен Амăш мулĕн укçипе мĕнле усă курасси пирки çырнă заявление пăхса тухма патшалăх пĕр уйăх уйăрнă, тепĕр уйăхран укçине куçарса панă пулсан малашне укçана заявление çирĕплетнĕ хыççăн вунă ĕç кунĕнче ярса памалла. Çапла вара, заявлени çырнă хыççăн Амăш мулĕпе пĕр уйăх та вунă кунран усă курма пулать.
Правительство йышăнăвĕпе Амăш мулне илме тăратмалли документсен списокне те чакарнă. Енчен те çемье укçана пурăнмалли вырăн туянма е пурăнмалли условисене лайăхлатма ярас тет пулсан пурăнмалли вырăнăн е çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине çирĕплетекен документ вырăнне Пенси фончĕ пĕр пĕтĕм патшалăх право реестрĕнчи (ЕГРП) документăн копине те йышăнать.
Ку çĕнĕлĕх федераци саккунĕнчи улшăнусемпе çыхăннă. Куçса çӳремен пурлăх камăн пулнине патшалăх регистрацийĕпе çирĕ-плетме пĕр пĕтĕм патшалăх право реестрĕнчи (ЕГРП) документăн копийĕ те çителĕклĕ.
2017 çулхи Амăш мулĕн калăпăшĕ – 453 пин тенкĕ.
Амăш мулĕн программине кĕме çемьесен тата икĕ çул пур. Ăна 2018 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен çуралнă е усрава илнĕ çемьери иккĕмĕш е ытларах ачашăн параççĕ.
 
: 94, Хаçат: 12 (1413), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: