Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче тăван чĕлхе (çав шутра вырăс чĕлхи те) вĕрентӳçисен пухăвĕ иртрĕ. Унта 350 яхăн çын хутшăнчĕ.
Регион шайлă форум Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе кăçал иккĕмĕш хут пулчĕ. Унта этнокультура вĕренĕвне лайăхлатас тата наци пĕрешкеллĕхĕнчи поликультура ăспарăвне йĕркелес ĕçри çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. Çулталăк тăршшĕпех тăван чĕлхене (чăваш, тутар, мордва, вырăс) халалласа ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетсе хак пачĕç. Унсăр пуçне пухăннисен вĕренӳ тытăмĕнче пысăк ăсталăхпа ĕçлеме хăнăхтаракан çĕнйĕркелӳсен хăтлавĕпе те паллашма май пулчĕ. Кăмăл тăвакансем хушма вĕренĕве илсе пыракан педагогсен маçтăр-класĕсенче пулса курчĕç, ĕçлев пултарулăхĕн фойере йĕркеленĕ куравĕпе киленчĕç, вĕренӳпе меслетлĕх литературипе тата облаçра кун çути куракан чăваш, тутар, мордва хаçачĕ-семпе савăнсах паллашрĕç, хулари 20-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем пилĕк чĕлхепе хатĕрленĕ композицине куç туллин ытамларĕç.
- Ку пуху пирĕн нумай нациллĕ регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулран-çул тăван халăх культурипе чĕлхине, йăли-йĕркине вĕренес текен ачасен шучĕ ӳсни савăнтарать. Халь вĕсен хисепĕ 11 пине çитет (çав шутран 2 пин те 235 ача – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 94 шкулта - чăваш чĕлхине ăса хывать). Вĕренекенсем наци чĕлхисемпе ирттерекен олимпиадăсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ, лагерьсенче наци чĕлхисен аталанăвĕпе йĕркелекен сменăсенче канаççĕ. Унсăр пуçне пĕлтĕр эпир «Атăлçи халăхĕсен фестивалĕ» ятпа пĕрремĕш сменăна ăнăçлăнах ирттертĕмĕр. Унта чăваш, тутар, мордва, вырăс ачисем хутшăнчĕç. Эпир ачасене паракан патриотла тата ăспару ĕçне пысăк тӳпе хывнă вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсене пысăк хак паратăп, - терĕ форума уçнă май Ульяновск область правительствин председателĕ Александр Смекалин.
Пухăвăн пĕрлехи ларăвĕн ĕçне Ульяновск облаçĕн педагогика ĕçченĕсем, обществăлла пĕрлешӳсен тата влаç тытăмĕн çыннисем, çав шутра Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенчен килнĕ хăнасем, хутшăнчĕç.
- Пĕлтерĕшĕпе паха та кирлĕ пухăва малашне регионсем хушшинчи шайлă тума тăрăшмалла. Ульяновск облаçĕпе Чăваш Ен хушшинче пĕр-пĕрин опычĕ-пе паллашас тата тăван чĕлхепе литературăна упрас тĕлĕшпе, пĕтĕмĕшле поликультура вĕренĕвне сарассипе тачă çыхăну йĕркелени савăнтарать мана. Методика пособийĕсене, вĕренӳ хатĕрĕсене çыракансем Чĕмпĕр Енри чăваш учителĕсемпе тахçанах пĕр чĕлхе тупнă, шупашкарсем вĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштараççĕ, сĕнĕвĕсене шута илеççĕ, - терĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, культурологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Васильев.
Владимир Александрович тăван чĕлхепе литература вĕренĕвĕ тĕрĕс çул-йĕрпе пынине, ачасем ялта çеç мар, хулари шкулсенче те кукамăш-кукашшĕ чĕлхине ăса хывнине ырларĕ* форума хутшăннисене Чăваш Республикин культура тата наципе архив ĕçĕсен министрĕн Константин Яковлевăн тата Чăваш халăх ассамблейин пуçлăхĕн Лев Кураковăн салам сăмахĕсене вуласа пачĕ.
Пухăва хутшăннă сумлă çынсем 2017 çула этнокультура вĕренĕвне аталантарассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тата пысăк тĕллевсене палăртрĕç. Вĕсен хушшинче: тăван (чăваш, тутар, мордва, вырăс) чĕлхепе тата литературăпа иртекен олимпиадăсем умĕн ачасене чĕлхе тĕлĕшĕнчен вăйлăрах та паха хатĕрлесси, тăван халăх культурине шăпăрлансене ача садĕнчех ăса хывтарасси, вырăс чĕлхипе литератури учителĕсене ăмăртусен юхăмне явăçтарасси.
Унсăр пуçне педагогика ĕçченĕсене Хисеп хучĕсем тата Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. Вĕсен йышĕнче хастар чăваш вĕрентӳçисем те пур. Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн Хисеп хутне С.А.Марышева (Ульяновскри 55-мĕш шкул) тата Н.М.Сайгушева (Ирçел шкулĕ) тивĕçрĕç* кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвне – С.Ф.Кудряшова (Çĕнĕ Улхаш)* Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министертвин Хисеп хутне – М.М.Карпова (Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкул), Г.Н.Прилучных (Ульяновскри 30-мĕш гимнази), В.В.Киргизова (Димитровград), В.В.Пидиксеева (Пухтел).
- Ульяновск облаçĕнче пултаруллă вĕрентекенсем питĕ нумай. Вĕсем пĕрремĕш çул çеç мар тăван чĕлхене сыхлас çĕрте тава тивĕçлĕ ĕçсем илсе пыраççĕ. Регионсем хушшинчи олимпиадăсен результачĕсем эп каланине уççăнах çирĕплетеççĕ. 2017 çулта пирĕн шкул ачисем яланхиллех чăваш, тутар, мордва чĕлхипе иртнĕ ăс-хакăл ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисем тата мала тухнисенчен пĕрисем пулса тăчĕç. Пур енĕпе те пултаруллă вĕрентӳçĕсен опытне сарассипе регионта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе йĕркеленĕ Тăван чĕлхе вĕрентӳçисен ассоциацийĕ ĕçлет. Паян ун йышĕнче 155 малшухăшлă учитель, - терĕ регионти вĕренӳ министерствинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ департаменчĕн директорĕн çумĕ Наталья Козлова.
 
: 480, Хаçат: 13 (1414), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: