Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иван Владимирович Тюленев – çар генералĕ, Совет Союзĕн Геройĕ. Вăл 1892 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Шатăршан ялĕнче (халĕ Сăр районĕ) çуралнă. Вырăс.
1913 çулта вырăс çарне лекнĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Унта Георгий Хĕресĕн тулли кавалерĕ ятне тивĕçнĕ.
1918 çулти граждан вăрçинче вăл Хĕрлĕ çарта утлă çар бригадин командирĕ пулать.
1922 çулта Тюленев РККА çар академине пĕтерет. 1929 çулта – аслă командирсене хатĕрлекен курсра вĕренет. 1940 çулта Мускав çар округне ертсе пырать.
Аслă вăрçă тытăнсан ăна Кăнтăр фрончĕн тĕп командущийне çирĕплетеççĕ, унтан – 28-мĕш çарăн, каярах – Кавказ леш енчи фронтăн.
Вăрçă чарăнсан Тюленев Харьков çар округне ертсе пынă. 1946 çултан оборона министерствинче, 1958 çултан çар инспекторĕнче вăй хунă.
И.В. Тюленев – «Советская кавалерия в боях за Родину», «Через три войны», «Конец операции «Эдельвейс» çар асаилĕвĕсен авторĕ. Унсăр пуçне вăл çар искусствипе çыхăннă нумай ĕç çырнă.
Вăл 1978 çулхи августăн 15-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Мускаври Новодевичье масарне пытарнă.
Ульяновскри Çĕнĕ хулари пĕр проспект унăн ячĕпе хисепленсе тăрать.
 
: 409, Хаçат: 13 (1414), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: