Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск область çыннисем апрелĕн 7-8-мĕшĕсенче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе сывлăхне тӳлевсĕр тĕрĕслеме пултараççĕ. Чир-чиртен асăрхаттарас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятисене пĕтĕм тĕнчери Сывлăх кунне халаллаççĕ.
Регионти сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕсем, «сывлăх шкулĕн» занятийĕсем, лекцисем тата калаçусем иртĕç.
- Пĕтĕмĕшле 160 мероприяти йĕркелеме палăртатпăр. Поликлиникăсемпе сывлăх центрĕ-сенче кăмăл тăвакансем пурте чире маларах тупса палăртас тĕлĕшпе тăвакан тĕрĕслевсем витĕр тухĕç, çивĕч ыйтусене хурав илĕç, сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă буклетсемпе тата хыпар-хăнар материалĕсемпе паллашĕç, - тенĕ сывлăх сыхлавĕпе çемье тата социаллă хăтлăх министрĕ Павел Дегтярь.
Апрелĕн 7-мĕшĕнче облаçри район цен-трĕсенчи суту-илӳ центрĕсемпе парксенче сиплев çурчĕсен лапамĕсем ĕçлĕç, «Сывлăх трамвайĕ» тата «Сывлăх патне хывакан утăмсем» ятпа акцисем иртĕç. Облаçри тухтăрпа физкультура диспансерĕн ĕçченĕсем Ульяновскри «Спартак» суту-илӳ комплексĕнче (Минаев урамĕ, 11-мĕш çурт) сывлăх лапамне йĕркелĕç. Медицина тĕпчевĕсем 10 сехет те 30 минутран пуçласа 13 сехет те 30 минутчен пырĕç.
Тури Террасăра çынсем 9 сехетрен пуçласа кăнтăрччен «Ветер» суту-илӳ центрĕнче юн пусăмне виçтерме пултарĕç.
Ульяновскри патшалăх университетĕнче тата облаçри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче «Сывă пурнăç йĕркин академийĕ» тата «Чун-чĕрене сиплеме вĕренетпĕр» çавра сĕтелсем ĕçлĕç.
Апрелĕн 8-мĕшĕнче вара область центрĕ-нчи Ленин лапамĕнче чупу тата зарядка иртĕç. Унта тата облаçри медицина асăрхаттарăвĕн центрĕн, наркологи пульницин, СПИД центрăн, юн яракан станцин лапамĕсем ĕçлĕç.
 
: 81, Хаçат: 14 (1415), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: