Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствипе Чăваш наци конгресĕ наци культурин пĕрлешĕвĕсен ертӳçисемпе «Пĕрлĕхре – пирĕн вăй» ятпа çавра сĕтел ирттернĕ.
Калаçăва культура министрĕ Константин Яковлев пуçланă. Çавра сĕтеле хутшăннисене салам сăмахĕсем каланă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн председателĕ Леонид Черкесов малашнехи планĕсемпе паллаштарнă.
Чăваш наци конгресĕ регионсенчи наципе культура автономийĕсемпе ĕçлесси пирки ЧНК президенчĕ Николай Угаслов каласа панă.
Тĕнчере пурĕ чăвашсен 37 наципе культура автономийĕ. Малашне наципе культура автономийĕ-сен председателĕсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтупа калаçнă, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă, мĕнле ĕçлемелли пирки сĕнӳсем панă.
Ульяновск облаçĕнчен çавра сĕтеле УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев хутшăннă. Чи витĕ-млĕ те усăллă сĕнӳсем унранах тухнă.
- Нумаях пулмасть «Триколорпа» Чăваш наци телевиденийĕ тухма пуçларĕ. Питĕ лайăх япала. Тĕрлĕ регионти йăхташсем чăваш сассине илтеççĕ, культурăпа паллашаççĕ. Çав вăхăтрах регионсен те хăйсем пирки пĕлтермелле. Чăвашсем ытларах пурăнакан вырăнсенче – Ульяновск облаçĕнче, Тутарстанпа Пушкăртсанра – наци телевиденийĕн корпункчĕсене уçмалла.
Иккĕмĕшĕ, ЧНКан малтанхи пек статусне ӳстермелле – пĕтĕм тĕнчери Чăваш наци конгресĕ пулмалла. Хальхи шая анса ларни – регионсем хушшинчи обществăлла организаци пулса пурăнни – тивĕçтермест. Статус ӳссен кăна ЧНК Раççейĕн 2030 çулчченхи аталану программине хутшăнса тĕрлĕ грантсем илме пултарать. Тутарстанра ав вĕренӳпе культура министерствисем регионсене 350-шар пин тенкĕ параççĕ, ачасене шкулта, садиксенче тăван чĕлхене вĕренмелли кĕнекесем парнелеççĕ.
Виççĕмĕшĕ, эсир кунта, тĕп хуламăрта, чăвашсем тĕрлĕ юхăмсене пайланса пĕтнĕ: çыравçăсен тата художниксен пилĕкшер организаци. Пайланнипе пĕри те аталанаймасть, малалла каяймасть, уйрăмшарăн патшалăх та укçа памасть. Республика влаçĕпе ЧНК тĕп задачи – вĕсене пĕрлештересси. Пĕрлешмелле, каллех патшалăх программисене кĕрсе грантсем илессипе ĕçлемелле.
Тăваттăмĕшĕ, ЧНК çитес çулхи программине те курмастăп. Кăçал чăваш букварĕ тухнăранпа 135 çул. Кун пирки мĕншĕн-тĕр Ульяновск облаçĕнче кăна калаçаççĕ. Букваре чĕмпĕ-рсемшĕн кăна çырман вĕт! Пĕтĕм чăваш унпа вĕреннĕ! Çитес çул И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Кун пирки те манмалла мар.
Пиллĕкмĕшĕ, федераллă автономи питĕ вăйлă та çирĕп пулмалла. Тутарсен федераллă автономийĕ регионтисене хавхалантарса 50-шар пин тенкĕ парать.
Улттăмăшĕ, 2030 çулччен Наци аталанăвĕн программине хатĕрлемелле! Вăл Раççей патшалăхĕн аталану программипе пĕр утăмпа пымалла. Пур тытăмăн та пĕр çыхăра ĕçлемелле – уйрăмах культурăпа вĕренĕвĕн. Халĕ эпир тăрăшсах ЮНЕСКО организацие вăрçатпăр: эпир пĕтместпĕр тесе хамăра хамăр улталатпăр. Çав вăхăтрах пирĕн вĕренӳ тытăмĕ халăх туйăмне ачасенче мĕн пĕчĕкрен пĕтерет. Садиксенче ачасенче чăвашлăха аталантармалли программа çук. Пĕр ăсчах та хальччен сĕнӳ паман.
Çиччĕмĕшĕ, 2013 çултанпа Мускавра наципе культура автономийĕ çук. Ăна ĕçлеменнипе хупнă. Нумай регионта çакăн пек лару-тăру. Анчах эпир çакна каллех пытаратпăр. Автономисем ячĕшĕн тытăнса тăраççĕ, вĕсен ертӳçисем 70-80 çулхисем. Автономи ĕçне ытларах çамрăксене явăçтармалла, пустуй вырăн йышăнса лармалла мар. Чăваш чунĕллĕ çамрăксем нумай, вĕсене çул памалла. Юлашкинчен çакна каласшăн, нимĕнле парти юхăмĕ те наци юхăмĕпе пĕрле пулмалла мар. Пирĕн пĕр лидер – Владимир Путин, - тенĕ Олег Николаевич.
Çавра сĕтеле хутшăннисем юлашкинчен çакăн пек сĕнӳсем йышăннă:
- Раççей Федерацийĕнче тата ытти çĕршывсенче вырнаçнă наципе культура автономийĕсемпе, культура обществисемпе, культура центрĕсемпе малашне те тачă çыхăнса ĕçлесси, йĕркелӳ ĕçĕсенче малалла пĕр-пĕрне пулăшасси, информаципе методика кăтартăвĕсемпе тивĕçтересси*
- чăвашсен наципе культура автономийĕсене йĕркелӳ докуменчĕсене (устав, протокол) çĕнĕре пăхса тухма, вĕсене РФ тата регион саккунĕ-сене пăхăнса йĕркелеме, улшăнусене вăхăтра кĕртмелле пулăшасси*
- чăвашсен наципе культура автономийĕсене Чăваш Республикинче, регионсенче иртекен мероприятисене хастартарах хутшăнма, çамрăк ăрăва хăйсен ĕçĕсене ытларах явăçтарасси.
 
: 123, Хаçат: 13 (1414), Категори: УОЧНКА

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: