Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри граждансен хӳтĕлев управленийĕ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки çĕнĕрен асăрхаттарать.
Эпир мунчана йывăçран, ăвăс е хыр пĕренисенчен, хăпартатпăр. Ăна кирпĕчрен е тата ытти материалтан купаласан шалашне çав-çавах йывăç хăма çапса илемлететпĕр. Çапăнма уйăрнă çĕрте йывăç материал пурах. Вăл вара питĕ аван çунать.
Тимĕр кăмакана йывăç урай çине ятарлă никĕс хывмасăр лартсан ун айне çӳхе тимĕр е асбест сийне хурса хăвармаллах. Апла май килмесен кирпĕчрен лутра никĕс купаламалла. Урая вĕри кăмрăк е çунакан вутă ӳксе пушар тухасран асăрханмалла.
Тимĕр кăмакапа стена хушши 20 сантиметртан кая пулмалла мар. Пĕчĕк яка хăмапа витнĕ стенана вĕри сывлăша сирекен ятарлă экранпа хӳтĕлемелле. Тăмран хĕртсе тунă хатĕрсемпе усă курсан та начар мар.
Час-часах мунчара "хĕрлĕ автан" мăрьери тĕтĕм çулне тĕрĕс мар тунипе «ташлама» пуçлать. Нумайăшĕ паян хальхи вăхăтра модăна кĕнĕ сэндвич пăрăхсем хурса хăварса тĕрĕс тăватпăр тесе шухăшлать. Çапла майпа çынсем йăнăшаççĕ. Вĕсене çеç хурса хăварни çителĕксĕр – витĕр тухакан, вĕтĕ чул сапса тултарнă курупкапа усă курмалла.
Тепĕр чух тĕтĕм çулĕнчи хăрăм çунма пуçлани те тĕл пулать. Çавна май çулăм мунча тăррине сиен кӳме пултарать, çурта веçех хыпса илет. Тĕтĕм çулне тасатса тăмалла, вăл туласран асăрханмалла. Кирпĕчрен купаланă кăмакана хутнă чух ăна тимлемелле. Çурăлнă вырăнсем, катăлса аннă, кирпĕч ӳкнĕ тĕлсем пуррине курсан тӳрех юсамалла, тăм сĕрмелле.
 
: 489, Хаçат: 13 (1414), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: