Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елена Поддубская (Соколова) 1952 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Калмаюр ялĕнче çуралнă. Соколовсен мухтавлă йăхĕнчен пулнипе, шкулта чăваш класĕнче вĕреннипе мăнаçланать вăл.
- Эпир вĕреннĕ чухне тăватă пĕрешкел класчĕ: чăваш, тутар тата икĕ вырăс. Пуçламăш классене чăваш ывăл-хĕрне Александр Степанович Янчиков вĕрентрĕ. Эпир чăваш чĕлхипе çеç калаçаттăмăр. Каçса кайсах юмах-халап вулаттăмăр, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене ăса хываттăмăр. Аслă классенче тăван чĕлхепе литературăна Зоя Петровна Константинова илсе пычĕ. Вĕсем паян иккĕшĕ те çук çĕр çинче. Шел, пирĕн хыççăн Тутар Калмаюр шкулĕнчи предметсем йышĕнче чăваш чĕлхи урăх пулман. Шăп эпир аттестат илнĕ çул (1969 çулта) ăна пĕтерчĕç. Халĕ самани урăхла, кружок та пулин уçинччĕ – хастартараххисем тупăнмаççĕ куран, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне Елена Александровна.
Учительсен витĕмĕпе тата математикăна юратнипе Чартаклă район хĕрĕ докуменчĕсене Ульяновскри педагогика патшалăх институтне кайса парать. Физикăпа математика факультетĕ-нчен вĕренсе тухнă пике направленипе кӳршĕри Кивĕ Майна районĕнчи Матвеевка шкулне лекет. Виçĕ çул математика вĕрентет. Пур пуçарура та хастарлăх кăтартакан сатур чăваш хĕрне районти комсомол райкомĕнче те асăрханă иккен – Елена Соколована унта илеççĕ. ВЛКСМ райкомĕн виççĕмĕш секретарĕнче вăй хунă çулсенче самай пысăк ӳсĕмсем тăвать вăл.
- Аттепе анне иккĕшĕ те тăрук чирлесе ӳкнипе виçĕ çул çамрăксемпе ĕçленĕ хыççăн Чартакла куçма тиврĕ. Тăван хутлăхра малтан районти вĕренӳ пайĕн (роно) инспекторĕ, унтан çутĕç ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ пултăм. Мана Чартаклăри парти райкомне йыхравларĕç. Çавăнта тăрăшнă чухне качча кайрăм, - çамрăклăхне аса илчĕ вăл.
Тăхăр уйăхран вăл юратакан мăшăрне парне тăвать: йĕкĕреш ывăл çуратать. Вĕсем хыççăн кил-йышра çут тĕнчене хĕрача килет.
Пенсие кайсан та-ха тата виçĕ çул яваплă та интереслĕ ĕçре вăй хурать Елена Поддубская: 1996 çултан тытăнса Чартаклă районĕнчи социаллă хӳтĕлев тытăмĕн председателĕн, 1999 çултанпа Ульяновск облаçĕнчи социаллă хӳтĕ-лев департаменчĕн Чартаклă районĕнчи çемье, хĕрарăмсемпе ачасен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. РФ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине, Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн Тав çырăвĕпе Хисеп хутне тивĕçет. Унăн ятне «Лучшие люди системы социальной защиты населения Ульяновской области» кĕнекене тата «Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» кăларăма кĕртнĕ.
- Паян пушă вăхăт та пур манăн. Эпĕ хавхалансах алă ĕçĕпе аппаланатăп, тĕрлеме юрататăп, пуканесем ăсталатăп. Вĕсем çинчи тĕрлĕ халăх тумне те хамах çĕлетĕп. Ачасемпе отпускра ларнă чухне вăхăчĕ урăхчĕ. Лавккара та сентресем пушăччĕ, укçа-тенкине те çитерме йывăрччĕ. Мăшăр, Владимир Михайлович, строитель, прораб ĕçĕсене пурнăçлатчĕ, кайран Ульяновскра «Кометăра» вăй хучĕ. Эпĕ лавккаран 10 метр плюш (çемçе тĕклĕ пусма) туянтăм та çемçе теттесем çĕлеме пуçларăм. Юлташ хĕрĕ вĕсене пасарта пилĕк тенкĕпе сутса паратчĕ. (Çăкăр ун чухне хури 15, шурри 20 пусчĕ). Ку укçа миçе кулач илме çитетчĕ! Унсăр пуçне ачасене аялти кĕпи-йĕмĕнчен тытăнса пальто-куртка таран хам çĕлесе тăхăнтартнă. Хĕр валли кĕрĕк, драпран пальто та ăсталанă, - тет Елена Александровна.
Ывăлĕсем паян иккĕшĕ те çар çыннисем, мухтава тивĕçлĕ арçынсем. Хăй вăхăтĕнче Суворов училищинчен вĕренсе тухса Мускаври аслă команда çар училищинче пĕлӳ илнĕ. Михаила шăпа йăл кулнă темелле, вăл артист та - ăна вĕреннĕ чухне «Кадеты» фильмăн 4 серийĕнче ӳкерĕнме тӳр килнĕ. Халĕ Раççей çарĕн офицерĕ. Виктор Мускаври радиотехника институтĕнче вăй хурать, адъюнктурăра вĕренет. Ашшĕпе амăшне икĕ мăнук парнеленĕ вăл.
- Пирĕн хĕр те питĕ тĕрлеме юрататчĕ. Шел, унăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Ăна, 21 çулти хĕре, хăйĕ-нпе çӳреме килĕшменшĕн пĕр путсĕр çын çут тĕнчерен вăхăтсăр уйăрчĕ. Йĕмен кун çук манăн. Анчах та малалла пурăнмаллах – ывăлсемшĕн, мăнуксемшĕн, Настьăн тĕрлесе пĕтереймен ĕçĕсене вĕçлессишĕн, - куçне шăлать Елена Александровна.
Е.Поддубскаяна çынсем хушшинче пулни, чунне уçса калаçни хуйхине ирттерме пулăшать. Пĕр хушă вăл УОЧНКАн Чартаклă районĕнчи уйрăмне ертсе пынă. Паян Ирина Мишина ертсе пыракан пĕрлешĕвĕн хастар членĕ. Районта иртекен мероприятисенче хăй аллипе ăсталанă ĕçсен куравĕсене йĕркелет. Кăсăкланакансене ĕç вăрттăнлăхне уçса парать, вĕрентет. Петровскинче иртнĕ Чăваш культура кунĕнче ачасене пукане тума вĕрентессипе маçтăр-класс ирттерчĕ. Курава вăл юратнă пуканисене тăратнăччĕ.
 
 
Чартаклă районĕ.
 
: 116, Хаçат: 14 (1415), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Комментарисем:

Тупата (2017-04-28 09:04:43):
Патшалăх тытăмĕ арканман-хаĕ

тупата (2017-05-01 02:14:58):
патшалăх тытăмĕ арканман-хаĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: