Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ «Канаш» хаçата 20 çул çырăнса илетĕп, юратса вулатăп.
Хаçат урлах Нина Васильевна Ратаева таврапĕлӳçĕпе паллашрăм. Вăл çырнисем нумай пичетленетчĕç. Нина Васильевна мана кĕнекисене, хăй çырнисене яра-яра панăччĕ. Ман çырусене хуравласа янисене халĕ те усратăп. Пушă вăхăтра çĕнĕрен тытса вулатăп. Вăл Золотовсем çинчен нумай çыратчĕ. Вĕсенчен пĕринпе – Руфа Герасимовна Золотовапа эпĕ хам та курнăçса паллашнă. Учительсен облаçри канашлăвне килсен пире пĕр общежитие вырнаçтарнăччĕ. Вăл та Ульяновскри чăваш педучилищине пĕтернĕ.
Юлашки вăхăтра Нина Ратаева çырнисем хаçатра курăнми пулчĕç. Тен, вăл халĕ Нина Васильева тесе пичетленет. Унăн калавĕсемпе сăввисем питĕ килĕшеççĕ мана. Юлашкинчен тухнă «Çав-çавах вăл килет», «Çĕрлехи юлташăм уйăх» сăввисене темиçешер хут вуларăм, юратрăм. Нина Василевана питĕ пысăк салам яратăп. Ăна чăваш литературине ӳстерме, хамăр юратнă чĕлхемĕре пуянлатма сунатăп. Юратнă ĕçĕре малалла тăсăр, çырăр, вулакансене савăнтарăр!
 
Ленин районĕ,
Лаишевка ялĕ.
 
Редакцирен. Хисеплĕ Зоя Петровна! Чи малтанах сире çакна каласа пĕлтересшĕн: Нина Ратаева тата Нина Васильева – икĕ уйрăм çын. Пĕри Нина Васильевна, тепри – Нина Федоровна. Иккĕшĕ те Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчен. Иккĕшĕ те пултаруллă çыравçă, таврапĕлӳçĕ. Шел, юлашки вăхăтра Нина Ратаева редакцие çырма пăрахрĕ. Нина Федоровна Васильева вара нумай çырать, хаçата лайăх хайлавсемпе пуянлатать.
 
: 130, Хаçат: 13 (1414), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: