Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ялти çынсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ĕçри, килти хыпарĕсене пĕр-пĕрне каламасăр, пĕрле сӳтсе явмасăр чăтаймаççĕ.
Илюкпа Ванюк та питĕ туслă. Илюкăн япала турттармалли машина пур – ГАЗ-66, вăл таçта та кĕрсе тухма пултарать. Кун пек машина ял çыннишĕн чăн-чăн пурлăх.
Ĕçрен таврăннă чухне Илюк ялан заправкăра машина бакне бензин тултарать.
Пĕр кĕрхи ир Илюк бакра бензин чакнине сисрĕ. Кун çинчен вăл Ванюка каласа пачĕ. Иккĕшĕ канашланă хыççăн бензин бакне уçмалла мар трослă çăраççи шутласа тупрĕç. Илюк бакне çав çăраççипе питĕрме пуçларĕ. Анчах ку та пулăшаймарĕ ăна, бак хуппине уçмасан та унти бензин чакма пăрахмарĕ, бензина шлангпа юхтарнă паллă та курăнмарĕ. Илюкпа Ванюк вăрă шăтăкне тĕплĕн шырама пуçларĕç. Тупрĕçех. Бензин бакĕ айĕнче отстойник текенни пур. Ун çинче ултă кĕтеслĕ пăкă пур. Çав пăкка гайка пăрса кăлармалли ключпа кăларма пулать. Ун урлă бензин вăрлама та ансат.
Мĕн тумалла/ Илюкпа Ванюк канашланă хыççăн отстойник тĕлне тилĕ тытмалли капкăн лартма шутларĕç. Çапла майпа бензин вăррине тытма пулатех.
Капкăнĕ пысăк, икĕ пружиналлă. Çаклансан ним мар алă-урасăр юлатăн. Вăрра тытма ăнтăлнă кӳршĕсене ку та чараймарĕ. Çапах та вĕсем капкăна çемçетес тесе пĕр пружинине кăларса илчĕç те бензобак айне çыхса вырнаçтарса лартрĕç.
Кĕрхи типĕ çанталăк тăрать урамра. Апла пулин те уйăх çути çук, сĕм тĕттĕм. Вăрăсемшĕн лайăх вăхăт теççĕ кун пек каçсене. Илюк машининчен бензин юхтараканшăн та меллĕ каç мар-и/ Ĕçĕ те йывăр мар: витре ил, гайка пăрса кăлармалли ключ... Бензинлă пултăн та.
Вăрра çак каç витри те, ключĕ те кирлĕ пулмарĕ. Вăл пăрса кăлармалли пробкăна сулахай аллипе шырама кăна пуçлать – аллине капкăн лектерсе хĕстерсе хурать!
Илюк ирех Ванюк патне çĕнĕ хыпар пĕлтерме васкарĕ. Иккĕшĕ те питĕ савăнчĕç вăрра капкăна лектерме пултарнăшăн.
Анчах кам-ши вăл, бензин юхтаракан вăрри/ Илюк унчченех пĕр çамрăк çынна шанмастчĕ, вăрлама унăн кăна совеçĕ çитме пултарать тесе шутлатчĕ. Мĕншĕн/ Мĕншĕн тесен вăл сăпкаллă мотоциклпа çӳретчĕ, ыйтмасăрах колхоз хирĕ-нчен килне чĕкĕнтĕр турттаратчĕ. Хăйĕн мотоциклĕн номерĕ те çук, регистрацилемен те, çавăнпа патшалăх автомобиль инспекцийĕнчен шикленнипе заправкăна та каймастчĕ. Мотоциклпа вара çӳрес килет, унăн уссине курмаллах. Шутланă-шутланă та - вăл бензин тупмалли ансат мел тупнă. Ара, Илюкăн машини çăлăнăç мар-и/ Инçе те каймалла мар, укçа та перекетленет.
Илюкпа Ванюк кулса калаçса ларнă вăхăтра хайхи çын урам тăрăх утса пынине курах кайрĕç. Сулахай аллине тутăрпа çыхса янă хăй. Мĕн пулнине ыйтма кирлĕ пулмарĕ кӳршĕсен.
Çавăнтанпа унăн мотоциклĕ картишĕнчен тухмарĕ, хиртен колхоз чĕкĕнтĕрĕ те, Илюкăн машинин бакĕ-нчен бензин та чакмарĕç.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 441, Хаçат: 13 (1414), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: