Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатăн иртнĕ номерĕсенче Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ят парасси пирки çине-çинех материалсем пичетленчĕç. Вĕсемпе паллашнă май пирĕн республикăри чăвашсен «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн хастарĕсемпе пĕрле хамăн уйрăм шухăш-кăмăлăма пĕлтересшĕн.
А.Юман сăввисемпе эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех, хам Меселпуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах, паллашнăччĕ. Авăркас районĕнчи дубляж мелĕпе чăвашла тухакан «Çĕршыв çулĕ» хаçатра унăн сăввисем пичетленсе тăратчĕç. Кăсăклансах вулаттăмăр вĕсене. Вăл вăхăтра тĕрлĕ регионсенче тухса тăракан хаçатсем литература страницисемпе пĕр-пĕрин патне «хăнана» çӳресси йăлараччĕ. Астăватăп-ха, пирĕн районти авторсен сăвви-калавĕ Тутар Республикинчи Аксу районĕпе Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă район хаçачĕсенче уйрăм страницăсенче сăнӳкерчĕксемпех пичетленчĕç. Паллах, пирĕн авторсене «хăнана» чĕнекеннисен хайлавĕсем те «Çĕршыв çулĕ» хаçат страницисенче кун çути курчĕç. Çакă кӳршĕ регионсенчи чăваш литературин çĕнĕлĕхĕсемпе паллашма пулăшнă. Ку йăла-йĕркене пуçараканĕ вăл вăхăтра Чăнлă район хаçатĕнче тăрăшакан А.Ф.Ермилов (Юман) пулчĕ.
Çак поэта тата çыравçа Чĕмпĕр тăрăхĕнче кăна мар, Раççейĕн ытти кĕтесĕсенче те аван пĕлеççĕ. Ун пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Сăвă-поэма çырнисĕр пуçне прозăра та ăнăçлă ĕçлет. Шӳтлĕ калавĕсенче хальхи саманара тĕрлĕ йăх-яха питлет вăл. Пултарулăхĕнче сонет çырассипе палăрнине уйрăмах асăнса хăвармалла. Пурте пĕлетпĕр: çак йывăр жанрпа ĕçлекен сăвăçсем чăваш литературинче пĕр алăри пӳрнесенчен те сахалрах. А.Юман сонечĕсем тарăн шухăшлă, ăнланмалла чĕлхепе çырнипе уйрăлса тăраççĕ. Литературăра 1950-мĕш çулсенчех палăрнă поэт хальччен 60 ытла кĕнеке кăларма мехел çитерчĕ. Ун хайлавĕсем чĕрĕ, сывлаççĕ. Халăх юратса вулать вĕсене. Апла пулсан хăйне Писательсен союзне кĕме рекомендаци панă чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн шанчăкне тӳрре кăларчĕ вăл.
Çавăнпа эпир, «Шуратăл» литпĕрлешӳ хастарĕсем, Анатолий Юмана кăçал 85 çул тултарнине асра тытса «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ят памаллах тесе шутлатпăр. Поэт чăвашсен шĕкĕр хулинче – Шупашкарта пурăнманшăн ăна айккине сирмелле мар. Çынна ĕçне кура хаклама пĕлесчĕ.
 
: 431, Хаçат: 13 (1414), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: