Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2016 çулхи сентябрь уйăхĕнчен Ульяновскри Н.К.Крупская ячĕллĕ 25-мĕш вăтам шкулта «Чăваш халăх культури» кружок ĕçлет. Ăна ертсе пыраканĕ çакăнта ĕçлекен хушма вĕрентӳ педагогĕ Галя Елисеева.
Кружок программине хăех çырса хатĕрленĕ. Çак ĕçе вăл ачисене те явăçтарнă. Нумаях пулмасть шкулта вĕсен Уçă алăк кунĕ иртнĕ. Çак куна Галя Георгиевна ачасемпе пĕрле чăваш халăх культурин стендне хатĕрленĕ. Стенд «Ĕлĕкхи – хальхи – малашлăх» ятлă. Ачасен ĕçĕсемсĕр пуçне кунта чăвашсем килте усă куракан хатĕр-хĕтĕре, тĕрленĕ питшăллине, алшăллине тата çи-пуçне тăратнă. Ун валли вĕсем малтанах чăваш культурине тишкерсе, тĕпчесе тухнă. Курава хăйсемех кĕпе, саппун çĕленĕ. Вĕсене тĕрлесе илемлетнĕ, çавăн пекех сурпан, масмак, мăя çакмалли капăрсене те хăйсен аллипе эрешленĕ. Кира Мисся вĕренекен Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнчи тăванĕ-нчен ĕлĕкхи кĕпепе саппун илсе килнĕ.
Кружокра вĕрентӳçĕ ачасене чăваш наци тĕррин хăйнеевĕрлĕхĕпе паллаштарать, чăваш литератури, чĕлхи тата культури çинчен каласа ăнлантарать. Çакăн хыççăн вĕсем урокра тăмран теттесем, композицисем ăсталаççĕ.
-Кун пек урокра манпа ачасем хушшинче ырă кăмăл хуçаланни тата пĕр-пĕрин патне туртăнни сисĕнет. Ашшĕ-амăшĕ те ачисем интересленсех ĕçленине курса савăнать. Вĕсенче пирĕн пуласлăх, малашне те халăх пуянлăхне вĕсем ăса хывса асра тытчăр. Кружока çӳрекен ачасем ăслă, телейлĕ, ырă кăмăллă, Тăван çĕршыва, Чĕмпĕр Ене юратакан, хисеплекен çынсем пулса çитĕнччĕр тетĕп, - каласа парать Галя Елисеева.
Галя Георгиевна – тăмран теттесем тăвакан художник, вун-вун курав çĕнтерӳçи. Вăл вунă çул ытла çамрăксем валли тăмран теттесем ăсталассипе маçтăр-классем ирттерет.
Паллă алăстин композицийĕсемпе облаçра ирттерекен тĕрлĕ уявсенче паллашма пулать. Чи паллă ĕçĕсенчен пĕри ун – «Аленький цветочек» (С.Т.Аксаков). Ку композиципе Оксана Зотова вĕренекен «Чĕмпĕр Олимпĕ» ятлă конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнса Таганрог хулине Раççейри конкурса кайнă. Унтан вăл 3-мĕш вырăн йышăнса килнĕ.
Ытти ĕçĕсем Раççейри паллă писательсемпе художниксен юбилейĕ ячĕпе хатĕрленисем: «Обломов» (И.А.Гончаров), «Дорога к храму» (А.А.Пластов), «От Петербурга до Западной Европы» (Н.М.Карамзин), «Три богатыря» (А.С.Пушкин). Вĕсем пурте Ульяновскри музейсенче тата облаçри ачасемпе çамрăксен С.Т.Аксаков ячĕллĕ библиотекинче упранаççĕ.
Галя Георгиевна Ульяновскри Языково çуртĕнче Н.М.Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитнине халалласа уçнă курава 2 композици тăратнă. Çак курав халĕ те пырать. Кăмăл тăвакансем кайса курма пултараççĕ.
 
: 479, Хаçат: 13 (1414), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: