Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пултаруллă ачасене аталанма май паракан конкурссенчен пĕри – Ульяновск облаçĕнчи «Пĕчĕк çăлтăр» ăмăрту. Кăçал вăл Ульяновск облаçĕнчи Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр тата УОЧНКА йĕркеленипе март уйăхĕн вĕçĕнче иртрĕ. Район тапхăрĕсенче мала тухнă 5-10 çулсенчи 15 хĕрача Тутар культура центрĕн сцени çинче чи маттур, чи хастар, чи ăслă тата чи ăста, пĕр сăмахпа каласан чăн-чăн çăлтăр ятне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ.
«Хампа паллаштарам-ха» ăмăртăва хĕрачасем çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа тухрĕç. Вĕсенчен кашниех вĕренĕвĕпе ăнăçăвĕсем, канăвĕпе пултарулăхĕ, чăваш чĕлхипе литературине ăса хывнă çĕрти çитĕнĕвĕсемпе малашнехи ĕмĕчĕсем çинчен каласа пачĕ. Чăваш тумне тăхăннăскерсем сцена çине шурă акăш евĕр пĕрерĕн-пĕрерĕн тухрĕç. «Ман ташлас килет» тесе ят панă йĕркелӳçĕсем чи çăмăлкка конкурса. Ĕç-пуçĕ вара пачах та çăмăл мар. Хĕрачасене кĕвĕ ярас умĕн çеç хăйсен мĕнле халăх ташшине ташласа кăтартмаллине каларĕç. Маттурсем чăваш, вырăс, тутар, кавказ, турккă, грузин, инди, еврей тата ытти халăх ташшисене ĕненмелле те килĕшӳллĕн сăнарласа пачĕç. Ăс-хакăл ăмăртăвĕ чи тавçăруллине, çивĕч ăс-тăнлине суйласа илме пулăшрĕ. Ертӳçĕсем ачасене тупмалли юмахсем икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – вуласа пачĕç. Ыйтăвĕсем самаях йывăррине пăхмасăр тĕрĕс хуравсем пани ашшĕ-амăшне те, куракансене те хавхалантарчĕ. «Хуçалăхра кирлĕ ылтăн алăсем» тупăшăвăн тĕллевĕ ачасен пĕчĕк те çепĕç пӳрнисемпе тыткаласа витĕр курăнман хупă çыхăра мĕнле кĕрпе выртнине пĕлессиччĕ. Кунта вăхăтран вăхăта кулăшларах самантсем сике-сике тухкаларĕç пулин те тĕрĕс хуравсем ытларах пулчĕç. Вир кĕрпине ытти пĕрчĕллĕ культурăсенчен (сĕлĕ, тулă, рис, хуратул...) уйăрасси маннă пăтти çиесси мар-çке. Конкурсри чи пылак ĕç - амăшĕпе, асламăшĕ-кукамăшĕпе пĕрле пĕçернĕ торт хăтлавĕ. Чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ техĕмлĕ апат куравĕ тĕлĕнтерчĕ. Мĕнли кăна çукчĕ унта! Тата тепĕр кĕтнĕ тупăшусенчен пĕри – «Хĕрачасен юрлас ăсталăхне палăртасси». Илемлĕ бал кĕпине тăхăннă чиперккесем сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех шанăçлăн, çирĕп тытрĕç, илемлĕ хусканусемпе килентерчĕç.
Жюри членĕсене - УОЧНКА пуçлăхне Олег Мустаева, УАЗ Культура çурчĕн ĕçченне Анастасия Дмитриенкăна, хулари наци кил-çуртĕ-нчи «Хамăр ял» ресторан директорне Алексей Сергеева – конкурс çĕнтерӳçисене палăртма пĕртте çăмăл пулмарĕ.
Симĕс Раща шкулĕнче вĕренекен Анна Портнова хăй чăваш пулнишĕн, тăван чĕлхепе пупленишĕн савăннине пытармарĕ. Ашшĕ-амăшĕ тата чăваш чĕлхи вĕрентӳçи Р.А. Волкова хатĕрленĕ «Путене» лауреатне. Ку конкурсра «Илĕртӳллĕ хĕрача» номинацире малти пулчĕ вăл. Анастасия Сердюкова Димитровградри чиркӳ хорĕнче юрлать, тĕрлĕ ăс-хакăл ăмăртăвĕ-сене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Хатĕрлекенĕ – Валентина Викторовна Киргизова – чăваш хĕрачине чăн-чăн ахах-мерчен тесе шутлать. Вĕренекенĕ «Сăпайлă хĕрача» номинацире çĕнтерчĕ. Каркиел шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Марина Каюнко (хатĕрлекенĕ – С.Ерофеева) чăваш ташшине питĕ ăста. Шкулта пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшаканскер вăл, учительсен мухтавĕ. «Çепĕç кулă» ята ахальтен мар тивĕçрĕ. Ирçел хĕрачи Анастасия Адамова юрлама та, ташлама та маçтăр. Кĕпи еплерех илемлĕ тата унăн! Оксана Мещаниновапа Галина Стаканова «Хӳхĕм хĕрача» номинацире палăрнă вĕренекенне малашне ăнăçусем сунса ыталарĕç. Хула шкулĕсенчен килнĕ шăпăрлансем чăвашла аван калаçни чăннипех те савăнтарчĕ куракансене. Мария Ванюшинана (Ульяновскри 57-мĕш шкул), Ксения Борисована (56-мĕш шкул) тата Дарья Харитонована (13-мĕш гимнази) Грузинсем, Л.К.Благороднова тата ашшĕ-амăшĕ хатĕрленĕ. Хăйсене сцена çинче чăн-чăн артист пек ăста тыткалама пĕлнипе тивĕçрĕç вĕсем Димпломсемпе парнесене. Полина Кнеевапа Валерия Майрабеева Кивĕ Улхаш шкулĕн чысне хӳтĕлерĕç. Л.А.Узикова, Е.В.Трукова вĕрентекенсем вĕсен ăнăçăвĕшĕн хĕпĕртенине уççăнах палăртрĕç. София Чугуновапа Надежда Ятманова – Вăта Тимĕрçентен. Тусĕсем нумай пулни, чăваш чĕлхине мала хуни ăмăртура вăй-хал кӳнине пытармарĕç. Вĕсене Светлана Мигуковапа Ирина Краснова вĕрентӳçĕсем хатĕрленĕ, çемйисем хавхалантарнă, пулăшнă.
«Пĕчĕк çăлтăр» ята Вăта Тимĕрçен шкулĕнче «5» паллăпа вĕренекен, пур пуçарура та ялан малта пулма тăрăшакан, модăна пăхăнакан хитре хĕрача – Кристина Арбузова тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна пĕчĕк хăна – Пăва районĕнчи Рункă ялĕнчен килнĕ 6 çулти шăпăрлан – Елизавета Сайкина тухрĕ. Виççĕмĕшне Çĕнĕ Улхашри нумай ачаллă çемьерен чи кĕçĕнни, алĕç ăсти, ташлама-юрлама пултаракан Ульяна Борисова çĕнсе илчĕ. Вăлах «Куракансем килĕштернĕ хĕрача» пулса тăчĕ.
Парнесене Ульяновск область правительстви уйăрса панă. Конкурсанткăсем хатĕрленнĕ вăхăтра Мария Ямщикова куракансене юрласа савăнтарчĕ.
 
: 489, Хаçат: 13 (1414), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: