Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Кĕнеке керменĕ-нче паллă скульпторăн, пирĕн ентешĕн Владимир Нагорновăн куравĕ уçăлчĕ.
Владимир Нагорнов – Чăваш тата Пушкăрт Республикисен, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, чăваш халăх художникĕ, пĕтĕм Раççейри тата Чăваш Республикинчи художниксен пĕрлĕхĕсен пайташĕ. Вăл Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă.
Хальхи вăхăтра художник тата скульптор Владимир Нагорнов Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Вăл Чăваш Республикинчи чи паллă скульптор. Унăн ĕçĕсем хулана илем кӳреççĕ. Раççейĕпех паллă ĕçĕсенчен пĕрисем – Шупашкарти Амăшĕн тата К.В. Ивановăн, Ульяновскри И.Я.Яковлев палăкĕсем. Çав вăхăтрах унăн ĕçĕсене Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чулхула облаçĕсенчи тата ытти регионти ял-хулара курма пулать. Унăн ĕçĕсен тĕп теми – чăваш халăхĕн кăна мар, мĕнпур Раççейĕн историйĕпе культури.
Ульяновскра уçăлнă курава Владимир Нагорнов 60 çул тултарнине халалланă. Тĕрĕссипе, вăл художникăн юбилейĕпе çыхăннă куравсен ярăмĕн пĕр пайĕ. Пĕрремĕш курав Шупашкарти Ӳнер музейĕнче чӳк уйăхĕнче уçăлнă. Халĕ В. Нагорнов ĕçĕсем Ульяновскра. Малалла художник çак куравпа Раççейри ытти хуласене çитĕ.
Чăваш скульпторне чыслама Кĕнеке керменне облаçри культура, музей, вулавăш ĕçченĕсем, художниксем, искусствăна юратакансем, скульпторăн тус-юлташĕпе тăванĕсем пухăнчĕç. Ульяновскри «Калинушка» студие çӳрекен Мария Ямщикова «Чӳречине яриех уçса ярсан» юрăпа пурне те пĕр çаврана тăма чĕнчĕ.
Кĕнеке керменĕнчи пай заведующийĕ Вера Долматова пухăннисене Владимир Нагорновăн пурнăçĕнчи тата искусствăри çулĕсемпе паллаштарчĕ.
Пĕрремĕш салам сăмахне облаçри искусствăпа культура политикин министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Михеева каларĕ, салам çырăвне вуласа пачĕ, культурăна аталантарас ĕçре пысăк çитĕнӳсем сунчĕ, Ульяновскри И.Я. Яковлев палăкĕшĕн тав турĕ.
Чăваш Республикин культурăпа национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствинчи пай заведующийĕ Лидия Филиппова çакăн пек мероприятие йĕркелекенсене, килнисене тав туса Владимир Нагорновăн пултарулăхне пысăк хак пачĕ.
- Эсир хăвăрăн ĕçĕрсемпе чапа тухнă çын. Чăваш Республикинче кăна мар - Раççейĕпех! Шупашкарти чи илемлĕ вырăнта ларакан Амăшĕн палăкĕпе Атăл тăрăх ишекен тата пирĕн хулана курма килекен туристсем паллашакан пĕрремĕш искусство ĕçĕ. Пирĕн республикăра çакăн пек çын пуррипе эпир мухтанатпăр, - терĕ.
В.П.Нагорнов пултарулăхĕ пирки ЧР паллă искусствовечĕ Антонина Мордвинова кĕнеке çырса кăларнă. Шупашкартан килнĕ хăна Чăваш Республикипе Ульяновск облаçне пысăк кĕпер çыхăнтарса тăнине, искусствăра вăл çыхăну тарăн йĕр хăварнине палăртрĕ. Ульяновск çĕрĕ çинчи художниксемпе Чăваш Республикисенчисене танлаштарчĕ. Раççейре чи паллă та авалхи Пенза ӳнер училищине Чăваш Республикинчи пĕр скульптор кăна – Владимир Нагорнов пĕтернĕ. Ульяновск облаçĕнчен вара темиçе художник пĕтернĕ. Облаçри вулавăша ЧР гуманитари ăслăлăх институчĕ кăларнă кĕнекесен пуххине парнелерĕ.
Паллă ентешне Чăнлă районĕн администрацийĕнчен те саламлама килнĕ. Социаллă аталану управленийĕн пуçлăхĕ Наталья Краснова район пуçлăхĕн Ханяфи Рамазановăн салам çырăвне вуласа пачĕ. «Чăнлă çĕрĕ талантсемпе пуян. Пĕри вĕсенчен – эсир! Сирĕнпе мухтанатпăр. Малашне те пысăк ĕçсемпе палăрмалла пултăр», - терĕ. Ырă сунăмсене Аслă Нагаткинти çамрăк юрăçă Кристина Никитина çепĕç чăваш юррипе çирĕплетрĕ. Чăнлă çĕрĕнчи саламсем çумне ентешĕсем – Пухтелĕнче çуралса ӳснĕ Борис Тимиркин адвокат тата Николай Кондрашкин (Вăта Тимĕрçен) художник хутшăнчĕç.
Владимир Нагорнова çаплах Ульяновск облаçĕнчи Художество музейĕн директорĕн çумĕ, паллă искусствовед Луиза Баюра, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, УлПУ профессорĕ Анатолий Клюев, Раççей Художниксен пĕрлĕхĕн Ульяновскри уйрăмĕн председателĕ Николай Чернов ырă сунчĕç, кĕнекесем парнелерĕç, чăваш скульпторĕн ĕçĕсене, йĕркеленĕ курава пысăк хак пачĕç. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртса искусство национальноçсăр пулнине çирĕплетрĕç. Вĕсем час-часах тĕрлĕ куравсенче тĕл пулаççĕ. Художниксене уйрăмах «Большая Волга» туслаштарать. «Ĕçĕсем нумай пулсан кăна скульптор телейлĕ. Паянхи курава курнă хыççăн эсир чăн-чăн телейлĕ çын пулнине ĕненетĕп», - терĕ Анатолий Клюев.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев паллă скульпторăн ĕçĕсенче патриотизм теми çирĕп палăрса тăнине палăртрĕ.
- Çакăн пек куравсене эпир Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республики пĕр-пĕринпе экономикăра, культурăпа спортра тачă çыхăнса ĕçлесси пирки тунă килĕшĕве пула йĕркелеме пултаратпăр. Тав пирĕн ертӳçĕсене. Владимир Нагорнов пек çынсем пурришĕн эпир питĕ савăнатпăр. Вăл Патриархăмăрăн Халалне çирĕп пăхăнса пурăнать. И.Я.Яковлев: «Эпир туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр», - тенипе кăна мар, хăйĕн ырă кăмăлĕпе, юнашар тăракан ентешĕмĕрсене пулăшма тăрăшнипе те паллă. Эсĕ пирĕн вĕрентекен те. Кăçал чăваш букварĕ 135 çул тултарать. Çавăнпа Владимир Порфирьевичăн куравĕ паян уçăлни пирĕн регионшăн пушшех пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен букваре Иван Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ Алексей Рекеев чи малтан Чăнлă районне çитернĕ. 2018 çулта Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çак паллă датăпа çыхăннă мероприятисен ярăмĕ те паян тытăннă тесе шутлăпăр, мĕншĕн тесен шăпах Владимир Нагорнов Патриархăмăрăн палăкĕн авторĕ, - терĕ. Чăваш культурипе искусствине аталантарнăшăн УОЧНКА ĕçтăвкомĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Юлашкинчен Владимир Нагорнов пухăннисене курава тăратнă ĕçĕсемпе, вĕсем мĕнле майпа çуралнипе, пурнăçланнипе паллаштарчĕ.
Куравра Амăшĕн монументне 100 хут пĕчĕклетсе тунă макет та пур. Çаплах стендсем çинче çак палăка тунă вăхăтăн саманчĕсене сăнарланă сăнӳкерчĕк-сем. Юнашарах Амăшĕ палăкĕн пилĕк хут пĕчĕклетнĕ пуçĕн макечĕ. Чăн пуçĕ вара 5 метр.
Курава пĕчĕк скульптурăсене – «Юная», «Мальчик пузырист» «Взор», «Буларка» тата ыттине тăратнă. Монументлă скульптурăсем – фотостендра. Пурĕ 27 ĕç.
Курав апрелĕн 17-мĕшĕччен пырать. Вăл тӳлевсĕр.
 
: 86, Хаçат: 12 (1413), Категори: Курав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: