Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
А.Богатовăн «Воспитанники Яковлевской школы» кĕнекинче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Упи вулăсне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнчен тухнă Александр Семенович Михайлов çинчен темиçе йĕрке çырса хăварни пур. Каярах эпир ун çинчен Интернетра та материал тупрăмăр. Халĕ ку çын çинчен ытларах пĕлетпĕр ĕнтĕ.
А.С.Михайлов 1871 çулта çуралнă, Чĕмпĕр чăваш шкулне 1889 çулта пĕтернĕ. 1889-1893 çулсенче ялта учительте ĕçленĕ.1893-1894 çулсенче Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ.
1894 çулта вăл тĕн ĕçне куçать, Самар кĕпĕрнинчи Пăкăрăслан уесĕнчи Стюххаль ялĕнче Петĕрпе Павăл чиркĕвĕнче священникра ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтрах прихут шкулĕсен ертӳçи пулать, унта Турă саккунне вĕрентет. Вăл хăй ĕçĕнче питĕ тăрăшуллă пулнă теççĕ.
1904 çулта Александр Семеновича Пăкăрăслан уесĕнчи Питтăпаль ялне (вырăсла --Старое Ганькино, халĕ вăл Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районне кĕрет) куçараççĕ. Кунта вăл настоятельте 26 çул вăй хурать, благочиннăй протоиерей ятне илет. Ăна инкеке лекнĕ çынсене яланах пулăшма хатĕр тăнă çын тесе аса илеççĕ. Ачасене пурне те пĕрпек хисепленĕ вăл: Христос тĕнне йышăннисене те, шыва кĕменнисене те. Уйрăмах тăлăхсене шелленĕ, пулăшма тăрăшнă. Чăваш халăхне çутта кăларас ĕçре хастарлăх кăтартнă. Чăвашсене мăсăльман тĕнне çавăрас тесе йыхăрса çӳрекенсене хирĕç тăнă, халăха тутара тухасран çăлас ĕçе хастар хутшăннă.
Революци хыççăн А.С.Михайлова шкул ĕçĕнчен хăтараççĕ, анчах ял халăхĕ ăна малтанхи пекех питĕ хисеплет. Тен, çавăнпа ăна 1922 çулта выçă ачасен столовăйĕн заведующийĕ тăваççĕ.
Анчах 1930-мĕш çулсенче пирĕн çĕршывра çынсене ирĕксĕрлесе колхозсем йĕркелеме пуçласан хăрушă самана çитет. 1930 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче А.С.Михайлова ял активисчĕ суйса панă тăрăх райком уполномоченнăйĕ арестлет, ăна тĕрмене хупаççĕ.
А.С.Михайлов пирки «Подвижники Самарской земли» кĕнекере (Самар, 1995, авторĕсем – Игорь Макаров тата Антон Жоголев) тата «Новые мученики и исповедники Самарского края» кĕнекере (Самарта 1996 çулта тухнă, пухса хатĕрлекенĕ Антон Жоголев) çырса кăтартнă. Акă иккĕмĕш кĕнекери статьяна вулатпăр, ун ячĕ «Разговор с товарищем Лениным».
Унта Вăтам Атăл крайĕн Сталин районĕнчи Питтăпаль ялĕнчи Александр Семенович Михайлов священник пирки çырса кăтартнă.
Районти ĕç тăвакан комитечĕн (РИК) уйрăм уполномоченнăйĕ Краснов Похвиçнĕ район уйрăмне çапла пĕлтерет: «Михайлов революцие хирĕç ĕç илсе пырать, çавăнпа кунта совет влаçĕн мероприятийĕсене ирттерме питĕ йывăр.Тĕттĕм халăх Михайлов священникăн пысăк витĕмĕнче пурăнать. 1930 çулхи июль уйăхĕн вĕçĕнче Михайлов ертсе пынипе ăс-тăнсăр халăх ял советне тапăннă. Çынсем ял советне кĕрсе кайнă, пуп япалисене каялла тавăрса пама ыйтнă, шкапран хутсене илсе çурса тăкнă. Çаплах çынсем РИК уполномоченнăйне Мордовский юлташа вĕлерме хăтланнă. Лешĕ тарса хăтăлнă. Михайлова патшалăха налук тӳлеменшĕн хăйĕн çуртĕнчен кăларса янă пулин те ял совечĕ ăна пурпĕрех ялти чи лайăх çурта панă пулнă. Унта малтан армана тара илнĕ çын пурăннă. Михайлов священник хăйĕн ячĕ-сумĕпе усă курса тĕттĕм халăха витĕм кӳрет, совет влаçĕн мероприятийĕсене ирттерме чăрмантарать. Унсăр пуçне благочиннăй протоиерей час-часах çывăхри пупсене пуçтарса пухусем ирттерет, революцие хирĕç илсе пыракан ĕçне ытти ялсене те сарать».
Е.А.Мордовский свидетель, парти кандидачĕ, РИК секретарĕ, çапла каласа панă: «Михайлов пуп 1930 çулхи çуркунне коллективизацие хирĕç агитациленĕ, çавăнпа колхозран 50 процент ытла çын тухнă. 1930 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче, ял совечĕн суйлавĕ вăхăтĕнче, Михайлов пуп чиркӳ старости патĕнче çапла каланă: членсене тĕн çыннисенчен тата кулаксенчен суйламалла, колхозниксемпе комсомолецсенчен суйламалла мар, колхозниксемпе комсомолецсем халăха выçă хăвараççĕ. Паян ман пата килсен Михайлов пуп эсир пурте, коммунистсем, Ленин вилнĕ хыççăн ертсе пыма пĕлместĕр, чăваш пупĕсене пĕр сăлтавсăрах хĕсĕрлетĕр терĕ. Çаплах вăл эпир халăха çутта кăларассишĕн кĕрешетпĕр, темиçе шкул тата темиçе чиркӳ уçрăмăр терĕ».
Хăйне çапла айăпланине А.С.Михайлов священник йышăнман, вĕсен хирĕç çапла хуравланă: «Июнĕн 14-мĕшĕнче халăха пăлхатма тата РИК уполномоченнăйне Мордовский юлташа, ытти активистсене хĕнеттерме эпĕ хĕтĕртнĕ тенине йышăнмастăп. Совет влаçĕн мероприятисене тата колхоз тăвас ĕçе хирĕç агитацилемен. Уполномоченнăйсем ĕçлеме пĕлмеççĕ темен эпĕ, урăхларах каларăм. Эпĕ 1893 çулта Ленин «Самарский вестник» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ вăхăтра Самарта унпа тĕл пулса калаçрăм. Ун чухне вăл мана çапла каларĕ: «Хăвăр халăхăра мĕнле усă пама пултаратăр – çапла пулăшăр. Тăван чĕлхене сыхласа хăварас ĕçре священникра вăй хурса пулин те пулăшăр». Мордовский юлташа эпĕ çакăн пирки каларăм, хăш-пĕр уполномоченнăй вырăнта ĕçленĕ чух йăнăш тăвать тесе хушса хутăм. Хама нихăш енчен те айăплă теместĕп, айăпланине йышăнмастăп. Мордовский манран эсĕ мĕншĕн священникра ĕçлетĕн, мĕншĕн учительте юлмарăн тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна кĕскен çапла хуравларăм: священник ĕçне чăваш чĕлхине тата чăваш халăхне сыхласа хăварас тĕллевпе куçрăм, мĕншĕн тесен патша вăхăтĕнче ытти чĕлхесене хĕсĕрленĕ, çав шутра чăваш чĕлхине те. Священникра ĕçленĕ чух ман пуçарупа пĕрремĕш çулах 4 чăваш шкулĕ уçрĕç. Ман ĕç пĕтĕмлетĕвĕ эпир чăваш халăхне усă тунине кăтартса парать. Эпĕ тăван халăха усă тăвас тесе ĕçленине Ленин аван хак пачĕ».
Анчах, халăх каларăшле, пуç каснă вăхăтра çӳçе шеллемеççĕ. А.С.Михайлов сăмахне никам та вырăна хумасть. Ăна «тройка» суд тăвать, 58-мĕш статьян икĕ пайĕпе (58.8 тата 58.10) айăпласа персе пăрахмалла тесе йышăнать. А.С.Михайлова 1931 çулхи январĕн12-мĕшĕнче тĕрмере персе вĕлереççĕ.
Куйбышев облаçĕн прокуратори 1989 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче ун таса ятне тавăрнă.
 
: 111, Хаçат: 14 (1415), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: