Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунĕ умĕн мана тата шкулти 7-мĕш «Г» класс ачисене Ульяновскри Наука библиотекине чăваш çыравçисемпе тĕл пулма чĕнчĕç. Унта паллă çыравçăсем пурччĕ: Анатолий Юман, Валентина Тарават, Анатоли Ырьят, Серте Мишши тата ыттисем. Авторсем тăван чĕлхене сыхласа хăварас пирки калаçрĕç, хăйсен сăввисене вуларĕç, кĕнекисене парнелерĕç. Ачасене тĕлпулу килĕшрĕ.
Тепĕр кун пĕрремĕш урок умĕн ачасем ман пата класа пуçтарăнчĕç. Вĕсем ĕнер «Шевле» литпĕрлешӳ членĕсемпе ирттернĕ мероприяти çинчен калаçу пуçарчĕç, ăна тишкерме пăхрĕç. Эпĕ шавламăсăр вĕсене итлесе тăтăм. Класра вĕренекенсенчен иккĕшĕ чăвашла аван ăнланаççĕ, çавăнпа вĕсем çыравçăсен псевдонимĕсене вырăсла куçарма тытăнчĕç. Пĕр тĕлте вĕсен йывăрлăх сиксе тухрĕ, вара вĕсем ĕнер парнеленĕ кĕнекесене ман сĕтел патне пырса пăхрĕç. Вĕсене Анатолий Юманăн хушма ячĕ кăсăклантарчĕ. Ачасем Анатолий Федорович кăçал 85 çул тултарассине пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕç. Чăнах та тĕлĕнмелле ĕнтĕ, вăл вара паян та илемлĕ сăвăсем çырать! Вăл Чĕмпĕр çыравçисен хушшинче çулпа кăна мар, литературăри стажĕпе те чи асли! Вăрманти чăн-чăн ватă юман!
Çав кун «Канаш» хаçат редакцинче «Шевле» ертӳçи мана А.Юманăн «Сонеты по третьему кругу» кĕнекине парнелерĕ. Килте эпĕ ăна васкамасăр, кашни сăмахне ăнланма тăрăшса вуларăм. Хăш-пĕр йĕркине тепĕр хут вуласа тухрăм. Чылай çулланнă çын çакăн çепĕç туйăмсене хут çинче çырса кăтартма пултарнинчен питĕ тĕлĕнтĕм. Эпĕ хама автор çумĕнче пулнă пек туйрăм, ун туйăмĕ-сене чĕре витĕр кăлартăм. Кĕнекене вара куççуль урлă вуласа пĕтертĕм... Эпĕ поэта, ун туйăмĕсене чун-чĕререн ĕнентĕм.
А.Юманăн çакăн пек йĕркесем пур:
 Эсĕ пулнă ун чух манăн йăмăк,
 Эпĕ пулнă айван тата шух.
Эпир час-часах хамăрăн ырă туйăмсене çывăх çынна калама вăтанатпăр, юратнине пĕлтерме шикленетпĕр. Каланинчен мар, калаймасран шикленмелле. Ырă сăмахсене калама кая юлас марччĕ, калайманни кайран чуна ыраттарса пурăнĕ.
Анатолий Федоровича нумай çул пурăнма сунатпăр. Вăл кая юлса пулин те хăйĕн шалти туйăмĕсене юратнă çыннине калама пултарнă. Пирĕн те ытла кая юлас марччĕ.
 
: 49, Хаçат: 12 (1413), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: