Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Крымов урамĕ
Михаил Дмитриевич Крымов – парти деятелĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче совет влаçне туса хурас ĕçе хутшăнаканĕ.
Вăл 1881 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесне кĕрекен Барятино ялĕнче çуралнă. Революци юхăмне Петербургри заводра ĕçленĕ чух хутшăннă. ЦК РСДРП (б) хушнипе вăл 1917 çулхи августăн 30-мĕшĕнче Чĕмпĕре килсе çитет. Вăл тăрăшнипе кунта РСДРП(б) Чĕмпĕрти комитечĕ çуралать. Хăйне председателе суйлаççĕ.
1918 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Крымова Чĕмпĕр кĕпĕрнин тата Чĕмпĕрти ЧК комиссарне çирĕплетеççĕ. Унта вăл 1919 çулччен ĕçлет. 1921 çултан – Мускав тата Ленинград хулисенче патшалăх тытăмĕн тĕрлĕ вырăнĕсенче. 1955 çулта вăл çĕре кĕрет.
Ульяновскри Ленин районĕнчи пĕр урама унăн ятне параççĕ. Ĕлĕкрех ăна Ярмăркка лапамĕ тенĕ.
 
Суров урамĕ
Григорий Иванович Суров – офтальмолог- тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор.
Вăл 1871 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Улатăр хулинче (халĕ Чăваш Ен) çуралнă. Улатăрти тата Чĕмпĕрти арçынсен гимназийĕсене, каярах Хусан университетне пĕтернĕ. 1904 çулта «К вопросу о пересадке роговицы» темăпа доктор диссертацине хӳтĕленĕ.
1906 çулта Чĕмпĕре куçса килет. 1911 çулта ăна Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи земство пульницин (халĕ клиника пульници) куç уйрăмĕн заведующине çирĕплетеççĕ. Суров ăслăлăх ĕçне кӳлĕнет, 50 ĕç çырса офтальмологи шкулне туса хурать. Каярах ăна вырăнти тухтăрсен обществин председательне суйлаççĕ. 1943 çулта вăл РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ ятне тивĕçет. 1945 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденне парса чыслаççĕ.
1946 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăнать. Ăна Чĕмпĕр хулин кивĕ масарĕнче пытараççĕ.
Ульяновскри Çĕнĕ хулари пĕр проспекта унăн ятне панă.
 
: 84, Хаçат: 12 (1413), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: