Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашри вăтам шкул спорт залĕнче пĕртăван Георгий тата Петр Майрабеевсен парнисене ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнсе илессишĕн 9-мĕш ăмăрту иртрĕ.
Ăмăртăва çамрăксем ултă регионтан килнĕ: Тутарстан, Мари Эл, Мордови тата Чăваш Республикисенчен, Самар тата Ульяновск облаçĕсенчен. Кавир çине 2003-2008 çулсенче çуралнă 198 спортсмен тухрĕ, вĕсенчен 56-шĕ – хĕрача.
Турнира хисеплĕ хăнасем те килсе çитрĕç: дзюдо кĕрешĕвĕн спорт маçтăрĕ, Йошкар-Ола Хула Пухăвĕн депутачĕ Дмитрий Егоров (Мари Эл)* спорт маçтăрĕ, Ульяновск облаçĕнчи спорт кĕрешĕвĕ федерацийĕн председателĕ Игорь Стеклов* Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, тĕнче шайĕнчи категориллĕ судья, олимп арбитрĕ, Ульяновскри Олимп резервĕн спорт кĕрешĕвĕ шкулĕн директорĕ Андрей Криков* УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев (вăл пĕртăвансене Хисеп хучĕ парса чыс турĕ)* Чăнлă районĕнчи «Новая жизнь» общество пуçлăхĕ Геннадий Мулянов* кире пукан йăтассипе спорт маçтăрĕ Анатолий Сайдяшев (укçа-тенкĕпе пулăшрĕ)* районти кĕрешӳçĕсен аслă тренерĕ Борис Чернов, Михаил Федоров усламçă (укçа-тенкĕпе пулăшрĕ)... Вĕсем тата вырăнти Н.Г.Князькин ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Надежда Шахина, ял администраторĕ Лариса Семеленова турнира уçнă вăхăтра сăмах каларĕç, ку ăмăрту ачасене спортпа пиçĕхтерес енĕпе тата патриотла воспитани парас çĕрте питĕ пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç.
Майрабеевсем вара хăйсене спорта явăçтарса пысăк çитĕнӳсем тума пулăшнă çынсене: пĕрремĕш тренерне Николай Узеринова, турнирăн тĕп судйине Борис Чернова тата Вячеслав Тражуков тренера – пылесос парса чыс турĕç. Тăван шкулĕ те парнесĕр юлмарĕ, кунта вĕсем ачасене усă курма электрон виçе пачĕç. Пĕртăвансем хăйсене тĕрлĕ вăхăтра пулăшу панă тата халĕ пулăшакансене пурне те тав турĕç. Георгий Васильевич çапла каларĕ: «Ачана вăхăтра пулăшу памалла – хам пĕчĕккĕллех спортпа аппаланнипе çакна лайăх ăнланатăп. Спорт çынна вăйлă та çирĕп тăвать, апла кашни вăйлă пулсан пирĕн çĕршыв та вăйлă пулать. Хамăрăн турнира эпир çакна шута илсе ирттерме тăрăшатпăр, ку тĕллевшĕн укçа-тенкĕ те шел мар. Ку укçа çухалмасть, ачасене чăн-чăн çынсем пулса ӳсме пулăшать. Эпир çакăншăн савăнатпăр. Турнир ирттернĕшĕн тав туни вара – пирĕншĕн чи хакли».
Вăтам Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ регионсенчен килнĕ хăнасене шкулта вĕренекенсем тата садик воспитанникĕсем наци тумне тăхăнса чăваш ташши илемне кăтартрĕç.
Командăсем хушшинче Чăнлă районĕ çĕнтерчĕ. Кивĕ Улхаш хĕрачисем – А.Шамбикова, М.Чемукова, Е.Шурекова çĕнтерӳçĕсем пулса тăчĕç.
Область спорткомитетечĕн çынни И.Стеклов Майрабеевсене укçи-тенкине шеллемесĕр спорта янăшăн, ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн вĕсене мухтарĕ, тав сăмахĕсем каларĕ, çаплах çак турнира Раççей шайне çитересчĕ терĕ. Ку кăштах шанчăк çуратать, мĕншĕн тесен халиччен ку турнира область спорткомитечĕн çыннисем пачах килменччĕ. Ульяновскран Кивĕ Улхаша çитме вара 60 çухрăм çеç... Аса илтеретпĕр: турнир 9-мĕш хут иртрĕ.
Тепĕр япала çинчен те каласа хăварас килет. Пилĕк çул каялла çак турнира килсен Чăнлă районĕн пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов хăйĕн сăмахĕнче Майрабеевсене «Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни» ят парас пирки каланăччĕ. Унтанпа çак пуçару пирки никам калаçни те илтĕнмест, çак ĕçе никам та малалла шутармасть. Лав пĕр вырăнтах. 2018 çулта 10-мĕш турнир иртмелле – çавра çул, хăйнеевĕр юбилей! Çак вăхăт тĕлне Ханяфи Валиевич пуçарăвне пурнăçа кĕртсен лайăх пулĕччĕ. Майрабеевсем çакна тивĕçлĕ! Хăйсен çемйинчен татса илсе кашни çул турнир валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклаççĕ вĕсем! Хăйсен каларăшле, пĕтĕмпех çамрăк ăрушăн. Нумайăшĕ çамрăксене патриотла воспитани парас пирки сăмах кăна тăваççĕ пулсан – Майрабеевсем ĕçĕпе кăтартса параççĕ! Çакна тивĕçлипе хакласчĕ!
 
: 92, Хаçат: 14 (1415), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: