Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнчи ялхуçалăх предприятийĕсем уй-хир ĕçне пикеннĕ, кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă.
Çĕнĕ Спасск (5 пин те 147 га), Николаевка (2 пин те 360), Чартаклă (1 пин те 934), Инза (778), Çĕнĕ Малăкла (500), Ульяновск (420), Çинкĕл (412), Вешкайма (293), Сăр (140), Чăнлă (120) районĕсенче çак ĕç ăнăçлă пырать. Паяна пурĕ 12 пин гектар çинче кĕрхи культурăсене апатлантарнă.
Облаçра çураки ирттерме кĕркунне 65,5 пин тонна (109,4 процент) вăрлăх хатĕрлесе хăварнă.
Ака уйăхĕн пуçламăшне регионти хуçалăхсем 57 пин тонна (108 процент) минерал удобренийĕ, 14 пин тонна дизель çункăçĕ тата 2 пин те 824 тонна бензин туяннă.
Çуркуннехи çар призывĕ пуçланнă
Кун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр канашлура пĕлтернĕ.
- Муниципаллă пĕрлĕхсен ертӳçисен РФ Президенчĕн «О призыве в апреле – июле 2017 года граждан Российской Федерации на военную службу и об увольнении с военной службы граждан, проходящих военную службу по призыву» хушăвне пурнăçлама тытăнмалла. Салтакран таврăннисемпе тĕлпулу йĕркелĕр. Вĕсем тăван ялта, районта юлччăр тесе тăрăшăр, ĕçпе тивĕçтерĕр, - хушнă кĕпĕрнаттăр.
Облаçра 25 призыв комиссийĕ ĕçлет: 24 районта тата область центрĕнче. Пĕрремĕш хут призыв комиссисене район пуçлăхĕсем е вĕсен çумĕсем ертсе пырĕç.
Çурхи призывра 1990-1999 çулсенче çуралнă 6 пин ытла çамрăка комиссие чĕнĕç, вĕсенчен 1 пин те 350-шне салтака илĕç.
Ачасене çара илессипе çыхăннă ыйтусене ашшĕ-амăшĕ облаçри çар комиссариатне: 8(8422) 35-60-01, 35-69-02 – телефонсемпе шăнкăравласа пама пултарать.
Курав-ярмăркка уçăлнă
Ульяновск облаçĕнче пĕтĕм Раççейри «Чĕмпĕр кĕнеки–2016» курав-ярмăркка ĕçлет. Вăл апрелĕн 4-мĕшĕнче Кĕнеке керменĕнче (Карамзин тăкăрлăкĕ) савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă.
Мероприятире библиотекăна кĕнеке парнелеме чĕнекен «Дар души бескорыстной» ыркăмăллăх тăвăмĕ пуçланни пирки пĕлтернĕ. Çаплах «Литературный Ульяновск» журнал 10 çул тултарнă ятпа унăн авторĕсене чысланă, чи пултаруллисене Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн Сергей Морозовăн Хисеп грамотипе Тав çырăвне панă.
Унсăр пуçне «Çĕр çул кĕнекере, кĕвĕре, кинора» хăтлавра вырăс революцийĕн историйĕн аталану çул-йĕрне паллă та пысăк пĕлтерĕшлĕ кĕнекесем, кинофильмсем, юрă-кĕвĕ урлă кăтартса панă.
 
: 132, Хаçат: 14 (1415), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: